Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
И.А.Андреев тата Н.П.Петров 1971 çулта редакцилесе кăларнă вырăсла-чăвашла словарьте совесть сăмаха чăвашла намăс, чун, совесть тесе куçарнă. Чăваш халăхĕ ĕлĕкрен туслăхлă хутшăнусене ырлакан сапăр халăх пулнă. Ултавпа кĕлмĕçлĕхе, киревсĕрлĕхе, сутăнчăклăха тӳсме пултарайман. Тен, çавăнпа та пуль совесть сăмахпа, пĕлтерĕшпе çыхăннă ваттисен каларăшĕсем те пирĕн чĕлхере нумай. «Хăвăн совеçне хирĕç ан пыр, намăса пĕлес пулать, пур пуçарăва та чунтан тăрăшса, тӳрĕ кăмăлпа пурнăçла»,- тенĕ шурсухалсем. Ялта, хурăнташ хушшинче ырă мар ĕçпе палăрнисене çийĕнчех тĕрĕс çул çине кăларма пăхнă, вăтантарнă: «Сан чуну таса мар, намăса пĕлмесĕр аçу-аннӳ ятне яратăн, тӳррипе кала, мĕн хистерĕ сана тӳрĕ çултан пăрăнма?» Пурнăçра пĕрре йăнăшрăн пулсан ӳкĕнмелле ан пултăр тесе чуна лăплантарма тăванупа, юлташупа калаç тенĕ. Каçару ыйтни Турăран çăлăнăç ыйтнă пекех. Вăтанма пĕлекен, именекен çын намăсне çухатмастех.
Мĕн шутлаççĕ кун пирки пирĕн вулакансем? Вĕсен шучĕпе, мĕн-ши вăл совесть?
Виталий Юркин, художник:
- Ман шутпа, совесть вăл – чăн пурăнни, панă сăмаха пурнăçлани, ырă ĕçсем тума тăрăшни.
Владимир Кузьмин, публицист:
- Çынсене – пускиле, тăвана, ĕçтеше – хисеплесе ыр туни те, ăнланма-пулăшма пĕлни – совесть. Çын мана шанать пулсан – ман совесть пур тесе шутлать.
Елена Власова, çыравçă:
- Совесть, ман шутпа, этеме начар, киревсĕр ĕç тăвасран сыхлакан çул евĕр. Совесть вăл – чун саккунĕ. Саккун пулмасан çын пăтранса пĕтет, çул çинчен пăрăнса утать.
Николай Григорьев, фермер:
- Совесть – ăс, ăс-хакăл. Шел, совесть кашнинех çук.
Намăс-симĕсе çухатнă çынпа совесть çинчен калаçма питĕ йывăр. Ун пеккисене те куркалама тивнĕ пурнăçăмра.
Лаврентий Данилов, çыравçă:
-Совесть – чунри тасалăх, ырлăх, ху ырă туни. Ырă ĕç туни ыттисемшĕн те ырлăх пулать. Вăл вара сан патна ырăпа çаврăнса çитет, усалли – усалпа, паллах. Паянхи саманара совесть кирлĕ. Унсăрăн ниепле те май çук.
Василий Дмитриев, çĕр ĕçченĕ:
- Совесть – çыннăн ырăпа усал хушшинчи нейтраллă вырăнĕ. Çын ырăлăх енĕпе пырать-пырать те вăхăт-вăхăтпа усал енне куçма пултарать. Сăнатăн та: унашкаллисен пурнăç йĕрĕ чалăш пырать.
Елена Тарасова, вĕрентӳçĕ:
- Совеçне çухатнă çынсем пур çĕрте те пур. Тӳррипе каласан, ун пеккисем намăсланса ӳкĕннине курман эп. Мĕнле чунсăр, пархатарсăр пулнă – çавăн пекех юлнă. Эпир, чăвашсем, кăмăлсăрлансан совеçсĕр çын тетпĕр, ку совеçлĕ тенине вара пĕрре те илтмен. Ырă чунлă, кăмăллă, панă сăмаха тытма пĕлекен, аван этем тенине – темĕн чухлех. Эппин, чăвашсем, чуна çухатма кирлĕ мар, чунпа совесть юнашарах.
 
: 828, Хаçат: 25 (1169), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: