Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Анатолий Сафронович 1937 çулхи нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Тутарстан Республикине кĕрекен Çĕпрел районĕнчи Чăнлă Шăхалĕнче çуралнă. Хурăнварти шкулта вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Пăвара механик специальноçне алла илнĕ. Шăхаль каччи часах Çурçĕр Казахстанри çеремлĕ çĕрсене парăнтарма тухса каять. Ĕç биографине тĕш-тырă туса илекен «Докучаевский» совхозра тытăнать. Çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн Курганти ял хуçалăх институтĕнче аслă пĕлӳ илет. Нумай çул ял хуçалăхĕнче зоотехникра вăй хурать.
Анатолий Чебановăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Вăл — драматург, поэт, прозаик тата публицист. Раççей Писательсен союзĕн членĕ. Литературăпа вăл ачаранпах туслашнă. Çĕр ытла пĕр актлă тата нумай актлă пьеса, сăвăсем, калавсем, повеçсем çырнă. Чи ăнăçлă пьесăсенчен пĕри – «Праски инке хĕр парать» камит. К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕн сцени çинче çак спектакле çирĕм çула яхăн лартнă. Раççейăн нумай ял-хулинче кăтартнă. Пьесăна мари чĕлхине те куçарнă. М.Шкетан ячĕллĕ республика драма театрĕнче вăл вунă çул ытла пынă. Анатолий Чебановăн пьеси тăрăх лартнă спектакльсем Чăваш Республикин кулăш театрĕнче те кун курнă, Чăваш телевиденийĕ те кăтартнă.
Пьесăсен авторĕ водевиль жанрĕпе ĕçленĕ. Хăйĕн кулăшĕсенче лирикăпа усă курнă, диалогсемпе монологсене юрă-ташăпа илемлетнĕ. Çавăнпа пьеса тата кулăшларах пулса тăнă. Çапла майпа драматург хăйĕн геройĕсен кăмăл-туйăмне уçса панă. Камитсенче автор кулленхи пурнăçра пулса иртекен тӳнтер енлĕ пулăмсене çырса кăтартнă. Вĕсем саваламан хăма пек, çара ӳте самантрах шăрпă тăрăнтараççĕ.
Анатолий Чебановăн сăввисем тăрăх тĕрлĕ композиторсем 200 ытла юрă кĕвĕленĕ.
Литература ĕçĕнче сулмаклă ĕçсем тунăшăн Анатолий Чебанова 1997 çулта «Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.
2011 çулхи çĕртмен 20-мĕшĕнче Анатолий Сафронович Чебанов çĕре кĕнĕренпе çулталăк çитет.
 
 
ТУЙ ХĂНИ
(К а м и т)
 
Вылякансем:
ПЕТĔР – кил хуçи.
РАЙККА – унăн арăмĕ.
ХĔВЕТĔР – туй хăни, Петĕрпе Райкка кĕрӳшĕ.
 
Хĕл кунĕ. Çĕрле. Ялти темиçе пӳлĕмлĕ хăтлă çурт. Диван çинче утиялне пуçĕ çинченех витĕнсе такам çывăрать. Алăкран илемлĕ юрă шăрантарса капăр тумланнă Райкка килсе кĕрет. Вăл пăртак хĕрĕнкĕ.
Райкка (саркаланса-авкаланс а юрлать).
Мĕн çитет пурнăçа савнине,
Тус-йышра килĕшӳ пуррине?
Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет,
Ай, мĕн-ма-ши вăл хăвăрт иртет?
Мĕн çитет çын ĕçчен пулнине,
Ыр туни халăхра юлнине?
Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет,
Ай, мĕн-ма-ши вăл хăвăрт иртет?
 
Ну, туя вăйлă турăмăр вара! Такмаксене çатма çинче ăшаланă хĕвелчамăша шĕкĕлченĕ пек шĕкĕлчерĕм кăна! Çăвар ывăнчĕ çĕрĕпе такмак кала-кала. Хи-хи-хи-хи! Ташла-ташла ура тупанĕсем ыратакан пулчĕç, тупата. Хи-хи-хи-хи! Ташламасан, юрламасан туя каймалла та мар, тепĕр каласан. Ташă-юрăсăр туйăн илемĕ те çук. Туйра тукмак та ташлать теççĕ. Хи-хи-хи-хи! Манăн упăшка вара ни ташлама пĕлмест, ни юрлама пĕлмест, ни çынпа калаçма пĕлмест. Эрех кӳпме анчах пĕлет. Аран сĕтĕрсе таврăнтăм çав эрех çӳпçине туйран. Петĕр! Кĕчĕ-и вăл пӳрте е çук-и? Тулта курăнмарĕ. Петĕр, ăçта çав эс? (Диван çинче такам выртнине курса.) Ай, артист! Хăш вăхăтра диван çине йăванса кайма ĕлкĕрнĕ вара ман упăшка. Кур-ха эсĕ ăна, кур! Утиялĕпе пуç çинченех витĕннĕ хăй тата. (Пырса пăхать.) Хи-хи-хи-хи! Хăрăлтаттарсах çывăрать. Кĕпи тӳмисене вĕçертем-ха, пăвăнса вилĕ тата. (Сылтăм аллине утиял ăшне чиксе ярать.) Халь çывăртăрах! Юрать-ха, киле çитсе ӳкрĕ, атту пулсан ман Петĕршĕн ăçта чуччу, çавăнтах паппа! Хи-хи-хи-хи! Вăхăт мĕн чухлĕ-ши халь? (Аллинчи сехечĕ çине тинкерсе пăхать.) Ай-у-уй! Çурçĕр те иртсе кайнă вĕт, апăрша!Ыран «çĕнĕ çын салми» çиме кайма çывăрса юлас марччĕ, тупата. (Юрла-юрла салтăнать.)
Мĕн çитет выляни-кулнине,
Юратушăн çунса тăнине?
Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет,
Ай, мĕн-ма-ши вăл хăвăрт иртет?
(Диван çинче çывăракан çын темиçе хутчен ӳсĕркелесе илет.) Ярханах ан çӳре тесе миçе каланă çак Петĕре, хăлхине те чикмест ман сăмаха, тăрлавсăр этем. Ĕçкĕ-çикĕ иртсе кайнă хыççăн мунча хутсах сиплес пулать ку çынна, атту чирлесех кайĕ тата. (Аялти кĕпе вĕççĕн çеç юлса.) Улпут пек сарăлса ан вырт, хĕсĕн стена çумнерех, ман валли те вырăн пар. (Çывăракан çумне кĕрсе выртать.) Утияла та пĕр кĕтесне пар! (Утиялпа витĕнет.) Ай, шăнса хытатăп пуль, тупата. Шăл çине шăл лекми пулчĕ. Хам арçын çумĕнче выртатăп. Çук, капла юрамасть, хамшăн хам тăрăшмасан ман арçын хăй тавçăрса илеес çук. (Çумĕнчи çынна тĕрткелет.) Петĕр! Петĕр тетĕп! Çаврăн-ха, çаврăн ман енне. Тутасене те пулин ăшăт пĕреххут. Нивушлĕ ĕнтĕркесе выртакан арăмна ним чухлĕ те хĕрхенместĕн э, тăванăм? Тьфу, ыйхă чăпти! Çаплах хăрăлтаттарать. Кăтăкласа пăхам-ха, тен, туйăмĕ вăранĕ. Хи-хи-хи-хи! Кунта кăтăку пур-и? Кунта? Ак çакăнта вара? Хи-хи-хи-хи! (Пăлтăртан Петĕр кĕрет. Пӳрте кĕнĕ-кĕмен тăсăлса ӳкет.)
ПЕТĔР. Ак çак алăк уратине касса анчах пăрахмалла, пĕрмай такăнтарать мана. (Урайĕнче упаленет.)
РАЙККА. Ку хăшĕ тата ыйхă татса çӳрет çĕр варринче? (Утиял айĕнчен Петĕр çине тĕлĕнсе пăхать.) Манăн Петĕр вĕт ара ку! Ак апăрша хутаççи!
ПЕТĔР (арăмне). Мĕн, тыркас пек, утиял хушăкĕнчен ман çине тĕлĕнсе пăхатăн? Е палламарăн-и упăшкуна,йа?
РАЙККА. Чăнах та эсĕ вĕт ку, Петĕр!
ПЕТĔР. Мĕншĕн мана картишне пĕччен тăратса хăвартăн,йа?
РАЙККА. Эпĕ сана пӳрте кĕнĕ пуль тесе пĕлтĕм… (Пĕрре диван çинче çывăракан арçын çине, тепре упăшки çине тĕлĕнсе пăхать.) Ара… Ара… Ара….
ПЕТĔР. Çиçĕм çиçтерсе ярăпин ак хĕл кунĕнче, пулĕ ун чух «ара»! Ну, мĕн, кушак пуçлă тăмана пек, куçна-пуçна унталла-кунталла вылятса тăратăн, йа? Салтăнтар тавай!
РАЙККА. Тăхта-ха, Петĕр, тăхта! Чим-ха, чим! Ара… ара… Ӳсĕр теме пурĕ те пĕр черкке анчах ĕçрĕм-çке туйра, юрлама-ташлама шăм-шак çемçелтĕр, чĕлхе-çăвар якалтăр тесе… Мĕн пулса иртет-ха ара? Куçа курăнать-и усал-тĕсел? (Анраса каять.)
ПЕТĔР. Салтăнтармастăн пулсан, çаплах тӳнетĕп диван çине. Илтнĕ пул.
РАЙККА. Çук! çук! Çук! Диван çине мар, тӳшек çине вырттаратăп сана. Халь тесен халь вырăн сарса паратăп. Халех, тăванăм, халех! Халех! (Кӳршĕ пӳлĕме кĕрсе çухалать.)
ПЕТĔР. Кирлĕ мар мана сан тӳшекӳ! Эпĕ диван çинче те лайăх çывăратăп. (Диван çине тӳнсе каять. Унта такам выртнине туйса тăрса ларать.) Кам пулчĕ ку? (Утиялне сиресшĕн пулать, сиреймест.) Эй, кам эсĕ? Арçын-и ку, хĕрарăм-и? (Хыпашлать.) Шăлаварпа. Эппин – арçын. (Утиял вĕçне сирет.) Хыçĕ те арçын пек туйăнать. Апла-тăк, арçынах пуль ку этем. Эй, юлташ! Вăран-ха, вăран! (Çывăракана тĕрткелет.) Кур-ха эс ăна, хăнк та тумасть, çаплах харăлтаттарать. Хуп турттарать. Вăт наххал! (Райкка васкаса кĕрет.)
РАЙККА. Вырăн сартăм, Петĕр, кайса çывăр, тăванăм.
ПЕТĔР (арăмĕ çине сиввĕн пăхса). Кам ку?
РАЙККА. Эсĕ мĕн купăста пек шурса кайрăн самантра, пĕрер черкке кăларам-и вара?
ПЕТĔР. Тавай шăшипе кушакла вылямастпăр, Райкка.
РАЙККА (пĕлмĕш пулса). Мĕн пулчĕ ара?
ПЕТĔР. Мĕн пулнине панулми пек хĕп-хĕрлĕ пит çăмартисем хăйсемех каласа параççĕ, йа.
РАЙККА. Эсĕ тем шутласа ан кăлар-ха, тархасшăн.
ПЕТĔР (сиввĕн). Ултавçă!
РАЙККА. Мĕн?
ПЕТĔР. Мĕн илтрĕн, çавă!
РАЙККА. Те кулмалла кунта, те йĕмелле…
ПЕТĔР. Вăл санăн ĕçӳ.
РАЙККА. Лăплан-ха, тăванăм, лăплан. Çӳç пĕрчисенчен пуçласа ура чĕрнисем патне çитиччен эпĕ сана йăлт ăнлантарса паратăп.
ПЕТĔР. Мана сан суеç сăмахусем кирлĕ мар.
РАЙККА. Итлес теместĕн эппин...
ПЕТĔР. Çук!
РАЙККА. Тен, санăн курассу те килмест пуль-ха мана?
ПЕТĔР. Курассăм та килмест.
РАЙККА. «Мана качча пырсан, эпĕ сана ывăç тупанĕсем çинче йăтса çӳретĕп»,- тесе кукленсе ларса тупа тăваканĕ камччĕ вăл, эсĕ мар-и?
ПЕТĔР. Чуп-чуп уйăхĕсем иртнĕ пиртен. Илтнĕ пул.
РАЙККА. Итле-ха, Петĕр…
ПЕТĔР. Кай кунтан!
РАЙККА. Ăнлан-ха, тăванăм…
ПЕТĔР. Хăп ман çумран!
РАЙККА. Эпĕ айăплă мар, Петĕр, ĕнен…
ПЕТĔР. Ан çывхар ман çума!
РАЙККА. Петĕр!
ПЕТĔР. Кай!
РАЙККА. Пĕр сăмах кăна калатăп.
ПЕТĔР. Çур сăмаху та, чĕрĕк сăмаху та кирлĕ мар. Сĕтпе çăвăнсан та ĕненместĕп текех эп сана. Мĕншĕн тесен хам куç умĕнчех ют арçын ытамĕнчеччĕ эсĕ!
РАЙККА. Ан култар-ха, тархасшăн, Петĕр! Хи-хи-хи-хи!
ПЕТĔР. Ăçтан тупса килтĕн эсĕ ку этеме?
РАЙККА (çаплах кулма чарăнмасть). Ара, эпĕ ăна эсĕ тесе-çке-ха! Хи-хи-хи!
ПЕТĔР. Мĕн, «хи-хи-хи»?
РАЙККА (кулать). Хи-хи-хи-хи!
ПЕТĔР. Камран кулатăн, манран-и?
РАЙККА. Санран мар, Петĕр, хамран хам кулатăп. Ара, эпĕ ку этеме эсĕ тесе çатăрласах ыталаса илтĕм вĕт. Кăтăкламан вырăн хăвармарăм. Хи-хи-хи-хи!
ПЕТĔР. Якăлтатма чарăнатăн-и эс паян, е çук-и?
РАЙККА. Меслет пулсан кулăш алăкне çăраççипе кăна питĕрсе хурăттăм, меслет çук. Хи-хи-хи-хи! Хам тем пек кулма чарăнасшăн ĕнтĕ, анчах ниепле те чарăнаймастăп. Тупата чарăнаймастăп. Хи-хи-хи-хи!
ПЕТĔР. Енчен çак самантра кулма чарăнмасан пĕлетĕн-и – эп сана мĕн тăватăп?
РАЙККА. Хăть мĕн тусан та пĕрех кулма чарăнаймастăп, Петĕр. Кулăш пĕрми уçăлса кайрĕ те халь ниепле те хупса лартма вăй çитерейместĕп. Юхать те юхать…Хи-хи-хи-хи!
ПЕТĔР. Çухал куç умĕнчен!
РАЙККА. Хи-хи-хи-хи!
ПЕТĔР. Эс мĕн, ухмаха тухман пулĕ те.
РАЙККА. Тăраниччен кулма ирĕк пар-ха эсĕ мана, Петĕр. Хи-хи-хи-хи.
ПЕТĔР. Хуп çăварна!
РАЙККА. Хупăнмасть. Кулса тăранмасăр пĕрех хупăнмасть ман çăвар. Хи-хи-хи-хи!
ПЕТĔР. Эсĕ мĕн, мана аттепе анне мартен кăмакинче хурçăран шăратса тунă тесе пĕлетĕн-и, йа?
РАЙККА. Тата тепĕр çавра кăна кулатăп, унтан чарăнатăп. Хи-хи-хи-хи!
ПЕТĔР. Мĕн савăнăçран кулатăн, йа?
РАЙККА. Ара, камит-çке-ха ку. Пĕр пĕлмен çынна хамăн упăшка тесе айăн-çийĕн хыпашлатăп утиял айĕнче. Хи-хи-хи-хи!
ПЕТĔР. Камит мар ку, инкек.
РАЙККА. Юрать-ха, ыйхи йывăр ку этемĕн, епле кăтăкласан та вăратаймарăм эп ăна. Енчен те вăраннă пулсан вăл, енчен те хама кăтăклама тытăннă пулсан вара пулатчĕ ун чух концерт. Хи-хи-хи-хи!
ПЕТĔР. Вăрат ерĕшкӳне!
РАЙККА. Епле хăятăн мана ку сăмаха калама? (Упăшки çине пукан çĕклет.) Кай кунтан, атту самантра çапса салататăп хывăх тултарнă чаплашкуна! (Упăшкине пуканпа хăмсарать, леш тарать.)
ПЕТĔР. Эс мĕн, Райкка? Эс мĕн? Эпĕ вĕт шӳтлерĕм анчах.
РАЙККА (Хĕветĕре силлет). Халь вăраннă пул. Илтетĕн-и?
ХĔВЕТĔР (вăранать. Тăрса ларать. Куçне йăвалать). Ăçта эпĕ?
ПЕТĔР (кулкаласа). Иккĕмĕш арăму патĕнче.
ХĔВЕТĔР (Петĕре хăтăрса тăкать). Мĕн сӳпĕлтететĕн эсĕ кирлĕ мара?!
ПЕТĔР. Апла-тăк тумлан!
ХĔВЕТĔР. Ăçта манăн тум?
РАЙККА. Тыт! (Тумне тирпейсĕрррĕн Хĕветĕр çине ывăтса ярать.)
ХĔВЕТĔР (тумланать). Ăçта манăн купăс? (Пăхкалать.)
ПЕТĔР. Мĕн?
ХĔВЕТĔР. Купăс ăçта тетĕп? (Шыраççĕ.)
РАЙККА (тупать). Çакă-и?
ХĔВЕТĔР (Петĕре). Çуралнă кун ячĕпе йăмăку парнелерĕ мана çак купăса.
ПЕТĔР. Манăн йăмăк-и?
ХĔВЕТĔР. Лисук санăн йăмăку пуль?
РАЙККА. Эсĕ ăна ăçтан пĕлетĕн?
ХĔВЕТĔР (хыттăн кулса ярать). Ха-ха-ха-ха!
ПЕТĔР (Хĕветĕре). Эс тавай, «ха-ха-ха»-на пĕтер, купăсна хĕстер те тухса вĕçтер!
РАЙККА. Ак çĕлĕкӳ. Ак алсу. Çулу такăр пултăр!
ХĔВЕТĔР (алăк патнелле темиçе утăм тăвать те чарăнса тăрать). Лисук ăçта?
РАЙККА. Мĕнле Лисук?
ХĔВЕТĔР. Эсир мана çаплах ют çын тесе пĕлетĕр-и вара? Ха-ха-ха-ха!
РАЙККА. Эсĕ пирĕн Лисука çăвара илтĕн те-ха, халь вăл качча кайнă вĕт. Çавăнпа та манас пулать санăн ун çинчен. Урăхран тек-тек килсе ан çӳре кунта.
ХĔВЕТĔР. Ха-ха-ха-ха!
ПЕТĔР. Хĕр чухне вăл сана купăс парнеленĕ-и, гитара парнеленĕ-и – унта пирĕн ĕç çук, йа. Анчах халь вĕсен пурнăçне ăмсанма кирлĕ мар.
ХĔВЕТĔР. Ха-ха-ха-ха!
ПЕТĔР. Вăт наххал!
ХĔВЕТĔР. Миçе туй кĕçĕр сирĕн ялта?
РАЙККА .Виççĕ.
ПЕТĔР. Эс те туй хăни-им вара?
ХĔВЕТĔР. Вăйçă эпĕ. Туйра купăс каласа ывăнтăм та Лисук мана киле кайса кан-ха тесе кунта, сирĕн пата, кӳрсе хăварчĕ. Эсир ун чух çукчĕ, туйра терĕç. Килте анне анчахчĕ ачасемпе.
ПЕТĔР. Чим-ха, чим!
РАЙККА. Ара, эсĕ кĕрӳ пулса кайрăн вĕт, апăрша этемми!
ХĔВЕТĔР. Ха-ха-ха-ха!
РАЙККА. Хи-хи-хи-хи!
ПЕТĔР. Ха-ха-ха-ха!
ХĔВЕТĔР. Эсир ун чухне пирĕн туйра пулаймарăр, çавăнпа паян кунчченех пĕр-пĕрне паллаймастпăр та эпир. Ха-ха-ха!
ПЕТĔР. Эсир вара камсен туйĕнче?
ХĔВЕТĔР. Манăн йăмăк качча каять сирĕн ял каччине.
РАЙККА. Эппин, сирĕн туй Анаткасра. Эпир Турикасра туй турăмăр.
ПЕТĔР. Райкка, кĕреке хатĕрле!
ХĔВЕТĔР. Эпĕ туя каятăп. Пыратăр-и манпа?
ПЕТĔР. Тумлан, Райкка! (Райкка тумланать. Хĕветĕр купăс тăсса ярать. Юрласа тухса каяççĕ.)
Мĕн çитет выляни-кулнине,
Юратушăн çунса тăнине?
Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет,
Ай, мĕн-ма-ши вăл хăвăрт иртет?
 
: 1398, Хаçат: 24 (1168), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: