Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2012 çула Раççей историйĕн çулĕ тесе палăртнă. Кăçалхи паллă датăсенчен пĕри – 1812 çулхи тăван çĕршыв вăрçи пуçланнăранпа 200 çул çитни. Вăл вăхăтра нумай нациллĕ Раççей çыннисем Наполеон ертсе пыракан француз çарне хăйĕн çĕрĕ çинчен хăваласа янă. Чăваш çыннисем яланхи çар тата Хусан, Чĕмпĕр, Чулхула ополченийĕсен ретĕнче çав вăрçăра çапăçнă.
ЧР патшалăх кĕнеке палатинче 1812 çулхи тăван çĕршыв вăрçипе çыхăннă монографи тĕпчевĕсем, историксен ĕçĕсем чылай упранаççĕ. Унта чăвашсен паттăрлăхне çырса кăтартнисем те нумай.
Çак темăпа Т.К.Кириллова поэтăн, фольклористăн тата куçаруçăн 1911 çулта Хусанти тĕп типографинче пичетленсе тухнă «1812 çулхи вăрçă çинчен хывнă юрăсем» кĕнеки уйрăм вырăн йышăнать. Тарас Кириллов – революцичченхи нумай пичетленекен поэтсенчен пĕри. Вăл вĕрентӳçĕре, священикра ĕçленĕ май литература пирки те манман. Унăн поэзине Михаил Лермонтовăн поэзийĕ пысăк витĕм кӳнĕ. Тен, çавăнпах «1812 çулхи вăрçă çинчен хывнă юрăсем» кĕнеке сюжечĕ «Бородинопа» пĕр килет.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче халăхра патриотла туйăма çирĕплетес тĕлĕшпе 1812 çулхи вăрçă çинчен кĕнекесем пичетленнĕ – «Отечественная война 1812 года» (1941), «Чувашский народ в Отечественной войне 1812 года» (1944). Юлашки кĕнекере çапла çырса кăтартнă: «Чăваш халăхĕн ывăлĕсем Бородинори çапăçура паттăрлăх кăтартнă. Ун хыççăнхи вырăс çарĕн похочĕсенче чăвашсем чылай пулнă. Тылри чăвашсем арми валли сурăх çăмĕнчен йăваланă тăла (сукно из овечьей шерсти), пир, укçа пухса панă. Шупашкар, Етĕрне, Çĕрпӳ, Улатăр хулисенче ополченисем йĕркеленнĕ».
1960-мĕш çулсенчи хаçат-журналта та 1812 çулхи вăрçă теми патне час-часах таврăннă. Чăвашсенчен 70 çын 1812 çулхи тата Раççейĕн 1813-14 çулхи похочĕсене хутшăннă. Чăваш АССРĕн патшалăх тĕп архивĕн директорĕ П.Ермолаев «Документы рассказывают» статйинче 1812 çулхи вăрçа хăйсен ирĕкĕпе кайса çапăçусенче чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă çынсем пирки каласа парать. Шупашкар уесĕнчи Альгеш ялĕнчи И.Алексеевпа И.Иванов, Шупашкар уесĕнчи Сӳнтĕк ялĕнчи И.Лукинпа Ф.Степанов, Шăмăршă районĕнчи Асанкасси ялĕнчи П.Ильин тата ыттисем те. Французсемпе паттăрла çапăçса наградăсене тивĕçнисем хушшинче Василий Григорьев аслă унтер-офицер тата Сидор Семёнов рядовой пулнă. Вĕсене «За взятие Парижа» медальпе, «Святой Анны» уйрăм паллăпа наградăланă.
Улатăрта çуралса ӳснĕ П.А. Кикин генерал-майор паттăрлăхĕ ĕмĕре асра юлнă. Штабри офицер, çар информаторĕ Смоленск хулинчи, Красное сала çывăхĕнчи, Бородинори çапăçусене хутшăннă. Командованирен пĕрре кăна мар тав сăмахĕ илтнĕ. Штаб офицерĕ пулин те вăл ялан çапăçу хирĕнче пулнă. Раççей унăн харсăрлăхне Святой Георгий орденĕ парса хакланă, унăн портречĕ Зимний дворецри портретсен галерейинче çакăнса тăрать. Шăпах Пётр Кикин Наполеона çĕнтернĕ ятпа Мускавра Çăлакан Христос храмне (храм Христа Спасителя) тума сĕнет.
Тыткăна лекнĕ хыççăн Раççейре юлса чăвашсем хушшине пурăнма юлнă французсем пирки калани те пур кĕнеке палатинче упранакан документсенче. Тĕслĕхрен, Шупашкарта тĕпленнĕ Наполеон çарĕн офицерĕ пулнă Бонэ çемйи пирки çырни пур. «Вăл çĕнĕ çĕршывĕнче те тăван çĕршывĕ пекех парăнса ĕçлет. Патшалăх тата çар службинчи Бонэ хулари чи пуян тата илемлĕ çуртра пурăнать», - тенĕ Л.Максимовăн «Скажи-ка, дядя, ведь недаром…» статйинче. Халь вăл çурт çук, ГЭС тунă чух шыв айне пуласран ишнĕ.
 
: 851, Хаçат: 25 (1169), Категори: Паллa дата

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: