Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1934 çулта вăтам Атăл тăрăхĕнчи районсенчен чи малтан Пухтел районĕ ака –суха ĕçĕсене вĕçленĕ. Ял хуçалăхĕсене çĕнĕ тракторсемпе тивĕçтерме тытăннă пулсан та колхозра лашан пĕлтерĕшĕ чакман. Хирти ĕçсен 60 процентне лаша вăйĕпе пурнăçланă. Колхозсен тата парти организацисен умĕнче лаша ăратлăхне лайăхлатас ыйту тĕп вырăнта пулнă.
1934 çулхи çу (май) уйăхĕн 24-мĕшĕнче Пухтел районĕ Телешовкăри тата Тимĕрçенти машина-трактор станцийĕсен политуйрăмĕсемпе пĕрле çĕртмен (июнь) уйăхĕн 10-мĕшĕнче район центрĕнче – Пухтел ялĕнче – районти Лаша уявне ирттересси пирки йышăну кăларать. Çак уявăн тĕллевĕ – малта пыракан колхозсенче ăратлă лаша ĕрчетес ĕçри çитĕнӳсене кăтартасси. Çав тĕле лаша витисене çĕнетмелле, çителĕклĕ апат-çимĕç хатĕрлемелле. Лаша кунĕнче çураки ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тума, малта пыракан колхозсене, бригадăсене, конюхсене преми пама палăртнă.
1934 çулта Лаша кунне пĕрремĕш хут уявланă. Хатĕрленме вăхăт сахал юлнипе уява 10-мĕшĕнче мар 24-мĕшне куçарнă. Чупăва Пухтел районĕнчен кăна мар, Ульяновск, Сăр, Майна, Çĕпрел, Пăва тата Шăмăршă районĕсенчен ăратлă лашасем хутшăннă. Пирĕн район икĕ лаша, виçĕ кĕсре тата темиçе çурма ăратлă лаша тăратнă.
Чăмпальти “Кызыл Юлдус» колхозăн конюхĕ Шерибзян Салихов, Кивĕ Улхашри «Ударник» колхозран Нямма, Норовкăри «Луна вторая» колхозăн конюхĕ Парфелов хаклă парнесене тивĕçнĕ. Кашари «Волна», Кивĕ Улхашри «Труд», Пухтелĕнчи Шубриков ячĕллĕ колхоз ĕçченĕсене те палăртнă.
1935 çултанпа Лаша уявне çĕнĕ район центрĕнче – Аслă Нагаткинра ирттерме тытăннă. Çав çулах уяв программине çĕнĕлĕх кĕртнĕ – рысаксем те ăмăртнă. Чи мала «Память Ильича» колхозăн икĕ çулхи ăйăрĕ Барс тухнă. Вăл 1600 метра 3 минут та 05 çеккунтра чупса тухнă. Ватăраххисен хушшинче çак дистанциех «Путь Ленина» (Норовка) колхоз лаши Триумф 2 минут та 30 çеккунтра тухнă.
1938 çулхи çĕртмен 12-мĕшĕнче ирттернĕ уява мĕнпурĕ 375 лаша хутшăннă. 1933 çулхи кăрлачăн 1-мĕш тĕлне районта 4432 ăратлă лаша шутланнă, 1938 çулта – 5943.
Пиллĕкмĕш уявра ăратлă лашасем ĕрчетекенсен çитĕнĕвĕсен куравне ирттернĕ. Унта 120 рысак хутшăннă.
Лаша ĕрчетекен чи лайăх ферма «Новая жизнь» (Покровски) шутланнă. Вĕсен ферминче 125 лаша (вăл шутра 54 кĕсре) пулнă.
«Память Ильича» колхоз 98 лаша ӳстернĕ. Йĕпе Пăкăрлăри «Великий перелом» тата Норовкăри «Путь к социализму» колхозсен фермисем те тивĕçлĕ вырăнта шутланнă.
1939 çулта пĕрремĕш хут Лаша уявне икĕ кун –çĕртмен 17 тата 18-мĕшĕсенче уявланă.
Вăрçăчченхи çулсенче лаша ĕрчетес ĕçре Дмитрий Трошин («Память Ильича») палăрнă. Вăл ахаль конюхран ăста юланутçа çитнĕ. Çаплах «Путь к социализму» колхозри А.В. Старостин Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравне хутшăнать, «Память Куйбышева» колхозри Ф.Н. Надиванов курава икĕ хутчен хутшăнма тивĕçлĕ пулать.
Пухтел район лашисем Ульяновск, Куйбышев, Мускав хула ипподромĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Районти Лаша уявĕсем халăх уявĕ пек анлă иртнĕ. Аслă Нагаткин ялĕнче иртенпех юрă-кĕвĕ янăранă, пар лаша кӳлнĕ урапасен сассисем илтĕннĕ. Хĕрлĕ–сарă-симĕс хăюсемпе илемлетнĕ лашасен çилхисем çилпе вĕлкĕшсе пынă. Пĕр вĕçĕм карусель çаврăннă. Йĕри-тавра суту-илӳ палаткисем ĕçленĕ.
1941 çулхи çĕртмен (июнь) 22-мĕшĕнче ирхине те çакăн пекех савăнăçлă картина пулнă. Анчах «вăрçă» текен хăрушă сăмах уява чарса лартнă.
Вăрçă çулĕсенче Лаша уявĕсем пулман.
Тăххăрмĕш хут вăл 1945 çулхи çĕртмен 30-мĕшĕнче тата утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ. Вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ калакан кĕвĕ-çемĕпе трибуна умĕнчен чупăва хутшăнакан лашасем, рысаксем илемлĕ утнă.
Лаша ĕрчетес ĕçе вăрçă пысăк сиен кӳнĕ. Апла пулин те 1947 çулта районта 150 ăратлă лаша шутланнă, вĕсенчен 10 – чи лайăх ăратли.
Районта лаша ĕрчетекен 15 ферма (унта 455 лаша) пулнă. Кĕске вăхăтрах колхозсем лайăх лашасем ӳстерме пултарнă. Виçĕ çулхи Карелия (Норовка) кĕсрене облаçĕпе те çитекен пулман. Вăл Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравне хутшăнса 1-мĕш степеньлĕ аттестата тивĕçнĕ. Унпа С.М. Будённый киленнĕ.
1970 çул пуçламăшĕнче те район пысăк ӳсĕмсем тунă. 1970 çулта облаçри ипподромра иртнĕ 12 чупуран çиччĕшĕнче чăнлăсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Лаша уявĕ сарăлнăçем сарăлса, пуянланса пынă. Лашасем чупнисĕр пуçне футболла, волейболла выляссипе, ирĕклĕ кĕрешессипе, кирĕ пуканĕ йăтассипе ăмăртусем иртнĕ, халăх пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарнă.
1973 çулта районта пĕрремĕш хут ял хуçалăх куравĕнче ытти выльăхсене (ĕне, така-сурăх) кăтартнă. «Цильнинский» ятарлă хуçалăх тăратнă бестужев ăратлă Задира ĕне 532 килограмм тайнă, çулталăкра 5052 килограмм сĕт панă (çăвĕ 3,83 процент).
1980 çултан çакăн пек куравсене районсен хушшинче ирттерме тытăннă, ăмăртусен пĕтĕмлетĕвне çийĕнчех тунă, малта пыракансене наградăланă.
Лаша ĕрчетес ĕç пирки калаçнă чух районти тĕп зоотехник пулнă Николай Дмитриевич Агаповăн ятне асăнса хăвармалла. Вăл çак ĕçре 40 çул ытла вăй хунă. Вăл вилнĕ хыççăн унăн ячĕпе приз пама йышăннă.
 
 
 
: 1102, Хаçат: 25 (1169), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: