Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕртмен (июнь) 24-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткинта çурхи ĕçсем вĕçленнине палăртса ирттерекен уяв -- Чупу пулчĕ. Чăнлă районĕн мухтавлă çыннисем тăрăшса ĕçлеме çеç мар, канма та пĕлнине кăтартса пачĕç.
 
Чупăва «Чăнлă районĕ» муниципаллă пĕрлешӳ пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов уçрĕ. «Ирĕк парсамăр ĕçпе çĕр кунне чыслама килнĕ ентешĕмсене саламламашкăн,-терĕ Ханяфи Валиевич.-Уй-хиртен кăçал та пĕлтĕрхи пекех тухăçлă тыр-пул пуçтарса илессе шанатпăр. Чĕкĕнтĕре вара эпир облаçĕпе чи нумай (13 пин гектар ытла) акакансем. Хастар та сумлă çĕр ĕçченĕсем – механизаторсем, водительсем, специалистсем – çителĕклех районта. Вырăнта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç те аванах аталанса пырать. Çĕр ĕçĕнче, пĕтĕмĕшле ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене чыс та мухтав. Паян пирĕнпе пĕрле савăнăçа пайлама Самар, Тольятти, Ульяновск хулисенчен, Тутарстанпа Чăваш Республикисенчен хаклă хăнасем килсе çитрĕç.
Чăнлă район ялавне çĕклемелли чыса виçĕ çын тивĕçрĕ. Вĕсен хушшинче – Анат Тимĕрçенти таврапĕлӳ музейĕн хуçи Валентина Викторовна Андрихова.
Сцена çинчен «Вăрçă ачисем» удостоверенипе кăкăр паллине панă май Ханяфи Валиевич сумлă ентешĕсене чăтăмлăхшăн тав туса хăварчĕ. Акă вĕсем облаçра аслă вăрçă вăхăтĕнче аслисене пулăшнă паттăрсем: Анатолий Ермилов (Юман), Николай Курайкин, Антонина Фролова, Валентин Фролов, Александр Краснов, Иван Чатта, Файмя Сыраева, Владимир Чавга, Виктор Купцов (Аслă Нагаткин).
«Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята панине çирĕплетекен удостоверенипе кăкăр паллине уявра илме Виктор Кондрашкин, Василий Благороднов (Вăта Тимĕрçен), Петр Эльмуков (Кивĕ Улхаш), Людмила Лопаткина, Виктор Аввакумов, Евгения Аввакумова, Николай Лаптев (Чăнлă посёлокĕ), Татьяна Брюханова (Аслă Нагаткин), Вячеслав Едифанов (Пухтел) тивĕçрĕç.
Тĕп сцена çинчен районти çамрăксен юхăмĕн хастарĕсене Хисеп хучĕсем пани яшсемпе хĕрсем пуçаруллине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Ульяновск облаçĕнче çамрăксен политикипе ĕçлекен департамент директорĕ Сергей Терёхин кашнин аллине тытса чăмăртарĕ. Çывхарса килекен çамрăксен кунĕпе регионти «Урам çеммисем» проекта хутшăнса районта çĕнтернĕ маттурсене те саламларĕ. Тата тепĕр ырă тĕллевпе килнĕ иккен Ульяновск çынни –2010 çулхи Пĕтĕм Раççей çыравĕн вăхăтĕнче тăрăшнăшăн Ханяфи Рамазанова статистика Федераллă службин медальне парса чысларĕ.
Ульяновск облаçĕнчи «Боевое братство» пĕрлĕх председателĕ Николай Лазарев тата Пĕтĕм Раççейри афганец ветерансен председателĕ Владимир Муратов Чăнлă районĕнчи уйрăм пуçлăхне Геннадий Ермилова «Участник боевых действий», Сергей Албуткина «За ратную боевую доблесть» медальсем парса хавхалантарчĕç.
«Шкула пуçтарăнма пулăш» ĕçне хутшăннă меценатсем – Геннадий Мулянов çĕр хуçипе Геннадий Ермилов усламçă – нумай ачаллă çемьесенчи шăпăрлансене парнесем пачĕç. Ертӳçĕсем çак ыркăмăллăх акцине ыттисене те хутшăнма чĕнчĕç. Меценатсене ашшĕ-амăшĕ тав турĕ.
Районти кашни ял тăрăхĕ хăйĕн çуртне тăратнă. Чăваш, тутар, вырăс тумне тăхăннă арçынсемпе хĕрарăмсем, çамрăксемпе ачасем юрлани-ташлани таврана илем кӳрет.
«Кала, хут купăс» конкурса хутшăнакансем яланхиллех йышлăччĕ. Купăсçăсем ялсенчен, Ульяновск хулипе районĕнчен çеç мар, кӳршĕллĕ Çĕпрел (Тутарстан) районĕнчен, Чăваш Енрен те килсе çитнĕ. Ăстасен кĕвви таврана ян-ян каять.
Уяв илемĕ – лашасем. Чупура çĕнтернĕ юланутçăсемпе ярăнчăк урапа хуçисем килнисене хăвăртлăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. «Боевое братство» парнишĕн юртăпа чупса Сахалин ятлă утпа А. Хамбиков мала тухрĕ. Иккĕмĕшне И.Халимзянов (Гротекс) йышăнчĕ. Н. Агапов парнишĕн ăмăртнă иккĕмĕш чупура Г. Кузьмин Зачёт учĕпе пĕрремĕш тухрĕ. Иккĕмĕшĕ – А.Хамдеев (Бархат). Виççĕмĕш чупура И.Блюдин (Генетик) малти, Г. Кузьмин (Милорд) иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕ. Тăваттăмăшĕнче Х.В.Рамазанов парнишĕн ăмăртрĕç. Пĕрремĕшĕ – П.Сидоров (Кедр), иккĕмĕшĕ – М.Албутов (Барон), виççĕмĕшĕ – Ю.Кузьмин (Засечная). Малалла юланутçăсем ăмăртрĕç. 5-6-мĕш чупусенче малти вырăнсене Казаков (Дагира), С.Кудомасов (Изюминка), Казаков (Гектор-2) тата В. Таушкин (Гавана) йышăнчĕç. Уява вĕçлесе "Кентавр" клуб хĕрачисем – Н.Заводская, М.Трухина, В.Сальникова – ăмăртрĕç.
Ипподром çывăхĕнче лашасемпе чупакансемшĕн «чирлеме» килнисем нумайччĕ. Ытти спорт площадкисем те вăйлисемпе харсăррисене илĕртсе тăчĕç. Спорт вăййисене (шахмат, футбол, волейбол, кĕрешӳ, кире пуканĕ йăтасси, шерте çинчен автан илесси тата ытти те) йĕркелекенсем, тăрăшни куçкĕретех. Ахальтен мар Ульяновскри хăнасем сцена çинчен Чăнлă районĕнчи спорт сменсене, ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсене Раççейĕн олимп резерв шкулĕсене илнине пĕлтерчĕç. Ку хутĕнче Улăпсем кавир çинче ирĕклĕ мелпе çеç мар, чăвашла тата тутарла-пушкăртла кĕрешсе вăй виçме пултарчĕç. Судья – Борис Алексеевич Чернов. Чăваш кĕрешĕвĕнче абсолютлă чемпион ятне Аслă Нагаткин каччи Алексей Краснов тивĕçрĕ. Ирĕклĕ кĕрешӳре абсолютлă чемпион – Максим Изендеев (Аслă Нагаткин), тутар-пушкăрт мелĕпе – Денис Сетнеров (Чĕмпĕр). Вĕсем виççĕшĕ те чи хаклă парнесене – такасене – илме пултарчĕç. Ирĕклĕ кĕрешӳре тăватă виçе категорийĕнче кĕрешрĕç. 57 килограмм таякансем хушшинче пĕрремĕш вырăна Константин Ратаев тухрĕ, 66 – Иван Чернов, 74 – Алексей Краснов, 85 – Максим Изендеев. Пурте Аслă Нагаткинти спорт шкулĕн воспитанникĕсем (тренерĕ – Борис Чернов). Кавир çине хĕрачасем те тухрĕç. Ирина Трифонова 50 килограмлă виçе категорийĕнче малти пулчĕ, Анна Краснова – 45, Валентина Патькова – 60. Парнепе каякансем тата нумайăн пулчĕç. Кире пуканне йăтса Çĕнĕ Улхаш пăхаттирĕ Александр Утриванов тĕлĕнтерчĕ. Вăл виçĕ минут хушшинче 24 килоллă кире пуканне чи нумай хутчен йăтрĕ.
Чăваш Çĕпрелĕн (Тутарстан) пултарулăх юрăпа ташă ушкăнĕ чăнлăсене чăваш юррисем парнелерĕ. Тольятти хулинчен килнĕ «Витязи» паттăрĕсен шоу-программи – вăйламас çынсем мĕн-мĕн тума пултарни – халăха тыткăнларĕ.
 
: 1040, Хаçат: 26 (1170), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: