Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ĕпхӳре Пушкăртстан чăвашĕсен культура пĕрлĕхĕн отчётпа суйлав пухăвĕ иртнĕ.
Паян пĕрлĕх 1552 чăваш хастарне пĕрлештерсе тăрать. Суйлавпа отчёт тапхăрĕнчи ĕçсем çинчен пĕрлĕх ертӳçи Ю.П.Михайлов каласа панă. Тĕслĕхрен, республикăн тĕрлĕ тăрăхĕнче палăрма ĕлкĕрнĕ 78 юрăпа ташă, фольклор ушкăнĕ тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса тăван халăх культурипе паллаштарать. Юлашки вăхăтра «Шкул чăваш пики» конкурс вăй илсе пырать. Республика тулашĕнче иртекен фестивальсене хутшăнасси яланхи йĕркене кĕрсе пырать. Пуçлăх çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăнă. Чăвашла калаçакансен шучĕ çулсерен чакса пырать. Чăваш чĕлхипе экзамен памалли йĕркене шкул программине кĕртес тĕллевпе вĕрентӳ министерствинче ыйту тăратмалли çинчен палăртса хăварнă. Паллах, савăнтаракан пулăмсем те пулса иртнĕ. Тĕслĕхрен, Çтерлĕри Пушкăрт патшалăх культура техникумĕнче куçăн мар вĕренмелли чăваш уйрăмĕ уçăлнă. Ытти халăхсем пĕр ушкăнлăх вĕренекенсене аран-аран пухнă пулсан чăвашсен икĕ ушкăн пуçтарăннă. Пуçлăх пĕрлĕх Уставне çĕнетӳсем кĕртме ыйтнă.
И.Я.Потапова ревизи комиссин отчёчĕпе паллаштарнă.
Делегатсем «Урал сасси» хаçачĕн тиражне ӳстерессипе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Пĕрлĕх членĕсем çак ĕçе хастар хутшăнмаллине палăртса хăварнă.
Пухура делегатсем пĕр саслăн пулса Пушкăртстанри Чăваш культура пĕрлĕхне малалла та Юрий Павлович Михайлова ертсе пыма шаннă. Пĕрлĕх активне 62 çынна суйланă.
 
: 763, Хаçат: 24 (1168), Категори: Чaваш тeнчи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: