Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кун-çул панă Турă пурăнма,
Çут тĕнче ăшшинче савăнма.
Вăрçă хуçнă, амантнă çулсем –
Манăçми асра юлнă çулсем.
 
Выçлăхне, нушине халăх чăтнă -
Çĕршыв юлнă кĕллĕ çĕр çине.
Чăнтăхса, шăл çыртса салтак çăтнă
Вăрçă вучĕн йӳçĕ тĕтĕмне.
 
Салтак утнă вут-хĕмлĕ çулпа.
Çуран виçнĕ çур Европăна.
Телейлĕ малашлăх сунса
Хăй çинчен веçех кайнă манса.
 
Ватти те, вĕтти те сĕткен илнĕ
Çĕр çинче ӳсекен курăкран.
Сахал-ши хурланса эпир йĕнĕ
Аттесем вăрçса пуç хунăран?
 
Çуркунне ешĕл курăк шăтсан
Эпир çинĕ мăян, пултăран…
Иртнишĕн кулянма кирлĕ мар,
Салтака асăнса пуç таяр!
 
Салтак уçнă телей алăкне
Вăрçăпа хупăнма парар мар.
Çĕнтерӳçĕ салтак палăкне
Ĕмĕр-ĕмĕр чыслăн пуç таяр!
 
Салтак çитнĕ çуран Берлина,
Рейхстаг çине çырнă юнĕпе.
Телей пултăр кашнин килĕнче,
Курайманлăх пĕттĕр çĕр çинче!
 
Пурăнар, тăвансем, пурăнар,
Турă панă кунпа савăнар.
Кирлĕ мар вăрçăпа хăратма,
Пĕр-пĕрне витермелĕх хăртма!
 
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 921, Хаçат: 24 (1168), Категори: Поэзи хумe cинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: