Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
К.В.Иванов çуралнăранпа 122, «Нарспи» поэмăна çырнăранпа 105 çул çитнĕ тĕле.
 
«Нарспи» поэма çинчен çыравçăсем, тĕпчевçĕсем сахал мар çырчĕç. Ăна пур енчен те тишкерсе хак пачĕç. Поэма тĕнче литературин ылтăн фондне кĕрсе юлчĕ. 2006 çулта Анатолий Кибечĕн «Эсĕ «Нарспи» поэмăна вуланă-и?» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Автор ăна тĕплĕн хак пачĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Поэмăри Нарспи ашшĕ – Михетер – çĕрме пуян пулни куçкĕрет. Çакна вăл мухтаннинчен ăнланса илме пулать:
Нарспи ашшĕ Михетер
Çĕрме пуян пурăнать.
Вăл хăй хĕрне юратать,
Нарспийĕпе мухтанать:
«Ман хĕр пекки камăн пур?
Кама пӳрнĕ ун пек хĕр?
Çӳрет-и вăл тенкĕсĕр?..
Михетере мĕн çитмест?
Мĕнĕм çук-ши çуртăмра?
Кĕмĕл тенкĕ, тĕртнĕ пир
Сахал-ши мĕн çӳпçемре?
Тырă-пулă туллиех
Ишĕлмест-ши кĕлетре?
Çу, сĕт-турăх, сăра-пыл
Тулли мар-ши нӳхрепре?
Ахальтен мар ун патĕнче çичĕ тарçă ĕçленĕ. Çакна «çичĕ тарçи-тĕрçине эрех парса ӳсĕртнĕ» сăмахсенчен пĕлме пулать.
Тăхтаман ун пекех пуян пулнă-ши? Çук пулĕ.
«Икĕ пуян пĕрлешсен
Шеп те пулĕ туй! – теççĕ», -
сăмахсене шута илсен Тăхтамана та пуянсен шутне кĕртме пулать.
Çичĕ ютран килчĕ ют
Атте килне хăтана,
Сарă хĕре çураçать
Çичĕ ютри пуяна.
Атте-анне ӳсĕрпе
Хĕрне итлес темерĕ,
Каччи пуян тенипе
Хĕрин чунне пĕлмерĕ.
Тăхтаман пуянлăхĕ çинчен уйрăм калани çук. Михетер пуянлăхĕ вара мухтаннинчен кăна мар, автор сăнланинчен те курăнать:
Чăн сăмахăн суйи çук:
Михетерĕн мĕн çитмест?
Пĕтĕм ялта пĕр пуян,
Ăна никам çитеймест.
Унăн çурчĕ хула пек,
Кĕрсен витĕр тухма çук.
Картиш тулли япала
Купаланса выртаççĕ.
Кĕлет тулли тыррисем
Тăкăнас пек тăраççĕ.
Урхамах пек лашисем
Утă-сĕлĕ çиеççĕ.
Унăн выльăх-чĕрлĕхсем
Пичĕке пек çӳреççĕ.
Чăнах та, Михетерĕн чăн-чăн пуянлăх!
Тăхтаман вара йĕркеллĕ тумтир те тăхăнайман-ши?
Хура сăхман, сар çĕлĕк.
Çамки çинче тенкĕпе:
Шурă чăлха-çăпата
Пит килĕшет кĕрĕве.
Пуян çын, паллах, праçниксенче çăпатапа çӳремест. Уйрăмах хăйĕн туйĕ вăхăтĕнче. Ĕçре çăпатапа çӳренĕ пулсан та праçниксенче атă-пушмак тăхăннă. Тăхтаманăн атă-пушмак пулман-ши вара? Выльăх-чĕрлĕхĕ те нумаях пулман-тăр. Çавăнпа ăна пуянсен шутне кĕртес килмест.
Хĕр туйĕ килсен Тăхтаман хăнасене мĕн пуррипе сăйлать. Ăсатнă чухне вара çакăн пек калать:
Ан ӳпкелĕр, хăтасем,
Сăйăм питех нумай мар.
Ĕçĕр-çийĕр, тăвансем,
Ĕмĕр пĕрле пурăнар.
Тăхтаман хăнасене пăтăпа сăйлать:
Ырă кĕрӳ Тăхтаман
Туй пăттипе сăйласа
Туй халăхне пуç таять.
Туй кĕреки те Михетер патĕнчинчен чухăнрах. Сăри вара çителĕклех пулнă.
Çĕнĕ кĕрӳ силписем килессе кĕтнĕ вăхăтра Тăхтаманăн çăка сĕтел авăничченех апат-çимĕç пулнă. Туя ăсатнă чухне сĕтел çинче пăтă кăна юлнă.
Тăхтаман патне хĕр туйĕ енчен сахал мар çын килнĕ.
Вунă арăм хушпупа
Сăран кӳме çийĕнче.
Хĕрĕх виçĕ урапа
Сăран кӳме хыçĕнче.
Сăран кӳме те хĕрĕх виçĕ урапа. Паллах, хĕрĕх виçĕ урапа çинче сахал мар çын пулнă. Вĕсене сăйлама та сахал мар апат-çимĕç, эрех-сăра кирлĕ. Эрехĕ пулман та пулĕ. Сăри вара хăватлă. Туя ăсатнă чухне хăнасем самай ӳсĕр пулнă.
Тăхтаман хăйĕн туйне аван хатĕрленсе ирттернĕ.
Чипер каччă Тăхтаман
Силпи хĕрне çаклатнă.
Çав тер аван мăшăра
Урăм-сурăм туй лартнă.
Тăхтаман авланас тĕллевпе нумай çул хушши пуянлăх пухнă. Хулăм укçи те нумай кирлĕ пулнă. Вăл çĕрĕн-кунĕн ĕçленĕ.
Ирех хырăм тăрантса
Кайрĕ хире Тăхтаман.
Тăхтаман ирех тăрса хире тухса каять те каçхине тин ывăнса таврăнать. Ун пуянлăхĕ питĕ йывăрпа пуçтарăннă. Пуянлăхĕ туй тума çитнех. Хăйне пуян тесе кăтартмалăх та çитнĕ. Михетер пуянлăхĕпе танлаштарсан унăн пуянлăхĕ курăнсах та каймасть.
Туй тунă. Нарспипе пĕрлешнĕ. Килĕштерсе кăна пурăнмалла пек ĕнтĕ. Тăхтаман ытла хаяр пулнипе, Нарспие ĕç йытти вырăнне хунипе лару-тăру хурлăхпа вĕçленет. Нарспи виçĕ эрне тӳссе пурăнать. Чухăн, анчах питĕ юратнă Сетнерĕнчен уйрăлнипе, ăна манма пултарайманнипе, упăшки кашни кун хĕненипе Нарспи хаярлăх çулĕ çине тăрать.
Куллен-кунах саламат
Анать-çке пăтаран.
Хытă тытать пулмалла
Хăй арăмне Тăхтаман.
Нарспи упăшкине наркăмăшлă яшка çитерсе вĕлерет. Ку, паллах, питĕ ирсĕр ĕç. Нарспи уйрăлса кайма та пултарайман. Пĕрре качча кайнă – пурăнмаллах. Чăвашсен йăли-йĕрки çапла пулнă.
Поэмăра Михетер ытла хытă çын пулни те аван палăрать.
Саншăн çав пур ырăлăх
Мĕнпурĕ те укçара… -
тет Нарспи ашшĕне.
Ашшĕпе амăшĕ Нарспие Сетнер патĕнчен каялла илсе кайма пырсан:
Эх, аттеçĕм, çамрăк чух
Мĕншĕн патăр хĕрĕре?
Пуянлăхра анчах мар
Ыр курасси çыннинче -
тет Нарспи.
Çапла майпа пуянлăха хапсăнни синкерлĕх патне илсе çитерет. Поэма тăватă сăнар вилнипе вĕçленет.
Тăхтаман Михетер пек пуян курăнмасть. Çапах та Тăхтаман пуян çын пулнă-ши?
 
Тутарстан,
Аксу районĕ.
 
: 668, Хаçат: 23 (1167), Категори: Тĕпчев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: