Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Улах» водитель пулма ĕмĕтленекенсем валли ятарлă инстукци-справочник хатĕрлерĕ.
Права хакĕ:
- Вĕренĕвĕн (курс) теори пайĕ – 15 000 тенкĕ;
- Практика пайĕ – 2 000 тенкĕ (20 сехет);
- Виçĕ сăн ӳкерчĕк – 150 тенкĕ;
- Поликлиникăран илнĕ медицина справки – 240 тенкĕ (юнкун, кĕçнерникун, эрнекун 15 сехетрен тытăнса 17 сехетчен);
- Н.М.Карамзин ячĕллĕ пульницаран илнĕ справка – 260 тенкĕ (тунтикун-эрнекун 8 сехетрен тытăнса 14 сехетчен, тел.: 35-21-84; тунтикун-эрнекун 8 сехетрен тытăнса 16 сехетчен, тел.: 45-32-85).
- ГИБДДна патшалăх пошлини тӳлесси тата водитель удостоверенийĕн бланкĕ – 800 тенкĕ, ГИБДДра заявлени çыртарасси – 200 тенкĕ.
Пурĕ: 18 000 тенкĕ ытларах.
Автошкула суйласа иличчен:
- Хакне пĕлнĕ чухне çак шута бензин тăкакĕсем кĕнипе кĕменнине ыйтса пĕлĕр;
- Хăвăра вĕренме çӳреме хăтлă шкул суйласа илĕр;
- Вĕренӳ расписанийĕ сире тивĕçтернине тĕпе хурăр;
- Практика занятийĕсем мĕнле машинăпа иртнине ыйтăр;
- Практика занятийĕсем миçе сехет пулнине шута илĕр.
Вĕренсе права илмелли документсем:
- Паспорт;
- Виçĕ сăн ӳкерчĕк (хура-шурă е тĕсли) – зачёт кĕнеки, экзамен листи тата медицина справки çине;
- Медицина справки.
2-2,5 уйăх вĕренмелле. Ульяновск хулинче пурĕ 13 автошкул (Авто Класс, Автомобилист, Драйв, Вираж, Автошкола при УлГУ, УльяновскАвтоТранс, Ритм, Магистраль, ВОА, Драйвер, Росто ДОСААФ, Пилот, Лоцман). Вĕсем ăçта вырнаçнине телефонпа шăнкăравласа пĕлмелле (09).
 
: 640, Хаçат: 24 (1168), Категори: Утаман

Комментарисем:

Marilyn (2014-05-10 01:37:16):
Didn't know the forum rules allowed such brllniait postsĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: