Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Роспотребнадзор» сăмах «ревизор» евĕрлех янăрать. Çакна илтсен учрежденисен, организацисемпе предприятисен ертӳçисем хыпăнсах ӳкеççĕ. Витĕр асăрхаса тăракан орган кама шиклентермĕ? Пăхсан кунти специалистсем ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Хăйсен тивĕçĕсене пурнăçласа яваплисенчен патшалăх стандарчĕсене пăхăнса ĕçлеме çеç çирĕп ыйтаççĕ.
 
Районти "Роспотребнадзор" ĕçĕ-хĕлĕпе унти специалист Галина Геннадьевна Киселёва паллаштарчĕ. Вăл çак тытăмра 31 çул вăй хурать. Вăта Тимĕрçенти вăтам шкул хыççăн Ульяновскри медучилищĕре санитар-фельдшер специальноçне алла илнĕ. 1981 çултанпах пĕр вырăнта. Кантурĕ Ульяновск районĕнчи уйрăма кĕрет. Чăнлă районĕсĕр пуçне кунта Тереньга, Ишевке посёлокĕсем, Çинкĕл, Çĕнĕ Ульяновск хулисем кĕреççĕ. Тĕп управлени – Ульяновск хулинче, вĕсен пуçлăхĕ – Ишевкере.
-Эпир районти 549 объекта асăрхаса тăратпăр. Вĕсен шутне сут-илӳ точкисем, шкулсемпе ача сачĕсем, пульницасемпе поликлиникăсем, канмалли учрежденисем кĕреççĕ. 2005 çулччен çак ĕçе 20 çын туса пынă пулсан халĕ мĕнпур ĕç икĕ çын çине тиенчĕ. Манăн пуçлăх Т.Т. Низамова ытларах тĕрĕслев ĕçĕпе çӳрет, эпĕ документсемпе ĕçлетĕп. Кунне мĕн чухлĕ отчёт, хушу, документ хатĕрлеме тивмест пулĕ. Унччен пĕр объекта виçĕ уйăхра пĕрре тĕрĕсленĕ пулсан халĕ прокуратура çирĕплетнĕ çулталăк планĕпе килĕшсе виçĕ çулта пĕрре тĕплĕн тишкеретпĕр. Паллах, плансăр тĕрĕслени те пулкалать. Пырас умĕн виçĕ талăк малтан пĕлтерсе хуратпăр. Пирĕнпе час-часах прокурор та çӳрет. Тĕрлĕрен пуçлăхсем тĕл пулаççĕ. Хăшĕ санитари нормисене пăхăнса ĕçне йĕркеллĕ тытса пырать, хăшĕ ун çине сӳрĕкрех пăхать. Ун пеккисене явап тыттармах тивет. Тĕслĕхрен, пĕр суту-илӳ точкинче çитменлĕхсем тупса палăртатпăр. Вĕсене тӳрлетме срок паратпăр. Эпир палăртнă тĕле нимĕнле мера та йышăнмаççĕ пулсан суда представлени çыратпăр.
Санитари нормисене пăхăнман тĕслĕхсемпе час-часах суту-илӳ вырăнĕсенче тĕл пулатпăр. Пĕлсе тăрсах срокран тухнă апат-çимĕç кăларса хуракансем пур. Эпир вĕсене йăлтах туртса илсе пăрахăçлатпăр. Нумаях пулмасть пĕр лавккара 40 килограмм çурма хатĕр катлет, пельмень (полуфабрикат), кăлпасси таврашне, минераллă шыв туртса илме тиврĕ. Сăлтавĕ – таварсен докуменчĕсем çукки. Хăçан, ăçта туса каларнă ку тавара? Паллă мар. Туртса илмесен çынсем туянса наркăмăшланас хăрушлăх пур. Çакна хуçи пĕлмест мар. Штрафсем пысăк: уйрăм çынран – 10 пин, учрежденисемпе организацисенчен – 30 пин ытла. Кăштах тимлĕрех пулсан лавккка çакăн пек тăкак курман пулĕччĕ.
Шкулсемпе ача сачĕсенче те çитменлĕхсем сахал мар. Хăш чух ачасене çитерекен апат-çимĕç эпир çирĕплетнĕ менюпа килĕшсе тăмасть.
Халăхпа нумай ĕçлеме тивет. Ахаль çынсем е услам ĕçĕпе аппаланакансем телефонпа шăнкăравласа е кунта килсе тĕрлĕ канаш ыйтаççĕ. Ыйтăвĕ тĕрли пулать. Акă тĕслĕх. Пĕрисем пластикран чӳречесем саккас панă. Чӳречисене илсе килнĕренпе 2-3 уйăх иртнĕ, анчах маçтăрĕсем вырнаçтарса лартма шутламаççĕ те. Эпир хутшăнсан тин ĕç вырăнтан хускалчĕ.
Ĕçмелли шыв пахалăхне тĕрĕслесе тăрасси те пирĕн тивĕç. Ун пек тĕслĕхсем пулсан тӳрех специалистсемпе çыхăнатпăр.
Ĕçре чи малтан халăхăн сывлăхне тĕпе хуратпăр. Çакна ыттисенчен те ыйтатпăр. Никама та хăратмастпăр. Ытларахăшĕ пирĕн ĕçе ăнланса пире кăмăллă йышăнать. Апла пулин те эпир ниçта та кĕтнĕ хăнасем мар,- йăл кулать Галина Геннадьевна.
-Ĕçрен ывăнса таврăннă хыççăн, ахăртнех, юратнă ĕçĕрпе йăпанатăр пулĕ? – кăсăклантăм ентешĕмĕрĕн пушă вăхăчĕпе.
-Эпĕ çыхма юрататăп. Юлашки вăхăтра художествăлла литература илĕртет. Çу кунĕсенче ĕç хыççăн тата канмалли кунсенче дачăна васкатăп. Чечек ӳстерсе йăпанатăп, ытти вак-тĕвек лартса ӳстеретĕп. Килте те манăн хĕрĕх тĕслĕ чечек ешерет.
Галина Геннадьевнашăн чи хакли – икĕ хĕрĕ. Екатерина Ульяновскра юристра ĕçлет, Дарья – Мускаври патшалăх университĕчĕн студенчĕ.
Галина Геннадьевна хăйĕн пурнăçĕнче яланах юратнă амăшĕ вĕрентнине тĕпе хурать. Раиса Васильевна Емельянова, нумай çул пуçламăш класс ачисене вĕрентнĕскер, этемри чи паха енĕсем: ĕçченлĕх тата таса чун тесе çирĕплетет.
 
Аслă Нагаткин.
 
: 945, Хаçат: 24 (1168), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: