Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ака-сухана пирĕн область çĕртмен 13-мĕш тĕлне вĕçленĕ. «Хир кунĕнче» Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр чи лайăх районсене, хуçалăхсене тата студентсен отрячĕсене наградăланă. Çураки ирттерессипе эпир Атăлçи тăрăхĕнчи регионсен хушшинче – виççĕмĕш вырăнта.
«Çураки ĕçĕсем питĕ йĕркеллĕ иртрĕç. Планпа килĕшсе 600 пин гектар çинче акмалла пулсан 20 пин гектар ытларах акса хăварнă. Кăçал плана 6,4 процент ытларах пурнăçланă,- тенĕ кĕпĕрнаттăр çĕр ĕçченĕсене тав сăмахĕсем каласа.
Облаçри ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин пĕлтернĕ тăрăх, кăçал кĕрхи культурăсенчен 1 миллион тоннăран кая мар тухăç илмелле. Пĕтĕмĕшле хĕвелçаврăнăш –128,5 пин гектар çĕр лаптăкĕ йышăнать. Çак культурăна 100 пин тонна пуçтарса кĕртсен унран облаçа тивĕçтермелĕх 40 пин тонна çу туса илме палăртаççĕ. Чĕкĕнтĕр 18,7 пин гектар çĕр йышăнать. 50 пин тонна чĕкĕнтĕр кăларса илсен облаçăн 90 процентне сахăрпа тивĕçтерме пулать. Пĕр çуллăх ӳсен-тăрана – 85,7 пин гектар çĕр çинче акса хăварнă, нумай çул акмаллисене – 15,9 пин, урпа – 121,1 пин, сĕлĕ – 38 пин.
Çаплах облаçра аш, сĕт-турăх, çăмарта туса илессипе те ӳсĕмсем пысăк. Ку тĕлĕшпе пирĕн область кăтартăвĕ Раççейри вăтам кăтартусенчен аванрах.
 
: 936, Хаçат: 25 (1169), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: