Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕртмен 7-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Мускав районĕнче пĕрремĕш хут скандинавилле утассипе спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ.
Çулталăк вĕçлениччен районсенче çĕр ытла спорт ăмăртăвĕ, физкультурăпа сиплев мероприятийĕ иртмелле. Вĕсен хушшинче чи пĕлтерĕшли – спорт ветеранĕсемпе çулланнă çынсен хушшинчи «Бодрость и здоровье» спартакиада, шашка-шахмат, мини-футбол, волейбол, сĕтел çинчи теннис, йĕлтĕрпе, велосипедпа чупни, çăмăл атлетика кросĕ. Кăçал тата вĕсен çумне скандинави мелĕпе (икĕ алла икĕ патак тытса) утассине кĕртнĕ. Унăн вăрăмăшĕ – 500 тата 100 метр.
Çак спорт кирек хăш çул ӳсĕмлĕ çынна та ытлашши виçерен хăтăлма, мышцăсене çирĕплетме пулăшать. Ун валли ятарлă тренажёр залĕ те, тренер та кирлĕ мар. Скандинавилле утас спортпа çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те аппаланма юрать. Вăл сакăрвунă çул каялла финн йĕлтĕрçисенчен тытăнса кайнă.
 
: 767, Хаçат: 24 (1168), Категори: Чaваш тeнчи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: