Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çутă пӳлĕмре илемлĕ те хăтлă. Çакăн пек пултăр тесен çĕнĕ люстра çакмалла. Анчах ку ĕçре хăйне кура вăрттăнлăхсем пур.
Пĕрремĕш тапхăр
Маччара виçĕ пралук вĕçĕ курăнса тăрать: вĕсенчен пĕри – нуль, иккĕшĕ – фаза. «Фаза» пралукĕсем - выключатель патне, «нуль» - тӳрех коробка патне пыраççĕ. Пăлтăрта вырнаçнă автовыключателе ĕçлеме чаратпăр. Индикаторпа ток пуррипе çуккине тĕрĕслетпĕр. Маччара курăнса тăракан пралуксен изоляцине хăпартса илсе виççĕшне виçĕ еннелле пăрса хуратпăр. Ток яратпăр.
«Фазăпа» «нуле» уйăрса илесси
Индикаторпа кашни пралук вĕçне перĕнетпĕр. Çак вăхăтра выключатель ĕçлемелле. Пралук вĕçне тĕкĕнсен индикатор çутăлса кайсан – «фаза», çутăлмасан – «нуль» пулать. «Нуль» тенине асра тытăр е изоляципе паллă тăвăр.
Люстрăран та виçĕ пралук тухать. Пирĕн вĕсенче хăшĕ «нуль» пулнине пĕлмелле. Розеткăна люстрăн икĕ пралукне пĕрин хыççăн теприне чикетпĕр, виççĕмĕшне тĕкĕнместпĕр. Лампочкăсенчен çурри çутăлмалла. Пралуксене асра тытса юлатпăр. Халĕ пĕр пралукне розеткăра хăварса теприне çунман лампочкăсем енчипе улăштармалла. Лампочкăсен тепĕр çурри çутăлса каймалла. Çутăлмасан пралуксен вырăнне улăштармалла. Ытти икĕ пралука пĕр-пĕрин вырăнĕсемпе улăштарнă вăхăтра виççĕмĕшĕ яланах розеткăра пулмалла. Розеткăран кăларманни «нуль» пралукĕ пулать.
Пралуксене çыхăнтаратпăр
Люстрăри «нуль» пралука маччари «нуль» пралукпа çыхăнтаратпăр. Икĕ «фаза» пралука – маччари икĕ пралукпа. Выключатель малтан вăйлăрах çутăллине, кайран вăйсăртараххине çутрĕ, сире ку тивĕçтермест пулсан – фазăллисен вĕçĕсене çеç люстра е выключатель çинче улăштарса хурăр.
 
: 708, Хаçат: 24 (1168), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: