Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хăюллă, вăйлă, ăста, ăслă, хисеплĕ – çак сăмахсем йăлтах пирĕн ентеше Алексей Петрович Вражкин подполковника сăнласа параççĕ. Чăнлă районĕнчи Клин текен пĕчĕк ялта 1970 çулта çуралнă, хĕрĕхрех тивĕçлĕ канăва кайнă. Хăй ирĕкĕпе мар, хĕрӳ точкăсенче сывлăхне çухатнипе.
 
Алексейăн ĕçпе служба биографийĕ питĕ пуян, унпа пĕрлех тумхахлă та. Чăваш ачисем ачаранах çирĕп ӳсеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ĕçпе пиçĕхтернисĕр пуçне арçын ачасем спортпа туслашаççĕ. Алёша та кӳршĕ Орловка ялĕнче виçĕ класс пĕтерсен вĕренĕвне Аслă Нагаткинри вăтам шкулта малалла тăсать. Кунта ирĕклĕ кĕрешессипе спорт вăйлă аталаннă. Аслă класа вĕренме куçсанах Алёшăна секцие йышăнаççĕ. Борис Чернов тренер тăрăшнипе вăл кĕске вăхăтрах кĕрешӳ мелĕсене алла илет, ăмăртусенче вăйне виçет. Çӳллĕ мар, патвар пӳллĕ каччă бокспа 1-мĕш разряда, ирĕклĕ кĕрешессипе спорт маçтăрĕн кандидачĕ ятне тивĕçет. Шкул пĕтерсен Ульяновскри строительство маçтăрĕсен шкулĕнче вĕренет. Облаçри «Трудовые резервы» отрядра ăна теплотехник специальноçне шанса параççĕ.
Салтак тивĕçне Алексей Грузири Лагодехскри тĕп разведка управленийĕн ятарлă бригадинче пурнăçлать. 1981 çулхи ака уйăхне вăл «хура апрель» тет. Вĕсен бригади Арменипе Азербайджан хушшинчи шăв-шава лăплантарнă çĕре хутшăнать. Рота старшинин яваплăхĕ пысăк пулнă. Çивĕч лару-тăрура унăн хăвăрт, тĕрĕс йышăну тумалла. Çак ĕçе ентешĕмĕр çар саккунĕ ыйтнă пек тивĕçлĕ шайра пурнăçлать.
Хĕсметрен таврăнсанах Чăнлă районĕнчи вĕрентӳ уйрăмĕнче ирĕклĕ кĕрешессипе тренер-вĕрентӳçĕ ĕçне пикенет. Унпа пĕрлех УлППУри физкультура факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Тепĕр çултан Аслă Нагаткинри ачасемпе çамрăксен спорт шкулне ĕçлеме куçать. Хăй шăпине тупса çемье çавăрать. Çулталăк çурăран мăшăр хулана куçса килсен Алексей ШĔМ тытăмне вырнаçать. Тепĕр çултан милици старшини СОБР уйрăмне куçать. Кунта вăйлă, çивĕч яшсене çеç илеççĕ. Алексей, спортпа пиçĕхнĕскер, дзюдо, тытăçса çапăçассипе тата тĕл перессипе облаçри тата Раççейри ăмăртусене хутшăнса çĕнтерӳçĕ ятне илет.
1995 çулта пĕрремĕш Чечня вăрçи тытăнсан пирĕн ентешĕмĕр сыхă тăракан ушкăн боецĕ пулса тăрать. Пĕррехинче малти танк çинче ларса пынă чух вĕсем мина çине пырса кĕреççĕ. Алёшăна вăйлă взрыв хумĕ аякка ывăтса ярать. Ентеш йывăр суранланать. Пĕрремĕш пулăшу парса ăна госпитале ăсатаççĕ. Задание пурнăçланă хыççăн тепĕр вунă кунтан отряда çак вырăнтан куçараççĕ.
-Пĕрремĕш Чечня кампанинче питĕ йывăрччĕ, - аса илет Алексей. - Пурăнма условисем начарччĕ. Гуманитари пулăшăвĕ те килместчĕ. Йăлтах хамăр тăваттăмăр: çиме пĕçереттĕмĕр, кĕпе-йĕме çăваттăмăр. Ик-виç çултан лару-тăру аванланчĕ. Тӳлеме те тытăнчĕç. Иккĕмĕш хут Чечняран таврăннă хыççăн хваттер туянтăмăр.
Çакăн хыççăн вăл тата вунă хутчен çакăн пек «хĕрӳ» командировкăсенче, терроризма хирĕç пыракан операцисенче (Чечня, Дагестан, Ингушети таврашĕсенче) пулать. Паттăрлăхне кура ăна «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден (2-мĕш степень), икĕ хутчен «Хастарлăхшăн», «Обществăри йĕркелĕхе сыхлас ĕçре палăрнăшăн», «Службăра палăрнăшăн», «Çар ĕçĕн ветеранĕ», «Çар туслăхĕшĕн» тата «ШĔМ ветеранĕ» медальсене, «Спецподразделенин чи лайăх сотрудникĕ», «Ульяновск облаçĕнчи ШĔМ службинче палăрнăшăн» кăкăр паллисене парса чысланă.
Пирĕн ентеш УлППУри географипе естествознани факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕренет. Пушă вăхăтне усăллă ирттерме тăрăшать: хăйĕн йăх-тымарне тĕпчет. Пилĕк сыпăк таранах «чаваланса» çитнĕ.
-Пирĕн йăх-тымар Кивĕ Улхашран тухнă. Мăн асаттесем Байбулатов хушаматпа çӳренĕ. «Пуян» тата «вăйлă» тенине пĕлтернĕ çакă,- каласа парать Алексей Петрович.
Унăн тепĕр кăсăклă туртăм – чăваш халăх историне тĕпчесси. Ку темăпа унпа калаçма питĕ интереслĕ. Вăл нумай вулани, тарăн тишкерни палăрать. Чĕлхене туллин вĕренме май пулманнишĕн вара кулянса çапла калать:
-Чăваш чĕлхин никĕсне пирте пĕрремĕш класра чухне кăна хывса хăварнă. Малалла чĕлхене хам тĕллĕн вĕреннĕ. Чĕлхемĕр тенĕрен, тăван çĕршывăмăртан аякра чухне ентешĕмĕрсемпе чăвашла калаçаттăмăр. Тăванлăх туртăмĕ çав тери вăйлă пулнине ют çĕрте çивĕчрех туятăн.
Мĕн пулса иртнине халĕ Алексей Петрович иртнĕ вăхăтра каласа парать. Çухату, вилĕм, куççуль, телее, халĕ йăлтах хыçра уншăн. Паянхи тĕллев – халăхăмăрăн мирлĕ пурнăçне сыхласси. Çемье пуçĕн, чăн-чăн арçыннăн тепĕр тивĕçĕ – икĕ хĕрне вĕрентсе кăларса çунат хушма пулăшасси.
 
: 943, Хаçат: 24 (1168), Категори: Паттăрлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: