Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççей кунĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр «Роди патриота в День России» тăвăма хутшăннисене (нумай ачаллисене) саламланă.
Правительство членĕсем тата кĕпĕрнаттăр ача çуратакан çуртсене çитсе çамрăк амăшĕсене парнесем парса чысланă. Тăвăма мĕнпурĕ 992 хĕрарăм хутшăннă. Çĕртмен 12-мĕшĕнче 14 сехет тĕлне 47 ача çут тĕнчене килнĕ. Кăçал 6389 хĕрарăм учёта тăнă, пĕлтĕрхи ку вăхăтпа танлаштарсан 240 ытларах, çуратакансен шучĕ те пĕлтĕрхинчен 278 ытларах. Сывлăх сыхлав министрĕ Валентина Караулова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал ача пăрахакансен шучĕ пĕлтĕрхинчен 265 чакнă. Çĕртмен 7-мĕш тĕлне пирĕн облаçра 5853 пепке çуралнă, вĕсенчен 50 проценчĕ — пĕрремĕш, 37,5 – иккĕмĕш, 8 – виççĕмĕш, 4 – тăваттăмĕш хут çуратнă. 43 çемьере – йĕкĕрешсем, икĕ çемьере – виçĕреш.
 
: 955, Хаçат: 24 (1168), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: