Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ĕçлĕ çулçӳревпе пирĕн облаçра РФ Правительствин председателĕн çумĕ Ольга Голодец пулнă. Вице-премьер Унтăрти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан лицея тата сывлăха сиплекен «Волжанка» лагере, «Солнышко» ача пахчине çитсе курнă, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе çав тери кăмăллă юлнă.
Регионăн вĕрентӳ министрĕ Екатерина Уба пĕлтернĕ тăрăх, 2010-2011 вĕрентӳ çулĕнчен пуçласа Унтăрти лицей облаçри федераллă патшалăх вĕрентӳ стандартне (ФГОС) кĕртессипе пуçламăш утăмсем тăвакан вырăн шутланать. Лицей Ульяновскри патшалăх ял хуçалăх академийĕпе тачă çыхăну тытать – хими, биологи предмечĕсене тĕплĕн вĕрентекен ятарлă классем уçнă. Шкул — вĕри апат хатĕрлессипе, çуллахи вăхăтра ачасене ĕçе вырнаçтарассипе тата ытти ыйтусемпе Унтăрти минераллă шыв кăларакан «Волжанка» заводпа тачă çыхăну тытать. Лицей çумĕнче ачасене сиплекен çуллахи кану лагерĕ ĕçлет. «Солнышко» ачи пахчинче калаçу çурт-йĕре пысăклатасси пирки пынă.
Ольга Голодец регион ертӳçисем социаллă политикăна çĕнетессине пысăк витĕм кӳнине палăртнă. «Эп курнă пулăмсем манра ырă туйăмсем çуратрĕç, Ульяновск облаçĕ ĕçлеме пултарнинче чи малтан кĕпĕрнаттăрпа унăн ушкăнĕн тӳпи пысăк»,-тенĕ вице-премьер.
Хисеплĕ хăна Унтăрти палеонтологи музейне тата Ульяновскри И.А.Гончаровăн историпе мемориал центр-музейне кĕрсе тухнă.
 
: 904, Хаçат: 26 (1170), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: