Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тутарстанри Пăва районĕнчи Ракасси каччи Виктор Орлов ача чухне шкулти мероприятисенче, çитĕне пуçласан клубра купăс каласа, илемлĕ юрласа куракансене савăнтарнă. Лара-тăра пĕлмест теççĕ кун пеккисем пирки ваттисем.
Халĕ Виктор Алексеевич Орлов çемйипе Майна районĕнчи Опытлă станцире пурăнать. Чӳрекелĕнчи Чăваш чĕлхи уявĕнче вăл тахçан хăйĕн юлташĕ çырса кĕвĕленĕ илемлĕ чăваш юррипе савăнтарчĕ. Уява Опытлă станцирен йышлăн килнĕ вĕсем – Виктор Орловăн мăшăрĕ Ирина Васильевна та пĕрле.
Эсир мĕншĕн пĕрле юрламастăр тесе ыйтсан хĕрарăм сăпайлăн: «Эп сцена çине тухмах юратмастăп, анчах хамăр пата килнĕ хăнасене нихăçан та юрă-ташăпа савăнтармасăр кăларса яман, - терĕ.
Орловсем Ульяновск тăрăхне 1992 çулта куçса килнĕ, унччен Раккасинче пурăннă. Ирина та Тăхăрьял хĕрĕ – Кĕçĕн Пӳркелĕнчен. Шкул хыççăн фармучилище пĕтернĕ хĕр виçĕ çул профессипе ĕçленĕ. Çемье çавăрнă хыççăн Раккассинче фармацевт ĕçĕ пулмасть, çамрăк хĕрарăм килĕнче ачисене воспитани парать.
Виктор Алексеевич Ульяновскри автомеханика техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тăван ялĕнче водительте ĕçлет.
-Çирĕм çул каялла тăван ялта ĕç çукчĕ. Ульяновск облаçĕнче ĕçпе те тивĕçтеретчĕç, пурăнма хваттер та паратчĕç. Çын ăçта лайăхрах, çавăнта талпăнать вĕт. Виçĕ ача пăхса çитĕнтертĕмĕр,- каласа парать Виктор Орлов.
Орловсем валли Опытлă станцире ĕç тупăнать: Ирина Васильевна ача садне воспитателе вырнаçать, Виктор Алексеевич хуçалăхра водительте вăй хурать. 17 çул мĕнпур вăйне, пултарулăхне парать чăваш хĕрарăмĕ. Анчах çамрăксем юлманнипе пушанакан ялта ачасем те сахалланаççĕ, садика хупма тивет. Ирина Васильевна Майнăна ĕçе вырнаçать, пĕр хуçа патĕнче вăй хурать. Самана улшăннипе хуçалăх салансан Виктор Алексеевич та ĕçсĕр юлать. Анчах Майнăри ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорĕ Светлана Бонина опытлă механизатора шкулта картинг секцине ертсе пыма чĕнет. Çапла 5 çул каялла Орловсем куллен иккĕшĕ те 12 çухрăмри Майнăна ĕçе çӳреме пуçлаççĕ.
-Секцире пирĕн 8 картинг. Пĕчĕк машинапа ярăнма 21 ача çӳрет. Хамăрăн икĕ ывăлăмпа хĕрĕм те секцие çӳресех çитĕнчĕç. Ăмăртусенче те пĕрре кăна мар пулнă. Машинасем кивелсе пыни, занятисем ирттерме хамăрăн лайăх çул тата база пулманни ума йывăрлăхсем кăларса тăратаççĕ. Пысăк ăмăртусене хутшăнаймастпăр. Анчах та машинасене юсанă чухне, йĕркене кĕртсен руль умне ларсан ачасен куçĕсем еплерех çуннине курсан чăрмавсем пирки те манатăн, - паллаштарать вăл ĕçĕпе.
Ачисем çитĕнсе килĕнчен тухса кайнă ĕнтĕ Орловсен. Аслă ывăлĕ Миша ашшĕ пекех автомеханика техникумне пĕтернĕ хыççăн салтака кайса килнĕ, Мускава ĕçлеме çӳрет. Кĕçĕннисем – Машăпа Саша йĕкĕрешсем – Ульяновскра аслă пĕлӳ илеççĕ. Ирина Васильевнапа Виктор Алексеевич ялта иккĕшех пурăнаççĕ, выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Хĕллехи вăрăм каçсенче Виктор Алексеевич аллине купăс тытать, чунĕ каниччен чăваш кĕвви-çеммине калать, юрă тăсса ярсан вара мăшăрĕ те чăтса лараймасть, пĕрле юрлать.
 
: 990, Хаçат: 24 (1168), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: