Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Павел Узиков çăкăр ӳстерекенсен йăхĕнчен. Ун аслашшĕ – Александр Павлович – 21 çул Чăнлă районĕнчи ял хуçалăхĕсене ертсе пынă. Ашшĕ те – Анатолий Александрович – нумай çул ял хуçалăх ертӳçи, районти тĕп агроном пулнă, халĕ район администрацинчи социаллă пай пуçлăхĕ.
Павел Анатольевич фермер хуçалăхне 2001 çулта 25 гектар çĕр çинче йĕркелесе янă. Ун чухне пĕр Т-4 трактор кăна пулнă ун. Тухăçа пуçтарса илме техника тара тытнă. Паян хуçалăхра 1000 ытла гектар, 600 гектарне чĕкĕнтĕр йышăнать, 300-ĕшне – пĕрчĕллĕ культурăсем.
– Эпир чĕкĕнтĕр туса илес енĕпе ĕçлетпĕр, мĕншĕн тесен уссине куратпăр. Малашне ун лаптăкне 1000 гектара çитересшĕн. Практикăна наукăпа çыхăнтарса технологие çирĕп тытса пыратпăр. Пирĕн пата эрнере пĕрре Ульяновск ял хуçалăх академийĕнчен ӳсен-тăран физиологийĕн кафедрин пуçлăхĕ В.И.Костин килсе çӳрет, чĕкĕнтĕр мĕнле ӳснине сăнаса тăрать. Владимир Ильич мана тахçанах пĕлет, вăл ман преподаватель пулнă. Туслă çыхăну лайăх тухăç илме пулăшать: пĕлтĕр гектартан вăтамран 350 центнер тымар çимĕç тухрĕ, - каласа парать П.А.Узиков.
Кĕркунне Германире туса кăларнă «Франц Кляйн» комбайн туянни питĕ паха тесе шутлать Павел Анатольевич. Ку техника сезонра 600-700 гектар çинчен чĕкĕнтĕр кăларма пултарать. Кăçал вара техника паркĕ çĕнĕ Т-150 тракторпа пуянланнă – унпа пĕтĕм йывăр ĕçсене тума май пур. Вĕсене туянма «Россельхозбанк» кредит парса пулăшнă – хуçалăх унпа тачă çыхăнса ĕçлет.
Хуçалăхра паян тăхăр çын тăрăшать: Владимир Александрович Узиков, Николай Михайлович Узиков, Андрей Васильевич Талягин, Пётр Николаевич Аюгин, Владимир Михайлович Фабрикантов тата ун ывăлĕ Евгений, Владимир Сергеевич Улендеев, Олег Михайлович Нюкин, Валерий Михайлович Узиков. Пуçлăх каланă тăрăх, вĕсем пурте «универсалсем», хуть те мĕнле техникăпа та ĕçлеме пултараççĕ: паян — тракторпа, ыран — машинăпа. Тутлă апат пĕçерекенсем – Галина Ванюшкина, Елена Амонова.
Халĕ уй-хирте им-çам сапас ĕç хĕрсе пырать, каçхи смена та пур, мĕншĕн тесен вăхăтра ĕлкĕрмелле. Эпир пынă чух агрегата им-çам яратчĕç. Вăл çум курăка та пĕтерет, чирсенчен те сыхлать, чĕкĕнтĕре кирлĕ апатпа та тивĕçтерет.
Павел Анатольевич, 1996 çулта агронома вĕренсе тухнăскер, 2006 çулта Санкт-Петербург политехника университетне пĕтерсе экономист дипломне илсе тухать. Районти чи çамрăк фермерсенчен пĕри пулсан та ун ячĕ-сумĕ пур. 2009 çулта ăна район депутачĕсен советне суйланă. Çаплах ыркăмăллăх ĕçĕсенчен те юлмасть, кирлĕ çĕре укçа-тенкĕ уйăрать. Пирĕн хаçат тиражне ӳстерме те пулăшрĕ Павел Анатольевич, ăна хăйĕн кашни ĕçченне çырăнса пачĕ. Редакци ятĕнчен уншăн ăна тав тăватпăр!
- Çак кунсенче çумăр кирлĕ, унсăрăн ӳсен-тăран япăхма пултарать. Çĕр ĕçĕ çут çанталăкран нумай килет. Ыттишĕн кулянмастпăр, веçех хамăр алăпа тăватпăр, хамăра шанатпăр,- тет фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ таса тӳпенелле пăхса.
 
Чăнлă районĕ,
Çĕнĕ Воля ялĕ.
 
: 976, Хаçат: 24 (1168), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: