Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кредит илсе парăм шăтăкне кĕрсе ӳкесрен хăратăп. Çапла ан пултăр тесен манăн мĕн пĕлмелле?
Сергей Иванов.
Чартаклă районĕ.
Банк сирĕн ыйтăвăра тивĕçтерме хатĕр тейĕпĕр. Документсене хатĕрлес ĕç пуçланать. Тĕплĕн вуласа ăнланмасăр вĕсем çине алă ан пусăр. Ан вăтанăр, ыйту çине ыйту парăр. Шел, кайран кăна процентсемсĕр пуçне кредит докуменчĕсене хатĕрлесе панăшăн, кредит панăшăн, укçа илнĕшĕн, счётпа ĕçленĕшĕн, вăхăт çитмесĕр тӳленĕшĕн тӳлемелли çинчен пĕлетĕр. Ют çĕршыв банкĕнче кредит илетĕр пулсан малтанах курс уйрăмлăхĕ çинчен ыйтса пĕлмелле. Малалла вара сирĕн уйăхсерен вăхăтра тӳлев тумалли çеç юлать. Çак ĕçе маларах туса пыни те вырăнлă, анчах тӳлев кирлĕ çĕре çитнипе çитменнине тĕрĕслесех тăмалла. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр банксенче вăхăтра тӳлеменшĕн пысăк пени илеççĕ. Договора çирĕплетнĕ чухне çакăн çинчен асăрхамасăр юлнă пулсан кредита тӳлесе татнă çĕре сире пысăк куляну кĕтсе тăрĕ – тӳлемелли процентсен калăпăшĕ ӳссе кайĕ. Юлашкинчен, кредита парса татнă хыççăн, сирĕн счётăр хупăнни, банк сирĕн пата нимĕнле ыйту та тăратманни çинчен пĕлмелле.
 
(Çыхăну телефонĕ: 68-89-31)
 
: 769, Хаçат: 24 (1168), Категори: адвокат хуравлать

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: