Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Июнĕн 12-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Раççей кунĕ пулчĕ. Çав кун Ульяновск хулин кунне те анлăн уявларĕç. Кăçал ăна И.А.Гончаров çыравçă 200 çул тултарнине халалланă.
Уявăн пĕр пайĕ Гончаров урамĕнче пулчĕ, унта массăллă информаци хатĕрĕсен «РедАкция: День подписчика» фестивалĕ иртрĕ. Кунта «МедиаЦентр» учреждение кĕрекен тата ытти хаçат-журнал редакцийĕсем хутшăнчĕç, çав шутра «Канаш» хаçат редакцийĕ те.
Пирĕн редакци сĕтелĕ çинче – хаçатăн ятарлă номерĕсем, хамăр хатĕрлесе кăларнă кĕнекесем. Килте вĕретсе хатĕрленĕ чăваш сăрине вара çынсем черет тăрсах ĕçрĕç. Сăрине Лаишевка посёлокĕнче пурăнакан Нина Григорьева туса пачĕ – уншăн ăна тавах!
Федераллă статистика службин Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕсем 2010 çулхи халăх çыравне хутшăннă хастарсене медаль парса чысларĕç. «Канаш» редакцийĕнчен çакна Валентина Ефимова тата Николай Ларионов тивĕçрĕç.
Главпочтамт умĕнче вырнаçнă сцена çинчен юрă-кĕвĕ янраса тăчĕ. Чăвашсен «Палнай» фольклор ушкăнĕ (ертӳçи Валентина Сымова) юрланă хыççăн куракансем чылайччен алă çупрĕç.
 
: 923, Хаçат: 24 (1168), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: