Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Т ĕ р л е н ч ĕ к)
 
Эпир ялта яланах йытă усранă. Вĕсемпе шăллăм аппаланатчĕ, сунара çӳретчĕ. Хăш чухне йытăсен шучĕ 5-6 çитетчĕ. Уйрăмах вăрăм ураллă, шĕвĕр сăмсаллă, тилĕпе мулкача туххăмрах хăваласа тытакан пурсуйсене кăмăллатчĕ вăл. Тискер кайăка шăршăпа йĕрлесе тупакан вĕшле йытăсем те, тилĕ шăтăкне кĕрекеннисем те пурччĕ. Вĕсене пушă вăхăт тупăнсан эпĕ те хире уçăлма илсе тухкалаттăмччĕ.
Çапла пĕррехинче çĕртме уйăхĕн варринче Чёртик ятлă ягдтерьерпа ялтан ик-виç çухрăмра вырнаçнă пысăк пĕве патне кайрăмăр.
Чёртик – çăмламас, пĕвĕпе лутра, çăмĕ хура та шăрт пек хытă. Куçĕ те кăмрăк евĕр йăм хураччĕ. Питĕ йăрă хăй, пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмест. Шав унталла-кунталла чупкалать, тем шăршлать, шырать. Хуть те мĕнле йытăпа та çапăçса кайма хатĕр — хăрамасть. Пысăк йытăсем ун патне çывăха пырса хăратма пуçласан вĕсем çине çӳлелле сиксе ӳксе мăйĕнчен çыртма тăрăшатчĕ. Хире кайсан та вăл шăтăка кĕрсе тилле пĕрре мар сĕтĕрсе кăларнă. Тата шыва кĕме юрататчĕ. Çулла хамăрпа пĕрле пĕвере те чăмпăлтататчĕ, шывра пулă е шапа шампăлтатнине курсан та никам хушмасăрах шыва сикетчĕ.
Хир тăрăх пыратпăр. Хĕвел çурăма хĕртет, вăйлах мар ăшă çил вĕрет. Чёртик ман умра унталла-кунталла чупкалать, тарăн курăкпа тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ăшĕнче ларакан пĕчĕк вĕçен кайăксене хăратать те — лешсем вĕлтĕртетсе çӳлелле вĕçсе хăпараççĕ. Тăрсан-тăрсан хăй курăк ăшĕнче пачах çухалать. Пырсан-пырсан шăрчăк пек çӳлелле сиксе илет те эп ăçтине сăнать, ăçталла каймаллине палăртать.
Акă сарлака пĕве патне çывхартăмăр. Аял енчен пĕве çине хăпарса шыв тĕкĕрне куртăмăр çеç – çутă хăмăр тĕслĕ кайăк кăвакал хăй хыçĕнчен виçкĕтеслĕ хумсем хăварса ишсе пырать. Виçкĕтесре тата пĕчĕк виçкĕтессем туса 7-8 сарă-хăмăр чĕпĕ амăш хыççăн хуллен куçать. Кăвакал ами пире тӳрех асăрхарĕ те икĕ хут хыттăн:«Нарт-нарт!» - тесе кăшкăрчĕ. Чăмăр пысăкăш ула-чăпар чĕпсем çиçĕм хăвăртлăхĕпе каялла çаврăнчĕç те шыв çийĕн урисемпе чупса, пĕчĕк те тĕк тухман çунаттисемпе хăйсем хыççăн шыв сирпĕтсе, шĕпĕл-шĕпĕл сасă кăларса тураттисене айккине сарса ларакан йывăç тĕмĕ айне кĕрсе çухалчĕç. Çакă 2-3 çеккунтра пулса иртрĕ. Ку тĕм шывра ларать, апла пулсан кунта кăвакал ами йăва çавăрнă. Чĕпсем килне тарса ӳкрĕç…
Ман йытă эп ним ăнкарса иличчен шыва шампăлт! сикрĕ те кăвакал еннелле вĕре-вĕре ишсе кайрĕ. Лешĕ çунаттисемпе шыва хыттăн çапа-çапа пĕве варринелле 5-6 хăлаç куçса ларчĕ. Чёртик хавхаланса кайрĕ — «аманнă» кăвакала часах ярса илесшĕн тапаçланать. Малалла тата хытăрах вĕрсе-нăйкăшса ишет. Кайăк кăвакал вăл çывхарсан шыва çунаттисемпе çатлаттара-çатлатта ра, татăклăн нартлата-нартлата тата шаларах вĕçсе ӳкрĕ. Чёртик хăй тĕллевĕнчен пăрăнма шутламасть те – икĕ еннелле хумсем сарса кăвакал патнелле васкаса çывхарать. Лешĕ йытта чăтăмлăн кĕтсе илчĕ те çывхара пуçласан пĕве варринех кайса ларчĕ. Акă йытă ун патнех ишсе çитет…
Унччен те пулмасть – кăвакал па-а-р-р! турĕ те çунаттисемпе хăвăрт-хăвăрт çапса сывлăша вĕçсе хăпарчĕ, леш енне вĕçсе кайса курăк хушшине ларчĕ. Ак сана аманнă кăвакал! Халь вăл пире инçетрен сăнаса ларать. Вăл ирĕклĕ кайăк çав, пин-пин çул хăй тĕллĕн чĕпĕ кăларса, хăй тĕллĕн тăранса, тăшмансенчен сыхланса пурăнать!
Йытă ним тума пĕлменнипе урса кайрĕ: нăйкăшать, çухăрать, вĕрет, малти урисемпе шыва çапать! Темиçе хут хăй йĕри-тавра ишсе çаврăнчĕ. Кăвакал вĕçсе кайнă еннелле ишет те ман енне килет. Татах леш майнелле çаврăнса вĕре-вĕре ишет, каллех кунталла килет. Юлашкинчен чарăнса енчен енне çаврăнкаларĕ те тинех ăнланчĕ пулас: ку кăвакал ăна улталарĕ! Унтан нăйкăша-нăйкăша ман еннелле ишсе килчĕ. Çыран хĕррине тухсан çăмĕ çинчи шывне айккинелле сирпĕте-сирпĕте силленчĕ те ман çума килсе тĕршĕнчĕ. Эп пĕшкĕнтĕм. Хăй лăпланаймасть, чĕтрет, пашкать. Ман куçран айăплăн пăхса хуллен йынăшать, ура çумне нӳрлĕ çăмĕпе сĕртĕнет. «Каçар, сана кăвакал тытса параймарăм, улталантăм…» - тет пуль ĕнтĕ хăй чĕлхипе.
Йытта йĕпе çурăмĕнчен алăпа шăлса ачашларăм, шеллерĕм. Ун «хуйхине» пайлама тăрăшрăм.
Хам вара кайăк кăвакал хăйĕн чĕпписене сыхласа хăварас тесе çакăн пек ăслă хăтланнăшăн питĕ савăнтăм. Апла пулсан вĕсене камăн тытасси килет – çавă тытаймĕ. Ирĕклĕ кайăксем малашне те хăйсен йăхне-ăратне сыхласа хăварĕç, çут çанталăкра вĕсен тĕрлĕ сасси янăрĕ, пирĕн тăван тавралăх илемлĕрех пулĕ.
 
: 902, Хаçат: 25 (1169), Категори: Çанталăка сăнаса пыни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: