Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Покровски шкулĕнче çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнчен «Вĕлле хурчĕ» ятлă ача-пăча лагерĕ ĕçлеме тытăннă.
Çуллахи кану тата сывлăха çирĕплетмелли лагерьте 40 ача канать. Вĕсем пурте нумай ачаллă тата чухăнтарах пурăнакан çемьесенчен.
Пĕрремĕш сменăра канакансем валли ытларах Культура çулĕпе çыхăннă мероприятисем хатĕрленĕ: 1-мĕш эрне – чăваш, 2-мĕш – вырăс, 3-мĕш – тутар халăх культури. Шкулта 94 ача вĕренет, вĕсенчен 57 проценчĕ – чăваш, 28 – вырăс, 14 – тутар ачисем.
Пĕрремĕш эрнере З.П.Руссковапа Г.Н.Денисова воспитательсем Чăнлă районĕнче тĕпленсе пурăнакан чăваш хастарĕсем çинчен каласа панă, тĕлпулусем ирттернĕ, юрăсемпе ташăсем вĕрентнĕ. Тĕслĕхрен, Зинаида Кирхеевапа Мария Абрамова кинемейсем юрăсем шăрантарса чăваш фольклорĕпе паллаштарнă.
Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Акатуй иртнĕ. Ачасем патне хăнана Раççей Федерацин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Игнатьева-Тарават пынă. Вăл хăйĕн сăввисене вуланă, чăвашла юрăсем юрланă. Хăнасен хушшинче Йĕпе Пăкăрлă шкулĕн артисчĕсем те пулнă.
«Вĕлле хурчĕсем» хăнасене анлă концерт кăтартнă. Артистсенчен пуринчен те хастартартараххисем Галя Киргизова, Вика Атякшева, Таня Хаврукова, Игорь Тигров тата Саша Суворов пулнă.
Уява ял çыннисем хутшăннă, ачасемпе пĕрленĕ юрланă, ташланă.
Концерт хыççăн çамрăк спортсменсем ăмăртнă.
Праçнике музыка вĕрентӳçи Евгений Курылёв ертсе пынă.
Лагерь пуçлăхĕнче виççĕмĕш çул вăй хуракан Н.Е.Иванова, шкул директорĕ В.А.Тигров пухăннисене тата уява ирттерме пулăшакансене тав тунă.
Çакна та палăртса хăвармалла, 2011 çулта Наталия Емельяновна Иванова хатĕрленĕ лагерь программи область шайĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Шкула лазерлă принтер парса чысланă.
 
: 927, Хаçат: 24 (1168), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: