Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Общество ачасемпе ваттисене мĕнле пăхать — ун шайĕ çапла теççĕ. Ку ыйтăва ĕлĕкех çĕкленĕ. 1701 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче Пĕрремĕш Петĕр патша çынсен социаллă пурнăçне хӳтелеме Указ кăларса çак ыйтăва патшалăх тытăмĕн шайне хăпартать. Ун тăрăх ваттисен тата сусăрсен çурчĕсенче вунă чирлĕ çынна пĕр сывă çын пăхмалла пулнă. Совет правительствине тунă вăхăтра та социаллă ыйтусене тивĕçтерекен нарком пулнă.
Халĕ те пирĕн çĕршывра чирлисемпе вăйсăрсене, ваттисемпе ачасене пулăшакан учреждени пур – социаллă хӳтĕлев комитечĕ.
Чăнлă районĕнче ăна 1992 çулта йĕркелесе янă. Облаçри ĕç тата социаллă аталану министерствин Чăнлă районĕнчи управленине С.И.Шорников тăватă çул ертсе пырать.
-Пирĕн пата çынсене нуша илсе килет, вĕсем, йывăр лару-тăрăва çакланнăскерсем, пиртен пулăшу кĕтеççĕ. Пĕлтĕр эпир 31 пин ытла çынна йышăнтăмăр. Кăçал та 18 пин ытла çын килсе кайрĕ ĕнтĕ,- каласа парать Сергей Иванович.
Ку тытăмра районта 100 ытла çын тăрăшать, вĕсенчен çитмĕлĕшĕ ялсенчи пĕччен тата ватă çынсене пăхаççĕ – ун пеккисем 228.
Социаллă гарантисен пайне А.П.Мугина ертсе пырать. Кунта ветерансене тата сусăрсене пулăшу параççĕ. Специалистсен ĕçĕ чылай: çынсен пурнăç условине лайăхлатмалла, санаторие е курорта ямалла, утса çӳрейменнисене техникăпа тивĕçтермелле… Халĕ тата вĕсен çумне 1932 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 1945 çулхи декабрĕн 31-мĕшчен çуралнисем хушăннă. Çапла вара тата 2400 çын «вăрçă ачисем» категорие кĕнĕ, льготăллă пулса тăнă.
Районта ачаллă çемьесен йышĕ 3206, вĕсенчен 304-шĕ — нумай ачаллă. Пурĕ вара учётра 4744 ача тăрать. Çаплах 102 сусăр ача тата йывăр лару-тăрăва лекнĕ 59 çемье. Ку ыйтусемпе çемье пайĕ ăнăçлă ĕçлет (пуçлăхĕ В.В.Аникина).
Кашни çулах «Помоги собраться в школу», «Роди патриота в День России, «Наполни социальный погребок» тăвăмсем иртеççĕ. Комитет спе-циалисчĕсем пулăшнипе район çыннисем çулленех область конкурсĕсене хутшăнаççĕ: «Семья года», «Татьяны ведут за собой», «Семейные трудовые династии». Юлашки конкурсра Анат Тимĕрçен ялĕнчи Галкинсен çемйи лауреат пулса тăнă. Вĕсен йăхĕнчи çынсен педагогика стажĕ 1099 çул! Аслă Нагаткинта пурăнакан Т.Н.Захарова çемье хакне упракан социаллă технологисен пĕтĕм тĕнчери «За жизнь-2012» фестивалĕн 2-мĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ. Л.Ф.Лапшова «Лучший специалист системы социальной защиты населения Ульяновской области» конкурсра мала тухнă.
Нумай çул çакăнта ĕçлекенсене те палăртса хăвармалла: В.Б.Сергеева, Е.А.Напалкова, Л.И.Вражкина, В.В.Моисеева, Т.А.Озеркова. Çĕнĕ специалистсем те ĕçе килеççĕ: Д.В.Пегов, А.Г. Сергеев, И.А.Ховронина, вĕсем куллен аслисен опытне ăса хываççĕ.
-Комитет ĕçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацинчи тĕрлĕ службăсем, обществăлла организацисем тăтăшах хутшăнаççĕ. Вĕсене пысăк тав. Çаплах район пуçлăхне Х.В.Рамазанова та, депутатсен совечĕн председательне И.М.Фролована та, администрацин координаци советне те тăрăшулăхшăн, ăнланнăшăн, чăтăмлăхшăн, çынсене хисеплесе, юратса ĕçленĕшĕн тав сăмахĕ каласшăн. Пĕрле тунă ĕçĕн усси пысăк. Ун чухне çынсем власть тимлĕхне кураççĕ. Обществăра социаллă хӳтĕлев ыйтăвĕсене патшалăх шайĕнче татса пани питĕ лайăх пулăм. Социаллă ĕçченсен кунне – июнĕн 8-мĕшĕ — туса хуни те çакна çирĕплетет. Патшалăх, область, район программисене пурнăçа кĕртетпĕр эпир, пирĕн патран пĕр çын та кăмăлсăр тухса ан кайтăр тесе тăрăшатпăр,- тет С.И.Шорников.
 
 
 
Аслă Нагаткин ялĕ.
 
: 885, Хаçат: 25 (1169), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: