Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çапла ят пачĕç Аслă Нагаткин ялĕнче пурăнакан чăвашсем хăйсен юрă уявне.
Çимĕк вăййисене ăсатнă май яш-кĕрĕм авалтанпах карталанса юрланă юрăсемпе уçăлчĕ вăл. Кун пекки авалхи вырăс ялĕнче пулманччĕ-ха. Ял варринчи тĕп лапамра чăвашсен наци тумне тăхăннă, кăкăрĕсене кĕмĕл тенкĕсемпе илемлетнĕ, пуçĕсене хушпу тăхăннă хĕрсемпе тĕрĕллĕ кĕпеллĕ каччăсем авалхи йăла-йĕркепе сăвă каласа савăннине курса тăма питĕ тĕлĕнмелле те кăмăллă пулчĕ. Ку уçă пĕлĕт айĕнчи театр сценине аса илтерчĕ. Ирĕк кăмăллă та хаваслă çынсем çеç çапла савăнма пултараççĕ.
Вăйăра юрласа ташланă хыççăн уява пухăннисем районти Культура çурчĕн сцени çинче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
-Ку уява эпир чăваш юхăмĕн хастарĕсем ыйтнипе йĕркелерĕмĕр, - терĕ ăна ертсе пыраканĕ Мария Шадрикова шурă шупăрлă тумпа микрофон умне тухса. – Уява йĕркелесе ирттерме Чăнлă районĕн администрацийĕпе культура пайĕ пулăшрĕç.
Пухăннисене çаплах район пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Узиков саламларĕ.
Уяв чи пĕчĕккисен юррисемпе уçăлчĕ. Пукане пек хитре тумлă хĕр пĕрчисене залра ларакансем алă çупса кĕтсе илчĕç. Вĕсем Çĕнĕ Улхаш (Раиса Никитина) тата Чăвашкасси (Настя Садюхина) ялĕсенчен килнĕ. Сцена çинче хăйсене лайăх тытма пĕлеççĕ, сассисем уçă. Ӳссе çитсен юрă ăстисем пуласси халех паллă. Паллах, вĕрентекенĕсем ачасен талантне малашне те аталантарса пыма пулăшсан.
Пухтелĕнчи «Çăлкуç» юрă ушкăнĕ пысăках мар. Вĕсем, халăх пултарулăх тымарĕнчен шăтса тухнăскерсем, районти сцена çинче малтанхи хут. Апла пулин те çухалса каймарĕç. Хăйсен концерт программине туллин те ăста пурнăçларĕç. Çамрăк коллектив ӳсĕм çулĕпе малалла çирĕп утăмсем тăвасса шанас килет.
Кивĕ Улхашри юрăпа ташă ансамблĕпе Чăвашкассинчи «Шуçăм» ушкăна пирĕн куракансем лайăх пĕлеççĕ. Кăçал çак икĕ ушкăн та халăх ушкăнĕ ятне çирĕплетрĕ. Вĕсене иккĕшне те ăста баянист Родион Кириллов ертсе пырать. Куннехинче те ятлă-сумлă пултарулăх ушкăнĕсен юрри-ташшине куракансем пысăк хак пачĕç, нумайччен алă çупса саламларĕç.
Çавăн пекех Аслă Нагаткинти Александра Синдюкова йĕркеленĕ "Уйсас" фольклор ушкăнĕ тата Валентина Тарават ертсе пыракан «Шанăç» халăх ушкăнĕ куракансене пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Уйрăм юрлакансенчен Сергей Дубов, Мария Шадриковапа Нина Баутина (дуэт) сцена çине темиçе хутчен те тухса хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Вĕсем виççĕшĕ те Аслă Нагаткинра пурăнаççĕ.
Çапла хаваслă, асра юлмалла ăсатрĕç Çимĕк эрнине Чăнлă районĕнчи юрă-ташă ăстисем.
 
: 988, Хаçат: 24 (1168), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: