Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Пĕчченçĕ пурнатăп эп, ватă,
Тургенев Герасимĕ пек.
Ларатăп та сăвă çыратăп -
Ман ĕçĕм те халь çакă çех.
 
Шутлатăп: кама поэт кирлĕ?
Пĕр ырлăх: хама хам хуçа.
Тăратăп сиксе каçлă-ирлĕ
Самант кантармасăр пуçа.
 
Çапах та пĕри аса илчĕ
Сасартăк паян ирхине.
Ял-йыш уявне пыма чĕнчĕ,
Ӳнер çыннисен уявне.
 
Мăнаçлă кермен кĕр кĕрлерĕ -
Хавас çын курма пĕр-пĕрне.
Чысларĕç мана та, кĕç лекрĕ
Каçхи сăвăсемшĕн парне.
 
Мана вăл питех те юрарĕ –
Янравлă шăхличлĕ чейник.
Сасси чĕрене çывăх мар-и,
Унпа сирĕлет манăн шик.
 
Ку чух пурнăç çулĕ пит ашăм,
Тус кирлĕ пурне те пире.
Чейник – манăн çывăх юлташăм,
Сирет ватлăхри чир-чĕре.
 
26.03.11.
ТĔНЧЕ
СУРАНĔ
 
Японире çĕр чĕтĕрет,
Океанра – цунами…
Пин-пин çын сарăмсăр пĕтет,
Путать хула урамĕ.
 
Цивилизаци арканать,
Инкек тӳсет патшалăх.
Кам кĕтнĕ çак синкер куна -
Тек хӳхлени те кăлăх.
 
Пачах çук мар-ха чĕррисем,
Экран çинче куратпăр.
«Епле тӳсеççĕ чĕррисем?!» -
Тесе ăшра çунатпăр.
 
Пур атом станцийĕ вĕсен –
Бетон блоксем, реактор…
Енчен вĕсем те сирпĕнсен
Мĕн пулĕ?.. Кам калайтăр!..
 
Çук, Хиросимăна манман,
Асрах-ха Нагасаки.
Çак джинн каллех бетон
блокран
Сиксе тухасшăн акă.
 
Цивилизаци ырлăхĕ
Хăш чух килет тӳнтеррĕн.
Пирте Чернобыль хурлăхĕ
Асран кайма пĕлмерĕ.
 
Инкекре чух пулăшмалла
Кӳршĕсене – ку паллă.
Ку чух кашнин тем курмалла -
Тăсатпăр туслăн алă.
 
Японире çĕр чĕтĕрет,
Океанра – цунами.
Ун ахрăмне çил вĕçтерет,
Ку вăл – тĕнче суранĕ.
 
26.03.11.
 
ххх
Çемçе мамăклă, шап-шурă
Çын пулман-ха тĕнчере.
Ун пекки пулсан та – Турă,
Тен, пĕччен кăна, эре.
 
Çавăнпа пур çылăхсемшĕн
Теприне айăпличчен,
Ху çине пăхса илсессĕн
Лайăх пулĕччĕ-и, тен?
 
Ĕнтĕ ку та – кивĕ чăнлăх,
Ун çинчен халь, ватăлсан,
Тин пĕлейрĕм, хамăн çылăх
Лĕкĕ евĕр пухăнсан.
 
18.03.11.
 
ххх
Усалли те пур, ырри те –
Икĕ енлĕ, ик талант.
Ыр талант кӳрет ыр витĕм,
Усалли пач пăталать.
 
Çакна хам тӳссе эп куртăм,
Христос Турă тӳснĕ пек,
Усалли çех килет курттăм,
Ырри ваккăн, пĕрчĕпе.
13.03.11.
 
: 1165, Хаçат: 36 (1128), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: