Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Паянхи ахăр самана этемлĕх умне питĕ нумай чăрмавсем кăларса тăратрĕ тата вышкайсăр расналлă хӳмесем хăпартса лартрĕ. Нимĕн те тăваймăн, тĕнче çĕнелсе, аталанса пырать. Çак çĕнĕ капитализмăн мĕнпур пулăмĕсене – плюс-минусĕсене – ман халăм та, кăмăлăм та çук кăтартса памашкăн. Вĕсем çинчен пирĕн мухтавлă ТВ ахаль те татти-сыпписĕр пакăлтатать. Эпир, паян кун çутă тĕнчере пурăнакансем, çак «катрашкаллă» вăхăта лекрĕмĕр, юрăхлă пултăмăр тăк – савăнмалли кăна юлать пуль пирĕн. Пурăнатпăр-ха…
Этемлĕх малалла шуçмаллах, пĕр вырăнта юлсан – вилĕм. Анчах та эпĕ ăнланнă тăрăх хуть те мĕнле цивилизаци культура аталанăвĕсĕр йĕркеллĕ-хăтлă пурнăç шайне ӳссе çитеймест. Культурăн (культ – хисеп, чыс; ур – çутă) çĕнтерӳллĕ, пур енлĕ ĕрчевлĕ çитĕнĕвĕсем кăна этемлĕхе гармониллĕ ырлăх кăтартма пултараççĕ. Тĕнче историйĕнче кунашкал ĕмĕтленекенсем, паллах, нумай пулнă. Вĕсене «утопистсем» тенĕ (у – топия – ниçта та çук вырăн). Тен, эпĕ те çавсен шутне кĕретĕп. Ман шухăшпа, этемлĕх пурĕпĕрех хăçан та пулин Çĕр çинчи çăтмах пурнăç валли аталанса çитет. Çитмелле пек туйăнать. Çитеймесен этем хăй аллипе, ăс-хакăлĕпе чĕртсе янă тамăк çулăмĕнче çунса кайма пултарать. Кун çинчен 3-4-мĕш класра вĕренекен шкул ачисем те калаçа пуçларĕç. Эппин, малашне мĕнлерех хăрушлăх пуласса та пĕлетпĕр эпир, анчах чунсем вара тимĕрленнĕçемĕн тимĕрленсе пыраççĕ. Мĕн чухлĕ хĕç-пăшал Çĕр çинче! Хиросима-Чернобыль- Фукусима… Иран-Ирак-Сири-Ливи -Афганистан… Вăрçă! Вăрçă! Вăрçă! Этем çĕр хавалĕнчен сиксе тухнă та вăрçă пуçланă. Хальччен çав Аслă вăрçă чарăнман-ха…Хăçан чарăнать? Никам та калаймасть! Этемлĕх, ман шутпа, çав тери ăслă та, ăссăр та… Хресченĕн авалхи инструменчĕ – кĕрепли – пуррине манаççĕ патшасем, пуссах тăраççĕ ун çине – усси çук. ..
Паянлăха, хальлĕхе çӳлерех асăннă «ур-çутă» - пур, вăл çутатать-ха, сӳнсех ларман. Раççей, сăнарлă калас пулсан, хĕр-арăм-пике. Апла тăк вăл юратусăр, илемсĕр, хисепсĕр, чапсăр, чечексĕр, юрă-сăвăсăр, шерпет - сим-пыл – эрех-сăрасăр, палан-пилеш-çĕмĕрт- иçĕмсĕр пулаймасть те, пурăнаймасть те… Ахальтен мар паян Раççей наци идейине «Ванька-встанька» теттепе танлаштарма пуçларĕç. Çав Ваньккăна çĕрелле хуть те хăш еннелле тайăлтар – вăл пурпĕрех йăкăлт кăна тӳрленсе тăрать! Пирĕн те, чăвашсен, çав «Йăван-ан йăван» пек пулмалла. Мана хама çак урăм-сурăм вăйлă пĕлтерĕшлĕ сăнар-символ çав тери кăмăла каять, пурăнас килсе каять! Çавăнпа калаççĕ иккен мĕн гениллĕ – çав ансат тесе. Айăпсăр-сăпай теттеренех тĕслĕх илме пулать. Вăт ăçта вăл чăн-чăн патриотизм! Хамăрăн «Канашра» çак питĕ çивĕч тăракан ыйтупа материалсем нумайтарах пичетлесе кăлармалла, çын чунĕ чул мар, хăçан та пулин пурĕпĕр ăшăнать. Вутти хĕрӳ пулсан, «хуран» айне хурсах тăрсан.
Хаçат ĕçченĕсем – хастар тăрăшуллă филолог-журналистсе м, анчах пиртен кашни вăй çитнĕ таран вĕсене пулăшса пымалла.
Эпир хамăр – малти ретрисем – пĕр шухăшлă пулса çамрăксене, вĕсен чунĕсене хыптармалла. Çамрăксем пурте пăсăлса çынлăхран тухман. Вĕсенчен ытларахăшĕ чыслă-тирпейлĕ хĕр ачасем – йĕкĕтсем. Ан тив, вырăсла та, нимĕçле те, акăлчанла та, яппун-китайла та калаçма пултарччăр, ку аван. Анчах тăван чĕлхене те лайăх пĕлччĕр. Саппас кутран тапмасть тенĕ пек. Кунта пĕр пĕчĕк тĕслĕх илсе кăтартам-ха.
Пётр Кропоткин (1842-1921), анархизм теоретикĕ, урăхла тĕнчекурăмшăн çамрăклах тĕрмене лекет. Унта кĕнекесем, хаçат-журнал вулаттарман. Вăхăта сая ярас мар тесе Пётр йытăлла вĕрме вĕренес шухăш тытать. Ӳлет те ӳлет пĕччен «чул михĕре». Тĕрмерисем аптраса ӳкеççĕ: ăсчах – йытăлла вĕрет! «Ухмаха ернĕ ку», - теççĕ те тĕрмерен кăлараççĕ. Пайтах çул иртсен Кропоткин Çĕпĕре экспедицие каять. Хĕлле. Çĕрле аташса каяççĕ. Вилĕм куç умĕнче. Мĕн тумалла? Тытăнать Пётр Алексеевич йытăлла вĕрме. Нумай та вăхăт иртмест – çумри ял йыттисем хирĕç сас параççĕ. Аташнă тĕпчевçĕсем яла çул тупаççĕ, вилĕмрен хăтăлса юлаççĕ. Йытăлла вĕрме пĕлнипе! Эпир апла тăк хамăр тăван чĕлхене йыт вĕрни чухлĕ те, тен, вырăна хумастпăр, вĕренместпĕр, манатпăр. Çылăх пире! Нивушлĕ чĕлхемĕр çитес пурнăçра пире кирлĕ мар пулĕ-ши? Тĕнче цивилизацин аслă хумĕ цунами килсе çапса пирĕн чи пысăк пурлăха – Чĕлхемĕре – хăйпе пĕрле сĕтĕрсе таçта амака антарса ярĕ-ши?
Ах, шухăшсем, шухăшсем – çĕршер ыйту! Ăçта-ши хуравĕ?
Пултарулăхăн вĕçĕ çук теççĕ. Вырăссен паллă художникĕ Василий Кандинский хула шăв-шавĕпе унăн тĕсне каласа палăртма пултарнă. Парижа вăл сенкер тенĕ, Берлина – сăрă. Чăвашсем Шупашкара шурă теççĕ.
Хаклă вулаканăм, апла пулсан пирĕн тăван хуламăр Чĕмпĕр – Ульяновск мĕн тĕслĕ-ши? Унăн та хăйĕн тĕс пулмалла пек туйăнать. «Ульяновск – вперёд!», «Ульяновск – на взлёт», «Ульяновск – культурная столица Поволжья» чĕнӳ-лозунгсем мĕнле те пулин тĕспе шайлашăнса тăраççех ĕнтĕ. Мĕнлерех-ши вăл çав тĕс? Тен, кам та пулсан çырса кăтартрĕ: тĕплĕн, тĕрлĕ пулăмсене хăйне кура хак парса, кăштах кулăшларах та, пĕр сăмахпа – тĕс шыраса.
Сирĕн шухăшăрсене кĕтетĕп.
 
Ульяновск хули.
 
: 829, Хаçат: 25 (1169), Категори: Пурнăçри чăнлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: