Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă вăрçăра çĕнтернĕренпе 67 çул çитнĕ ятпа Чăнлă районĕнчи Ирçел шкулĕнче çу уйăхĕн вĕçĕнче «Вăрçă ачисем» ята тивĕçнĕ ветерансене пуçтарса уяв ирттертĕмĕр.
Мероприятие Чăнлă районĕн социаллă аталану управленийĕн пуçлăхĕ Анатолий Узиков, Ульяновск облаçĕн ĕçпе социаллă аталану министерствин Чăнлă районĕнчи представителĕ Альфия Ханафиева, Ирçел ялĕн администраци пуçлăхĕ Николай Матук хутшăнчĕç.
А.А.Узиков ветерансене çамрăк ăру ятĕнчен саламласа тав сăмахĕ каларĕ. А.Н.Ханафиева социаллă хӳтлĕх органĕсем урлă мĕнле пулăшу илме май пурри çинчен панă ыйтусене хуравларĕ.
«Вăрçă ачисем» кăкăр паллине нумай ачаллă амăшсем – Н.П.Шалгомова, Л.Г.Егорова, Ирçел ветеранĕсен канашĕн председателĕ Т.С.Азанов, В.В.Фадеев, А.Ф.Сайгушев тата ытти ветерансем тивĕçрĕç.
Эпĕ пурне те саламласа Ульяновск облаçĕн правительствине, ĕçпе социаллă аталану министерствине, Чăнлă районĕн администрацине Тав çырăвĕ ярса пама сĕнтĕм тата хам çырнă «Вăрçă ачисем» сăвва вуласа патăм.
 
Пуçтарăнтăмăр паян
Ирçелĕн шкулĕнче.
Тĕл пултăмăр кĕçех аран
Эпир ватлăх кунĕнче.
Пухăннă ырă çынсен
Куçĕсем ав шывланнă.
Хурлăхĕ иртнĕ çулсен
Вĕсем патне таврăннă.
Чăтнă вăрçă нушине:
Мăян çинĕ, парăнман.
Турă вăрçă ачине
Пулăшнă, вилме паман.
Шурă тутăр çыхрăмăр
Пите сăн кĕтĕр тесе...
Çитмĕл çул тултартăмăр
«Вăрçă ачине» тивĕçсе.
Урăх ан çыхăр тутăра –
Хурлантарать чунсене.
Эп сунатăп пурсăра
Курма ырă кунсене.
 
 
Чăнлă районĕ,
Ирçел ялĕ.
 
: 950, Хаçат: 26 (1170), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: