Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Анастасия Мандрейкина кăçал «Авиастар-СП» общество ирттернĕ чи илĕртӳллĕ, чи пултаруллă, чи хитре пикесен конкурсĕнче çĕнтернĕ, «Авиастар» мисĕ» титула тата хаклă йышши парнесене, çав шутра шашкă (норка) тирĕнчен çĕлетнĕ кĕрĕке тивĕçнĕ.
Амăшне пăхса хĕрне качча ил тенĕ чăвашсем ĕлĕк-авалтан. Ырă çемье ырă хунав парать. Шурсухаллă мучисемпе кинемисенчен амăшĕпе хĕрĕ пĕр пучах тенине те илтме тӳр килнĕ.
Мандрейкинсен çемйинче аслисем ачисене, кĕçĕннисем аслисене сума сăваççĕ. Пĕр-пĕрин ăнăçăвне курма пĕлеççĕ. Килте килĕшӳ хуçаланать. Юратура çитĕннĕ ывăлĕпе хĕрĕ паян хăйсем çунаттисене сарнă. Иккĕшĕ те вăтам шкула медальпе пĕтернĕ. Дима ывăлĕн çемйинче Роман ятлă мăнук ӳсет. Хĕрĕ Настя качча кайман-ха. Вăл Ульяновскри авиапромышленность комплексĕнче – «Авиастарта» художник-конструкто р пулса вăй хурать. Фотоӳкерчĕксем тума юратать, дизайнпа профессилле шайра ĕçлет (вăл Ульяновскри патшалăх университетĕнчи культурăпа искусство факультетĕнчен вĕренсе тухнă), çул çӳреме юратать, аниматор ĕçне кăмăллать, спортсăр пурăнаймасть. «Хаваспах ачасен çуралнă кунĕсене ирттеретĕп, вĕсемпе кулма-савăнма, хама лара-тăра пĕлмен йăрă ача пек тытма килĕшет»,-тет Настя.
Пурнăçĕнчи тĕп тĕллевĕ: тĕнче курасси. Ăна веçех интереслентерет: мĕнпе сывлаççĕ çĕр чăмăрĕ çинчи халăхсем, мĕн ĕçлесе пурăнаççĕ? Нумаях пулмасть Волгоград, Хусан, Çыр Чалли (Набережные Челны) хулисенче пулса унта пурăнакансен культурипе йăли-йĕркипе, музейĕсемпе паллашнă.
-Мана илемлĕ пур япала та тыткăнлать,-тет пике. - Ачаранах ӳкерме юрататăп, сăрăпа çырма, фотоӳкерчĕксенчен тата чеченрех япаласем тума килĕшет. Килтен ирхине 7 сехетре тухса каятăп та 11-12 сехетре таврăнатăп. Ман кун йĕркинче темĕн те пур. Анчах та ĕçе каясси, спорт, ӳнер тĕнчи малти вырăнта тăраççĕ. Манпа пĕр шухăшлă хĕр-тантăш пурри çунат хуштарать. Эпир пурте сывă пурнăç йĕркине пăхăнатпăр. Телее, Интернет ĕмĕрĕ пире суккăрлатман. Эпир пурнăç çине пач урăх куçпа пăхатпăр. Кăçалхи çулла Тереньга районĕнчи «Березка» лагерьте (вăл «Авиастарăн) организатор тивĕçĕсене пурнăçлама ыйтрĕç. Эпĕ хаваспах килĕшрĕм.
Авиапромышленность комплексĕнче ĕçлекен сарпикесен конкурсĕ пирки ыйтсан Настя хăйĕн илĕртӳллĕ куллипе çуталчĕ. «Эпĕ унта хамăн вăя шанса хутшăннă пулин те (тăхăр пикерен кашниех питĕ чечен те пултаруллăччĕ) çĕнтерӳ маншăн кĕтмен савăнăç пулчĕ. Çакăншăн аттепе аннене – Анатолий Петровичпа Вера Николаевнана – тав тăватăп. Вĕсем ман питĕ ырă çынсем», – терĕ вăл аслисене юратнине пĕлтерсе.
 
: 868, Хаçат: 24 (1168), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: