Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хăш-пĕр чухне журналист çулĕ таçта та илсе çитерет. «Эпĕ мĕн çинчен шухăшланăччĕ-ха?» - çакăн пек ыйту патăм хама ирхи автобуспа Чӳрекел ялне çитсен.
Лидия Фёдоровна Ярославская мана çăкăр-тăварпа кĕтсе илни тата хăйсем патĕнче çĕр выртса кайма сĕнни тĕлĕнтерсех ячĕ. Мĕншĕн тесен каçхине Чӳрекелĕнчен автобуссем çӳремеççĕ те иккен.
Çулĕсене кура мар вăр-вар Лидия Фёдоровна хăш вăхăтра-тăр вырăнти лавккана кайса килчĕ. Çав вăхăтра çăкăр турттаракан фургон водителĕпе мана лартса ярасси çинчен калаçса татăлнă. Кăштах вăхăт иртсен çак хĕрарăмран часах уйрăлмалли шухăш пăлхантарма тытăнчĕ.
Эпĕ, тĕрĕссипе, Чӳрекелне вырăнти шкул ачисем Раççей обществăлла вăрманçисен пĕрлĕхĕ пĕлтернĕ «Ачасен куçĕпе курăнакан симĕс Çĕр чăмăрĕ» конкурса тăратнă проект çинчен калаçма килнĕ. Мана шкул музейĕпе паллаштарчĕç. Паллах, тĕрлĕ музейсенче пулса курнă, анчах кунти вара хресчен пурнăçне туллин те анлăн ансат ĕç хатĕрĕсемпе, кил хуçалăхра куллен тыткаламалли япаласемпе çутатса парса тĕлĕнтерет. Çамрăк ăрăва хăй халăхĕн авалхи культурине, пуянлăхне ăнланма, сыхласа хăварма май парать. Тĕслĕхрен, вĕрентӳçĕ хĕрсем, хĕрарăмсем, тăлăх арăмсем авал мĕнле çӳç çĕкленипе паллаштарать. Мĕне кирлĕ-ха ку теме те пулать, анчах тăлăх хĕрарăма кӳрентерни пысăк çылăх пулнă иккен: вăрмантан вутă турттарса килекен ӳсĕр арçын та ăна тĕл пулсан çул панă, тăлăх арăм пурăнакан çурт умне çитсен пĕр пуленкке те пулин «ӳкерсе» хăварма тăрăшнă. Çапла майпа пурте пĕрле ăна йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшнă. Халăх никамран та пулăшу кĕтсе пурăнман, пĕр-пĕрне хавхалантарса тăнă.
Тата хĕрсен эрешлесе илемлетнĕ тумнех илер. Унăн тĕсĕ тата ун çинчи йăрăмсен шучĕ хĕр пурнăçĕнче миçе арçын ача тата хĕрача пулассипе çыхăнса тăрать иккен. Ку шкулта вĕренекенсенче çĕре юратма, унпа тĕрĕс усă курма, ӳсен-тăранпа чĕрĕ чунсене тĕпе хурса пурăнмалли «çăлкуç» чĕртеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ял тăрăхĕнче вырнаçнă виçĕ çăлкуçпа çитмĕл пилĕк пусса вĕренекенсем хăйсен хӳтлĕхне илнĕ.
Шкулта пурĕ те вăтăр сакăр ача çеç пĕлӳ илет, анчах вĕсем пурте конкурссене тĕрлĕ проектсем тăратаççĕ. «Кăткă йăви» журналта вĕсен ӳкерчĕкĕсем пичетленеççĕ. Çаксем мар-и вĕренекенсемпе вĕрентӳçĕсен пултарулăхне хак памалли пулăмсем? Шкул çумĕнче ӳсекен йывăçсем çинче вĕçен кайăксене апатлантармалли хатĕрсем çакăнса тăни, чечек клумбисене çатан картасемпе тытни - кунти шкулта ачасене ĕçе тĕслĕхе хурса воспитани панине çирĕплетсе параççĕ.
2011 çулхи чӳкĕн 8-мĕшĕнче Лидия Фёдоровна вĕрене-кенĕсемпе Шупашкара чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн 100 тата çулхи юбилейне кайса килнĕ. Вĕсен «Эпир Ухсай çулĕпе утатпăр» ятпа хатĕрленĕ докладне ăшшăн йышăннă, вăл ачасемпе вĕрентӳçĕсем, студентсем валли хатĕрленĕ ятарлă пухха кĕме тивĕçнĕ.
Лидия Фёдоровна вĕренекенне – Алёна Волынщикована – чăвашла сăвă вуласа пама ыйтрĕ. Эпĕ чăвашла ăнланмастăп, анчах чĕлхен шыв юххи пек янравĕ чунăма тыткăнларех.
- Пирĕн юрă-кĕвĕ - çут çанталăк янравĕ, - ăшшăн кулать Лидия Фёдоровна. – Сараппансемпе (сарафан) сĕтел çиттисем çинчи эрешсене курсанччĕ тата! Хресченĕн пурнăçĕ мĕнле йывăр пулнă, çавăн чухлĕ унăн чунĕ илемлĕх патнелле туртăннă, кил хуçалăхра тĕл пулакан япаласем çинче сĕтеклĕ тĕссем нумайланнă. Халĕ «Эпир çулçӳревçе мĕн кăтартнă пулăттăмăр?» проектпа ĕçлетпĕр. Çынсем пирĕн пата уçă сывлăшпа сывлама, çăлкуçсемпе пусăсен тăрă та тутлă шывне ĕçсе киленме, ачисене ешĕл курăк çинче йăвалантарса выляттарма, шăплăха итлесе тĕлĕнме хăйсен тата ют çынсен пурнăçне упрама вĕренме килсех тăччăр тетпĕр. Çак ĕçсене эпĕ укçашăн илсе пымастăп, Раççей картти çинче пирĕн тăван ялăмăр упранса юлтăр тесе. Шкулта паян вĕренекен ачасем ниçта та ан кайччăр, вĕренсе тухса çын пулсан кунтах тĕпленсе пурăнччăр. Мăнукĕсемпе савăнса киленччĕр. Пирĕн тăрăхра тăван чĕлхе ан пĕттĕр. Çамрăк ăру ашшĕ-амăшĕпе, несĕлĕсемпе мухтанса хăпартлантăр…
Акă пĕр хĕрача лавккана çăкăр илсе килни çинчен пĕлтерчĕ. Пурте унта чупрăмăр. Пĕлместĕп, Лидия Фёдоровнана тав сăмахĕ каласа ĕлкĕртĕм-ши? Лидия Фёдоровна, эпĕ сирĕн пата тепĕр хут пыратăпах! Манăн сирĕн музейăрта пулас, ачасемпе тата вĕрентӳçĕсемпе курса калаçас, эсир ертсе пыракан факультативра чăваш поэчĕсемпе вĕренекенĕрсем сăвăсем вуланине итлес килет.
 
: 745, Хаçат: 25 (1169), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: