Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çул çинче транспорт шучĕ ӳссе пынине çакă лайăх çирĕплетсе парать: Чăнлă районĕнче 28 пин çын пурăнать, техника шучĕ вара – 14 пин. Кĕскен каласан кашни икĕ çыннăн — пĕр техника.
Çитменнине, район урлă «Сызрань – Шупашкар» федераллă трасса иртсе каять. Çавăнпа та ГИБДД ĕçченĕсен (пуçлăхĕ О.Н.Мигулкин) ахаль ларма май çук. Кăçал районта 93 авари пулнă, вĕсенчен 16-шĕнче çынсем аманнă е вилнĕ.
- Сăлтавĕ – водительсем çул-йĕр правилисене пăхăнманни, вĕсене сĕмсĕррĕн пăсни, - тет районти ГИБДДра административлă саккунсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен инспектор Д.Н.Кузнецов. – Уйрăмах ку енĕпе çамрăксем палăраççĕ. Вĕсемпе калаçма та йывăр, хăйсене пуçтах, чăрсăр тытаççĕ. Çынсем усалланса пыни сисĕнет.
Дмитрий Николаевич ку ĕçре 2004 çултанпа вăй хурать. Вăл малтан Ульяновскри экономикăпа право техникумне пĕтернĕ, кайран Шупашкарти кооператив институтĕнчен вĕренсе тухнă. Ун тĕп тивĕçĕсем – ГИБДД ĕçченĕсем çул çинче документсене йĕркеллĕ çырнине тĕрĕслесе тăрасси, çул çинчи аварисене тишкересси, çынсем çăхавĕсене пăхса тухасси. Халь ГИБДДра 16 çын ĕçлет.
-Штата чакарнă хыççăн ĕçлеме йывăрланчĕ. Пур çĕре те ĕлкĕрме май çук. Çул çине фотофиксаторсем лартатпăр, вĕсем кунне 100 яхăн правилăсене пăснă тĕслĕх çирĕплетеççĕ. Штраф вара 100 тенкĕ кăна. Çул çинчи паллă кăтартакан хăвăртлăхран чылай ирттерсе çӳреççĕ, руль умне ӳсĕр лараççĕ. Вĕсене 15 талăка хупни те хăратмасть. Ун пек айăплав кăçал кăна 22 çын илчĕ ĕнтĕ. Пĕри, сăмахран, çулталăкра тăватă хутчен 15 талăк ларчĕ. Усси пулĕ-и? Вăл малашне те ӳсĕрле руль умне лармĕ тесе шантарма çук. Саккуна хытармалла. Уйрăмах аварисенче ачасем суранланни е вилни чуна ыраттарать. Пĕррехинче 18 çулхи çамрăк водитель удостоверенийĕсерех руль умне ӳсĕрле ларса хĕрачана таптаса вĕлернĕччĕ. Питĕ хăрушă япала ку. Çавăн пек инкексем ан пулччăр тесе тăрăшать пирĕн служба. Водительсене çул-йĕр правилисене ан пăсăр, хăвăр çинчен те, ыттисем çинчен шутлăр тесе калас килет,- тет полици капитанĕ Д.Н.Кузнецов.
 
Аслă Нагаткин.
 
: 968, Хаçат: 26 (1170), Категори: Паллa дата

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: