Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Воля ялĕнче туслă çемьесем нумай. Вĕсенчен пĕри – Шатрашановсем. Вера Петровнапа Иван Константинович ялти хисеплĕ те ĕçчен çемье. Виçĕ ачи ӳссе çитĕннĕ те ĕнтĕ. Аслă ывăлĕ, çар çынни, Саровра пурăнать. Иккĕмĕшĕ авланнă, тăван ялтах тĕпленнĕ. Ывăлĕпе кинĕ Вера аппапа Иван пиччене кĕç-вĕç асаннепе асатте тума хатĕрленет. Хĕрĕ Ульяновскра вĕренет.
 
Икĕ çул каялла Шатрашановсен çемйинче улшăнусем пулнă – вĕсем тĕплĕн шухăшланă, çиччĕ виçсе пĕрре каснă хыççăн Ульяновскри Тури Террасăри Ача çуртĕнчен икĕ ачана опекăна илнĕ.
- Викăпа Гена – аккăшĕпе шăллĕ. Паян асли – пиллĕкре, кĕçĕнни – тăваттăра, – терĕ çемье пуçĕ. – Тăвансем расна приютсенче пурăнатчĕç, пĕр-пĕрне пач пĕлместчĕç. Çавăнпа та аслăраххи, Вика, шăллĕнчен ютшăнатчĕ, вылясшăн марччĕ.. Кайран икĕ пĕчĕк чуна вĕсем пĕртăвансем иккенне ăнлантарма пикентĕмĕр. Халĕ ыталанса çеç çӳреççĕ. Ача садне те пĕри тепринсĕр каясшăн мар. Хӳтĕлеççĕ, юратаççĕ. Иккĕшĕ те паян кĕнекепе туслă – саспаллисене паллаççĕ, вулаççĕ, çыраççĕ, сăвă-юмах пăхмасăр калама пĕлеççĕ. Ачасем тăнлă-пуçлă, пултаруллă. Пĕчĕкренех нуши-тертне курнă. Кĕçĕнни – Гена – сывлăх енчен уйрăмах хавшакчĕ. Хутсене хатĕрлесе пĕтерсе опекăна илсенех çулталăк та пилĕк уйăхри ачана операци тутартăмăр. Хирургсем питĕ пысăк пӳсĕрне (грыжа) касса илчĕç. Тĕлĕнмелле, Тури Террасăри Ача çурчĕпе юнашар хула тĕп пульници вырнаçнă. Темшĕн операци тума васкаман пĕчĕкскере. Паян Гена чупса-выляса çеç çӳрет.
Çурчĕ пысăк Шатрашановсен. Пĕрре пăхсах çак йăвара килĕшӳ, ăнланулăх хуçаланни куçкĕрет. Эпĕ пынă чухне çемье пахчара килĕштерсе ĕçлетчĕ. Аслисем сухан-кишĕр лартатчĕç. Ăман пуçтаракан йăрă арçын ача пĕрре ашшĕ, тепре амăшĕ патне вĕçсе пырать. Темпе те интересленет. Пымассерен Гена амăшне чуптăвать, чĕвĕлтетсе калаçать. Пурнăç пуçламăшĕнчех амăшĕсĕр тăрса юлнăскер урăх нихăçан та çак хурлăхлă çухатăва тӳссе курасси килмест ун. Çакна ăнланать шăпăрлан. Паян унтан телейли çук та тейĕн.
- Килте иккĕн çеç юлсан питĕ кичем пулса кайрĕ, - тет Вера Петровна. - Хамăр ăшшăмăра тăлăх ачасене парнелеме шутларăмăр. Мăшăрпа иксĕмĕр те пĕр шухăшлă пулса кирлĕ хутсене йĕркелесе пĕтерсен икĕ ачана опекăна илтĕмĕр. Куншăн паян пĕртте кулянмастпăр. Инçе ĕçлеме çӳрекен Иван Константинович паян Ульяновскри теплицăна ĕçе вырнаçрĕ. Эпĕ кун-каçа килти хуçалăхра тăрăшатăп, мĕнпур вăхăта ачасемпе ирттеретĕп. Шăкăлтатса калаçни, чунĕсене уçни мана малалла тăрăшма хавхалантарать. Енчен те шалти хутшăнусем хисеппе ăнланулăх çинче никĕсленеççĕ, малашлăх çинчен шухăшлакан сывлăхлă ачасем аслисен юратăвĕпе туслăхне туйса çитĕнеççĕ пулсан çемье çирĕп шутланать. Арăмĕпе упăшки пĕр-пĕрне шанни, савни паянхи çемье никĕсĕ пулса тăрать. Туслă çемье – общество тĕрекĕ.
 
: 960, Хаçат: 25 (1169), Категори: Нумай ачаллa семье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: