Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Пурте хамăртан килет. Çине тăрса вĕрен. Ĕçе тĕплĕ ту. Ытти çынсемшĕн усăллă пулма тăрăш. Телейĕ вара сана хăех шыраса тупĕ», - теççĕ Чăнлă районĕнчи Каша шкулĕнче çирĕм çул ытла вăй хуракан Вера Владимировнапа Виктор Васильевич Прокопьевсем.
 
Вера Владимировна 1966 çулхи авăнăн 19-мĕшĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕпе ĕçчен, сăпай, анчах хăй тĕв тунине пурнăçлама хăнăхса çитĕннĕ. Шкулта тăрăшса, лайăх паллăсемпе вĕреннĕскер вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленнĕ. 1983 çулта вăтам пĕлӳ илнине çирĕплетекен аттестат илнĕ те Ульяновскри патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. 1983-1987 çулсем пулас вĕрентӳçĕшĕн çил çунатлăн иртсе кайнă. Вăл вулавăшсенчен туха пĕлмен, вырăс тата ют çĕршыв классикĕсен хайлавĕсене шĕкĕлченĕ. Вĕсенчен нумайăшне пăхмасăр калама вĕреннĕ. Вĕренекенĕсем патне пĕрремĕш урокрах хăй предмечĕпе нумай пĕлекен вĕрентӳçĕ пулса кĕме ĕмĕтленнĕ.
Ятарлă пĕлӳллĕ çамрăк вĕрентӳçе направленипе Чăнлă районĕнчи Йĕпе Пăкăрлă шкулне вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме яраççĕ. Чăнах та, вăл пĕрремĕш кунранах вĕрентӳ тинĕсĕнче хăйне пулă евĕр туять. Сисĕнмесĕрех патшалăх çирĕплетнĕ «плана» пурнăçлать те 1989 çулта тăван ялне таврăнать.
1990 çулта Ульяновскри патшалăх педагогика институтĕнчен Тутар АССРĕнчи Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксура 1966 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕнче çуралнă, 1983 çулта вăтам шкул пĕтернĕ Виктор Васильевич Прокопьев вĕренсе тухать. Ăна направленипе Чăнлă районĕнчи Каша шкулне химипе биологи урокĕсене илсе пыма çирĕплетеççĕ.
Виктор Прокопьевăн институтра вĕреннĕ тапхăра татса 1986-1988 çулсенче салтак тивĕçне пурнăçлама тӳр килет. Вăл Мускав облаçĕнчи ракета çарĕсенче çĕршыва сыхлама вĕренет. Салтакран чăн-чăн арçын пулса таврăннă каччă институтра çĕнĕ вăй-хăватпа вĕренме тытăнать. Çут çанталăк пуянлăхĕсем, ун çинчен вĕрентекен наукăсем шайĕнче пичетленсе тухнă кĕнекесене шĕкĕлчет, аслă пĕлӳллĕ естествовед – çут çанталăка тĕпчесе вĕренет. Паллах, естествоведени химие, биологие, географие çывăх. Виктор Васильевич çав наукăсемпе ăста вĕрентӳçĕ пулса тăрать.
Пĕр шăпаллă çамрăк вĕрентӳçĕсем пурнăç çулĕпе пĕрле утма тĕв тăваççĕ. 1991 çулта Кашара çĕнĕ çемье чăмăртанать.
Вера Владимировнапа Виктор Васильевич вĕренекенĕсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнса шкул чысне хӳтĕлеççĕ. Прокопьевсем шкулта пур енĕпе те тĕслĕх илмелли мăшăр пулса тăраççĕ. Вĕсем 13-14-мĕш разрядлă, 1-мĕш тата аслă категориллĕ специалистсем.
Телейĕ вара, чăннипех те, вĕсене хăех шыраса тупнă. Прокопьевсем çут тĕнчене ывăлпа хĕр парнеленĕ. Ывăлĕ – Вадим – пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене питĕ ăнăçлăн тытса Ульяновск патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Медицина институтĕнче 3-мĕш курсра вĕренет. Евгения 9-мĕш класра пĕлӳ илет.
Çамрăк ăрăва ӳпкелеме пĕлмесĕр, уншăн усăллă пулма тăрăшса, чи малтан хăйсем çине тинкерсе пăхса вăй хураççĕ Прокопьевсем.
 
: 892, Хаçат: 26 (1170), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: