Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ЧУН УÇÇИ – ЮРĂРА, ТУСЛĂХРА,
ТУРĂ ПАНĂ ТИВЛЕТ ЧĂВАШРА
 
Ульяновск хулин Чукун çул районĕнчи Винновка ращинче Чĕмпĕр чăвашĕсен 23-мĕш Акатуйĕ иртрĕ.
 
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн пуçлăхĕ Владимир Сваев йăлана кĕнĕ йĕркене пурнăçласа уяв ялавне вырнаçтарнă, уява пухăннисене саламланă хыççăн Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсен шурсухалĕ Александр Пешне Акатуй кĕллинне халăх патне илсе çитерчĕ.
Чăваш халăхĕн «Алран кайми аки-сухи» мухтав юрри пĕтĕм Винновка ращине тыткăна илчĕ.
Акатуйăн тĕп сцени çине хăпарнă хăнасенчен чи малтан Ульяновск хулинчи Чукун çул районĕн пуçлăхĕ Виктор Воронков сăмах илчĕ. Вăл хăнасене кĕтсе илме яланах хапăл пулнине, уйрăмах чăваш уявĕсем валли вырăн хатĕрлесе пама хатĕр пулнине пĕлтерчĕ. Чăваш халăхĕ çинчен нумай ырă сăмах каларĕ.
Пётр Столяров – Ульяновск хулин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – пуçтарăннă халăха хула пуçлăхĕ Марина Беспалова ятĕнчен уяв ячĕпе саламланă май, Акатуя ирттерме ирĕк панăшăн, пулăшнăшăн Чукун çул районĕн ертӳçисене тав турĕ.
Ульяновск облаçĕн Саккунсем кăларакан Пухăвĕн председателĕ Борис Зотов ятĕнчен Анатолий Еленкин депутат пухăннă халăха чăваш Акатуйĕпе хĕрӳллĕн саламларĕ.
Уяв программи 20 çул чăваш юрри-кĕввине тĕрлĕ халăхсен хушшинче саракан Ульяновск хулинчи «Палнай» (ертӳçи Валентина Сымова) юрă ушкăнĕн юррисенчен пуçланчĕ.
Концерт ертӳçисем – Ирина Кашеевапа Светлана Караполова – Акатуй программипе тĕплĕн паллаштарнă хыççăн тĕрлĕ çĕртен килсе çитнĕ юрăпа ташă ушкăнĕсен чăн-чăн фестивалĕ пуçланчĕ: Аслă Нагаткинран килсе çитнĕ Раççей Федерацийĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Тарават ертсе пыракан «Шанăç» юрă ушкăнĕ «тăванĕ патне тăванне хăнана çӳреме» чĕнчĕ; Ульяновск хулинчи Александр Чурбанов ертсе пыракан «Илем» ушкăн юрăçисем «Атьăр юрлар-и, атьăр ташлар-и» чĕнӳпе куракансен чĕрисене вăратрĕç.
Ульяновск облаçĕнчи патшалăх статистика комитечĕн представителĕ Татьяна Осипова 2010 çулта иртнĕ Пĕтĕм Раççей çыравне хастар хутшăннă чăвашсене – Владимир Сваева, Еленăпа Олег Мустаевсене, Нина Еграшкинана – медальсем парса чысларĕ.
Уяв концерчĕ малалла тăсăлчĕ: Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашран килнĕ Родион Кириллов ертсе пыракан юрăпа ташă ушкăнĕ «саркаланса юрларĕ те сике-сике ташларĕ»; Аслă Нагаткинра Александра Синдюкова йĕркелесе янă «Уйсас» фольклор ушкăнĕ а капелла юрласа авалхи чăваш юррисене парнелерĕ; Родион Кириллов Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинче пуçарса янă «Шуçăм» юрă ушкăнĕ Акатуйăн вăйă картине тăма йыхравларĕ; Чăваш Республикинчи Патăрьелĕнчен килсе çитнĕ юрăпа ташă ушкăнĕ «ĕмĕр пĕрле пурăнма» ăс парса Чĕмпĕр чăвашĕсене савăнтарчĕ; Чăнлă районĕнчи Пухтел каччи Дмитрий Ахмеров «савнă хĕрне хăй юратăвне парнелесе» куракансене ташлама тăратрĕ.
Акатуй концерчĕн тĕшши Шупашкартан килнĕ «Асамат» эстрада ушкăнĕн (пултарулăх ертӳçи Леонид Антонов) анлă концерчĕ пулчĕ. Ушкăн юрăçисем – Еленăпа Валерий Кузьминсем (арăмĕпе упăшки), Алина Михайловапа Лидия Васильева (аппăшĕпе йăмăкĕ), Римма Журавлёва, Галина Катейкина, ушкăн ертӳçи хăй – Леонид Антонов – Акатуйне пуçтарăннă Чĕмпĕр халăхне ташламасăр чăтма май çук çепĕç юррисемпе сехете яхăн юрă-кĕвĕ тыткăнĕнче тытрĕç.
Виктор Воронков вырăнти тĕрлĕ предприятисенче тĕслĕх кăтартса вăй хуракан чăвашсене, «Раççей кунĕнче патриот çурат» тăвăмра палăрнă чăваш амăшĕсене, «Шкула кайма пулăш» тăвăм шайĕнче нумай ачаллă чăваш çемйисене парнесем пачĕ. Çак ĕçе «Строительная корпорация» ертӳçи Николай Абрамов ятĕнчен Александр Богатов хутшăнчĕ.
УОЧНКА пуçлăхĕ Владимир Сваев праçник ялавне илсе уяв вĕçленнине пĕлтериччен Акатуя хатĕрленме тата ирттерсе яма пулăшнă чăваш усламçисен «Эртел» ушкăнне, Пётр Столярова, Анатолий Еленкина, Александр Елюкина, Владимир Фёдорова, Анатолий Юманова, Александр Емелькина, Павел Азанова, Сергей Фёдорова, Евгений Калмыкова, Геннадий Мулянова, Юрий Мерлушкина, Ираида Гаврилована, хула мэрине, Чукун çул районĕн администрацине тав турĕ.
Тав сăмахĕсене Лаишевкăра пурăнакан Нина Ильинична Григорьева та тивĕçрĕ. Вăл Акатуй сăрин тĕп маçтăрĕ. Кăпăкланса тăракан уяв сăрине нумайăшĕ тутанса пăхса киленчĕ.
Çитмĕлтен иртнĕ кинемейсем те, шкул çулне çитмен шăпăрлансем те …ура хуçса ташланă праçник вĕçленчĕ. Чăваш Акатуйĕ «чун уççи – юрăра, туслăхра, Турă панă тивлет чăвашра» тенине çирĕплетрĕ.
 
Купăса алла тытар,
юрлар, ташлар, савăнар!
«Кала, хут купăс!» конкурса хутшăнакансем кăçал ытти çулсемпе танлаштарсан чылайрахчĕ – мĕнпурĕ 12 çын. Çак пулăм хĕвеллĕ кунпа çыхăннă. Мĕншĕн тесен юлашки 2-3 çулта Акатуй кунĕсем питĕ çумăрлă пулчĕç. Хут-купăс вара йĕпе-сапана юратмасть.
Конкурса УОЧНКА ĕçтăвкомĕн членĕ Галина Никитина ертсе пычĕ. Купăсçăсемпе такмакçăсен пултарулăхне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Зоя Рейтер (Афанасьева), чăвашсен шурсухалĕ Пешне, облаçри вĕрентӳ департаменчĕн инспекторĕ Лариса Васильева хакларĕç.
Курма пынисен умне пĕрин хыççăн тепри Евгений Салюков Ульяновск хули), Пётр Афиногентов (Чăнлă посёлокĕ), Николай Пидиксеев, Геннадий Киселёв, Иршат Абазов, Пётр Яковлев (Ульяновск хули), Николай Фролов (Телешовка), Пётр Платонов, Валентина Саломатина (Ульяновск хули), Павел Галкин, Виталий Яшин (Чăваш Çĕпрел, ТР), Валентина Сымова (Çĕнĕ хула) купăсçăсем тухса юрă тата ташă кĕввисене хĕмлентерчĕç. Вĕсем калакан çемĕпе юрлама юратакансем вырăс тата чăваш такмакĕсене шăрантарчĕç, ура хуçса çаптарчĕç. Икĕ сехете яхăн пычĕ çак конкурс. «Палнай» фольклор ушкăнĕ микрофон умне тухсан ташă карти тата «хĕрсе кайрĕ».
Жюри чи маттуррисене палăртса парнесем парса чысларĕ. Пĕрремĕш вырăна Телешовка çынни Николай Фролов тивĕçрĕ, иккĕмĕшне – вырăс хĕрарăмĕ Валентина Саломатина, виççĕмĕшне – Николай Пидиксеев ветеран (вăл 82 çулта). Унсăр облаçра тахçантанпах пĕр Акатуй та иртмест. Виççĕшне те пĕр пек парне – вентилятор парса хавхалантарчĕç. Такмакçăсенчен чи пултарулли – Лаишевкăран килнĕ Нина Григорьева тата Валентин Марусин пулни палăрчĕ. Ытти хутшăнакансен пултарулăхĕсене те палăртрĕç, пĕчĕк парнесемпе те пулин савăнтарчĕç.
 
Спорт
Акатуй, паллах, вăйăсемпе ăмăртусемсĕр иртмест. Спорт лапамĕ тавра çынсем те яланах нумай пухăнаççĕ. Вĕрен туртса çĕнтерессишĕн аслисен те, ачасен ушкăнĕсем те хĕрсех тупăшрĕç. Уйрăмах ачасене килĕшрĕ ку вăйă. Чи пĕчĕккисем мĕн тунине ăнлансах каймарĕç пулин те вĕрен вĕçне юлашки вăйĕсенчен туртрĕç.
Юпа тăрне хăпарса парне илесси те чăваш уявĕсенче йăлана кĕнĕ. Лапамра вăйă ирттерекенсем Светлана Марышевапа Алексей Мордовкин юпа тăрринче доллар выртать тесе шӳтлесе хавхалантарчĕç. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Шăхалĕнче çуралса ӳснĕ Николай Данилов, Чăнлă районĕнчи Пухтел каччи Сергей Пидиксеев, Лаишевкăри Сергей Шарайкин, Тутарстанри Пăва районĕнчи Хирти Кушкă каччи Спартак Константинов хăйсен умне лартнă тĕллеве пурнăçларĕç. Вăйă картинчен пĕри те парнесĕр каймарĕ.
Вăй виçесси, кире пуканĕ йăтасси те – уяв илемĕ. Арçынсенчен кире пуканне йăтассипе Анатолий Шаврина (Ульяновск хули) çитекенни пулмарĕ, ачасенчен – Ирина Тимукована (Ульяновск хули). Хĕрарăмсем те хăйсен вăйĕсене кăтартрĕç. Ульяновск районĕнчи Симĕс Ращари Зинаида Токмакова кире пуканне 35 хут йăтса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшĕ Кивĕ Улхаш хĕрарăмĕ Елена Кадебина пулчĕ. Пурте дипломсемпе медальсене, хаклă парнесене тивĕçрĕç.
Чи хĕрӳ вăйă кĕрешӳ картинче пулчĕ. Облаçри паттăр каччăсем Акатуйăн хаклă парнине – такана – илессишĕн самай тăрăшрĕç. Çĕнтерӳçĕсене малтан тĕрлĕ виçе категорисенче палăртрĕç, кайран чи вăйлисем Акатуй парнишĕн кĕрешрĕç. Павел Фёдоров (70 кг, Аслă Нагаткин), Алексей Чугунов (75 кг, Аслă Нагаткин), Денис Сетнеров (90 кг, Ульяновск) пĕрремĕш вырăнсем çĕнсе илчĕç. Тĕрлĕ виçе категорисенче иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухнă Дмитрий Алимасов, Андрей Кузьмин, Дмитрий Васильев, Алексей Краснов, Филипп Сайгушев, Булат Мухаметджанов кĕрешӳçĕсене те хаклă парнесемпе чысларĕç.
«Абсолюткăна» малтан Алексей Чугунов Сергей шăллĕпе, кайран ăна çĕнтерсен – Павел Фёдоровпа тухрĕ. Çапла вара çĕнтерӳçĕ – Акатуй паттăрĕ – ятне каллех (область Акатуйĕнчи пекех) Алексей Чугунов тивĕçрĕ!
 
: 989, Хаçат: 25 (1169), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: