Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ВУНСАККĂРТА ЧУХ ТУС ТУРĂМ…
 
Пуринчен пахи – çын илемĕ. Хитререн те чи хитри – хĕрарăм илемĕ. Ăна курсан тем пек ывăнса çитнĕ арçын чĕри те хыттăнрах тапма пуçлать. Ĕçлес килет. Пурăнас килет. Вилессе те пĕр-пĕрин ытамĕнчех вилес килет.
Çапла пуçланнă та ĕнтĕ вунсаккăрти Пелагея Порфирьевапа вунтăххăрти Иван Илюхинăн пĕрлехи пурнăç тĕвви.
 
Александра Васильевнапа Ксенофонт Сафронович Порфирьевсем Тутар АССРĕнчи Çĕпрел районне кĕрекен Алёшкин Саплăкран 1952 çулта вербовкăпа Сталинград облаçĕн Кругляков районĕнчи Шутово ялне икĕ ачапа стройкăра ĕçлеме тухса каяççĕ. 1953 çулта – И.Сталин вилнĕ çул – вĕсен виççĕмĕш ачи Пелагея çут тĕнчене килет.
Порфирьевсем Шутовăна куçса кайни «атпăрие супăньпе» улăштарниех пулса тухать – кунти пурнăç та «пыл та çу» мар иккен. Виçĕ ачана ура çине тăратма ытла йывăр пулĕ тесе вĕсем Алёшкин-Саплăках таврăнаççĕ.
Пелагея ялти шкулта 8 класс пĕтерет. Анчах…
Вăл Джульетта, ялтан Тольяттие тухса кайса тĕпленнĕ Ивановсен ывăлĕ Иван – Ромео чирĕпе «аптăраса» ӳкеççĕ. Тин çеç шкултан вĕренсе тухнă пикене каччă Тольяттие илсе каять. Çапла майпа пурнăçа ăнланса та ĕлкĕреймен çамрăксенчен çĕнĕ çемье чăмăртанать.
Арăм пулса тăнă вунсаккăрти Пелагея 1970-71 çулсенче вăтам шкулта вĕренет. Çав çулах Илюхинсен пĕрремĕш ачи – Людмила – çуралать. Вăл та амăшĕн çулĕпе каять – Костромара повар специальноçне алла илет. Паян вăл икĕ ача амăшĕ. Хăй специальноçĕпе вăй хума май çуккипе Тагайра пурăнакан Н.Н.Волынщиков фермер хуçалăхĕнче кладовщикра вăй хурать.
Пелагея ĕмĕчĕ – пуринчен те тутлă апат-çимĕç пĕçерекен маçтăр пуласси. Ĕмĕчĕн хунавĕ хăрмасть – вăл 1973 çулта Тольяттире кулинари училищинчен вĕренсе тухма вăй-хал çитерет.
Çамрăк çемье уйрăм çуртра пурăнать. Пелагея столовăйра, Иван стройкăра ĕçлеççĕ.
1976 çулта çемье пысăкланать – Саша çуралать. Вăл паян виçĕ ача ашшĕ. Ульяновскри пĕр училищĕре токаре вĕренсе тухнă. Тагайри МЧС уйрăмĕнче водительте ĕçлет.
1980 çулта Илюхинсем Тагай ялне куçса килеççĕ. Иван ПМКра, 25 çул механика заводĕнче слесарь-сборщикра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва каять. Ахаль лармасть-ха, заводрах вăй хурать. Пелагея та хăйĕн специальноçĕпе «Подлесный» совхозра тивĕçлĕ канăва кайичченех ĕçлет.
Пелагея Ксенофонтовнапа Иван Иванович Илюхинсем – Раççей Федерацийĕн Ĕç ветеранĕсем. Ачисемпе тата пилĕк мăнукĕпе хăпартланса пурăнаççĕ.
Ĕмĕчĕсем пысăк – мăнукĕсен телейне курса ватăласшăн.
 
Майна районĕ,
Тагай.
 
: 1167, Хаçат: 25 (1169), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: