Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ЯлТИ ĕçСЕне çамрăксем малалла тăсни хавхалантарать
 
«Родники» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче паян çумăр кĕтеççĕ. 4036 гектар çине акса хăварнă культурăсене нӳрĕ кирлĕ. Çурхи тулă 596 гектар çинче ӳсет, урпа – 483, хура тул — 88, пăрçа – 65, хĕвел çаврăнăш – 150, нумай çуллăх курăксем – 1446, пĕр çуллăх курăксем – 442. Шел, кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем кăçал хĕлле шăннă. Юлнă кĕрхи ыраш паян 185 гектар çинче çитĕнет, кĕрхи тулă – 27.
Хуçалăхра паян хĕрсех утă çулаççĕ. Ĕçченсене симĕс курăкпа тивĕçтереççĕ, ял-йыша çĕр пайĕшĕн выльăх апачĕ параççĕ. Утăçире Петр Моисеев палăрнă. Вăл «Нива» (СК-5) комбайнĕпе нумай çуллăх курăксене çулнă çĕрте тăрăшать. Петр Николаевич – çамрăк та пултаруллă механизатор, чаплă токарь тенине темиçе хутчен те илтме тӳр килчĕ. Токарь станокне те, хуть те мĕнле техникăна та пилĕк пӳрнине пĕлнĕ пек пĕлет терĕç. Кооперативра чылайранпа вăй хурать. Ĕçтешĕсем хаклаççĕ ăна.
– Çуракинче ырă ĕçĕпе палăрнă механизаторсене палăртса хăварсан аван пулĕччĕ, – терĕ хуçалăхăн тĕп инженерĕ Леонид Мещанинов. – Николай Ржата ДТ-75 тракторĕпе 420 гектар çурхи культурăсене акрĕ, Алексей Адамов (МТЗ-80) – 650 гектар. Çĕре кăпкалатнă, сӳреленĕ çĕрте Василий Дьяконов (Т-4), акара Николай Дьяконов (К-700) палăрнă. Петр Миги механизатор хăйĕн ĕçне чунĕпе парăннă çын. Петр Николаевичăн ĕç стажĕ – 35 çул.
Çăкăр ӳстернĕ çĕрте Петр Миги тӳпи питĕ пысăк. Сумлă механизатор 1977 çулта комбайнер пулăшаканĕнчен пуçланă та паянхи кунчченех, çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хурать. Унăн хурçă тусĕсем çак хушăра ТТ-75, МТЗ-80, К-700 А пулнă. Шанчăклă алăра пулнă техника хуçине пĕрре те улталаман, яланах аван ĕçленĕ. Халĕ те çавах. Эпир пынă вăхăтра Петр Николаевич К-700 тракторне кăçаллăха кантаракан хире иккĕмĕш хут çум курăкран тасатма тухма хатĕрлетчĕ. «Çураки йĕркеллĕ иртнинче манăн тӳпе те пур. Тухăç аван пултăр тесе хире дискаторпа тăрмаларăм, – терĕ вăрттăн кулса. – Пирĕн ĕçе çамрăксем малалла тăсни хавхалантарать».
«Родники» кооперативра икĕ бригадăра пурĕ çирĕме яхăн çын тăрăшать. Çамрăксем те çук мар. «Молдаван» (Т-70) тракторпа тăватă йĕкĕт ĕçлет: Петр Ерилов, Олегпа Сергей Таушкинсем тата Василий Жуликов. Ырă сăмаха тивĕçлĕ вĕсем. Иккĕмĕш çул тăрăшаççĕ. Пĕри те авланман-ха.
-Трактор-машинăсен кивелес йăли те пур,-тет Леонид Мещанинов.- Виç-тăват çул каялла туяннă «Полесье» комбайн, ХТЗ (ХТ-17222) трактор, удобрени сапакан «Амазоний» агрегат, çĕнĕ сеялка пирĕн шанчăка тӳрре кăларчĕç темелле. Вĕсем пире савăнтараççĕ. Мĕнле ертӳçĕ çĕнĕ техника пирки шутламасть-ши? Ĕмĕт-тĕллев çутă пирĕн, плансем пысăк. Николай Петрович Сайгушевпа яланах шыравра эпир.
 
Чăнлă районĕ,
Ирçел ялĕ.
 
: 863, Хаçат: 26 (1170), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: