Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск область правительствин «Об организации перевозок льготных категорий граждан федерального и регионального регистров на общественном транспорте» йышăнăвĕпе федераллă тата регионти социаллă çăмăллăхсемпе усă куракансем (ĕç ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, репрессие лекнисемпе тӳрре кăларнисем) обществăлла транспорт çинче çӳреме социаллă проездной билетсем туянма пултараççĕ. Çу уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен çак проезднойсем хакланнă. Унччен 170 тенкĕ тăнă пулсан халĕ – 220 тенкĕ.
Федераллă çăмăллăхсемпе усă куракан граждансене çул çӳреме паракан укçан калăпăшне çулсерен ӳстерсе пыраççĕ, 2007 – 2011 çулсенче вăл 46 процент ӳснĕ.
Регионти çăмăллăхсемпе усă куракансене, социаллă проездной билет туянма заявлени çырнисене, кашни уйăхрах проездной хакĕ чухлĕ компенсаци куçарса параççĕ.
Социаллă проездной билетсене унчченхи пекех «Ульяновскэлектротра нсăн» суту-илӳ пункчĕсенче е почтăра туянма пулать. Пенсионерăн хăйпе пĕрле паспорт, пенси удостоверенийĕ пулмалла.
 
: 729, Хаçат: 25 (1169), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: