Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кукаçипе иксĕмĕр мунча кĕретпĕр. Эпĕ ăшă шывпа хамах шăпăртаттарса çăвăнатăп. Кукаçи вара лапка çине хăпарса ларчĕ. Кăмăллăн эхлетсе ăшши пачĕ. Вĕри хум мана та хупларĕ. Ай, пĕçертет! Кукаçи такмак каласа милĕкпе çапăнать:
Хурăн милĕк çăтти-çат,
Ташша çапма юратать.
Ăшши пылак – пыл пултăр,
Чир-чĕр кайтăр, çук пултăр!
- Ух! Пĕрре çапăнтăм та, - лапка çинчен кăштăртатса анчĕ мучи.
- Кукаçи, эпĕ те хăвăртрах çитĕнесшĕн. Çавăнпа пилĕк хут çапăнатăп, - тетĕп.
- Хăçан шкула каятăн-ха, мăнукăм? – алтăрпа пуç тăрăх сивĕ шыв ячĕ вăл.
- Ăшши пар, вара калатăп, - паттăрлантăм алла мăшăр милĕк тытнă май.
Кукаçи кăмакана шыв сапрĕ. Чаш! Чашкăрчĕ мунча чулĕ. Паш! Пашлатрĕ вĕри пăс.
Пĕр самант куçа хупрăм. Аран пашкатăп. Çурăм урлă виçĕ хут çапанçи тукаларăм:
Ай, пĕрре! Ап-ап-ап…
Ай, иккĕ! Ап-ап-ап…
Ай, виççĕ! Чăтăм çук…
Урăх такмак каласси пулмарĕ – çенĕке тухса вирхĕнтĕм. Кукаçи ман хыççăн кăштăртатса тухрĕ.
- Маттур, Петюк! Хăв хăçан шкула каяссине пĕлтертĕн, - кĕчĕç хăлхана унăн сăмахĕсем.
Эпĕ хулпуççине сиктертĕм. Апла каламанччĕ-çке.
- Пилĕк хут çапăнатăп тесе мухтантăн, виççĕ таран шутланипех çырлахрăн. Асăмра миçе юлать? – манран хăпмарĕ кукаçи.
Алăри икĕ пӳрнене çĕклесе кăтартрăм. Ак япала! Тавçăртăм хамах:
- Икĕ çултан шкула каятăп-çке!
- Тĕрĕс, Петюк! Анчах асра тыт: шкул ачин таса, сывă ӳсмелле. Вăй-хал хушăнтăр тесен хусканусем тумалла.
- Футболла вылямалла, - хушса хутăм эпĕ.
Çапла калаçкаласа кукаçипе иксĕмĕр çăвăнма кĕтĕмĕр. Милĕкпе те çапăнтăмăр. Ăшши кӳ! çĕкленчĕ, такмак та кĕвĕленчĕ:
Милĕк тытса ак çапла
Çăтти-çатти çапмалла!
Таса та сывă пул-
Алăк уçтăр шкул!
Вĕрие ним те мар чăтма пулать иккен. Чир-чĕр ан çыпçăнтăр çеç. Тата таса ĕмĕт пурнăçа кĕтĕр.
 
: 942, Хаçат: 36 (1128), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: