Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăл Ульяновскра вырăссен паллă çыравçи Иван Александрович Гончаров çуралнăранпа 200 çул çитнĕ тĕле уçăлнă.
Савăнăçлă та паллă мероприятие Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр тата РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Торшин, Гончаровсен çемйин йăх несĕлĕсем, Гончаров ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕсем, аслă пĕлӳ паракан заведенисен ректорĕсем, литература музейĕсен директорĕсемпе сотрудникĕсем, Раççей Писательсен пĕрлĕхĕн членĕсем, Раççейри литература уявĕсен ертӳçисем, услам ĕçĕпе çыхăнман организацисем: Раççей музейĕсен пĕрлĕхĕ, Музей ĕçченĕсен ассоциацийĕ, «Вырăс тĕнчи» фонд хутшăннă.
Юбилей мероприятийĕсен тĕшши – И.А.Гончаров ячĕллĕ историпе мемориал центр-музейне уçни. Винновка ращинче Гончаров беседкине çĕнетсе юсанă. Гончаров çуртне-палăкне те юсанă.
Александр Торшин çирĕплетнĕ тăрăх, И.А.Гончаров ячĕллĕ историпе мемориал центр-музейĕ – XXI ĕмĕрти музей тĕслĕхĕ. Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр: «Çĕнетсе юсанă Гончаров музейĕ пекки тĕнчере урăх çук», - тенĕ.- Гончарововедени центрĕнче малашне наукăпа издательство канашĕ ĕçлĕ».
Уяв программин шайĕнче «Герои И.А.Гончарова в иллюстрациях российских художников» курав уçăлнă.
И.А.Гончаров ячĕллĕ музей регион, Раççей, тĕнче шайĕнчи конференцисем (1992 çултанпа), праçниксем (1979 çултанпа), фестивальсем (2004 çултанпа) йĕркелет, çыравçă çуралнăранпа 200 çул çитнĕ тĕле литература премийĕ (2006 çултанпа) çирĕплетет. Çак пулăмсемпе çыхăннă тĕрлĕ материалсем Раççейри тата ют çĕршывсенчи музейсемпе вулавăшсенче упранаççĕ. РФ Президенчĕн Хушăвĕ – «О праздновании 200-летия со дня рождения И.А.Гончарова», РФ Правительствин йышăнăвĕ – «О праздновании 200-летия со дня рождения И.А.Гончарова» юбилей мероприятийĕсене хатĕрлесе ирттермелли пуçарусем пулса тăчĕç.
2007 çултанпа юбилей мероприятийĕсене хатĕрленме миллиард тенкĕ ытла уйăрнă.
 
: 962, Хаçат: 25 (1169), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: