Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
РФ Писательсен союзĕн членĕ, Раççей культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Петĕр Хусанкай тата Ульяновскри Николай Абрамов ячĕллĕ литература премийĕсен, облаçри журналистсен Мария Ульянова ячĕллĕ премисен лауреачĕ, хĕрĕх ытла кĕнеке авторĕ Анатолий Юман кĕске вăхăтрах вулакансене тата икĕ кĕнеке парнелерĕ.
«Ватлăхпа тĕл пулни» - сăвăсен кĕнекине авторăн тĕрлĕ çулхи призведенийĕсем кĕнĕ. Юлашки çулсенче çырнă «Манăн пурнăç», «Тăван чĕлхе», «Таврăнни», «Поэт кун-çулĕ», «Тунсăх», «Тăван яла аса илни» тата ытти сăввисенчен поэтăн пурнăçĕ, шухăш-кăмăлĕпе туйăмĕ пирки пĕлме пулать.
Проза кĕнекине «Пурнăç кукрашкисем» тесе ят панă. Ку вăл тĕрлĕ саманара утса тухнă пурнăç çулĕнчи çынсен шухăша яракан çăмăл мар шăписем çинчен çырса кăтартнă калавсен ярăмĕ. Кĕнеке «Вăрçă ачисем» тата «Манăн пурнăç» повеçсемпе вĕçленет. Ку автобиографиллĕ хайлавсене автор пĕрле ӳснĕ тантăшĕсене халаллать.
 
: 904, Хаçат: 25 (1169), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: