Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕн çурт-йĕр инспекцийĕ – патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕ. Вăл çурт-йĕр ыйтăвĕсемпе йышăннă саккунсем вырăнсенче мĕнле пурнăçланннине тĕрĕслесе тăрать. Пирĕн регионри çак органа Т.В.Картузова ертсе пырать.Унпа 8 (8422) 44-61-92 телефон номерĕпе çыхăнма пулать. Сайт – е-mаil:ulgilinspеkt@mаil.ru.
2012 çулхи çĕртме уйăхĕнче çурт-йĕр инспекторĕсем объектсене тухса хĕл тапхăрне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслĕç.
Ульяновск облаçĕн патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн коллегийĕнче 2012 çулхи çу уйăхĕнче çурт-йĕр фондĕнчи лару-тăрăва тишкернĕ.
Инспекци ТСЖ (товарищества собственников жилья) ĕçĕ-хĕлне тимлĕхре тытать. Кăçал 114 ТСЖна тĕрĕсленĕ. Саккунсене пăхăнманнине тупса палăртнă. 105 ТСЖ инспекторсенчен асăрхаттарусем илнĕ. Саккунсене пăснăшăн 6 ТСЖна пĕтерме суда тавăç (иск) тăратнă.
Отчётлă тапхăрта саккуна пăхăнман 90 тĕслĕхе шута илнĕ, 68 акт çырнă, управляющи организацисене 38 предписани ярса панă, пуçлăхсене яваплăх тыттарма 27 протокол çырнă.
Инспекцие граждансенчен 50 çăхав килнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 1376 çырăва пăхса тухнă, вĕсенчен 35-не тĕрĕслеврен хăтарнă.
Коммуналлă тивĕçтерӳсемпе, тарифсемпе, тӳлевсемпе çыхăннă ыйтусемпе инспекцие çулталăк пуçланнăранпа 123 çын ыйту тăратнă.
 
: 766, Хаçат: 25 (1169), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: