Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Каркелĕнче икĕ уяв харăс пулчĕ: ял 340 çул тултарнине палăртрĕç тата чăваш Акатуйĕ иртрĕ.
 
Малтан ял çыннисем Аслă вăрçăран таврăнман салтаксен тата нумай çул хуçалăх председателĕнче ĕçленĕ Н.А.Никоноренко палăкĕсем умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Унтан халăх Культура çурчĕ çумне куçрĕ. Сцена çине ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.А.Кряжев Акатуй ялавне лартнă хыççăн уяв пуçланнине пĕлтерчĕ. Халăх умне Акатуй паллине – сухапуç йăтса тухрĕç. Районти чăвашсен наципе культура автономийĕн пуçлăхĕ Л.Н.Яковлев салам сăмахĕ хыççăн мăчавăр пулса авалхи чăвашсен кĕллине вуларĕ, çĕр тулăх пултăр тесе ун çине сăра тăкрĕ. Хĕрсем пухăннă халăха сăрапа, çăкăр-тăварпа, ăшаланă çăмартапа сăйларĕç.
Пĕрремĕш хут Туварма çинчен (ял ячĕ малтан çапла пулнă) 1672 çулта асăннă. Яла пуçласа яракансем патша çарĕнче нумай çул службăра тăнă чăвашсем пулнă. Малтан 45 кил пулнă тесе çыраççĕ историксем. Халĕ ку ялта ытларах чăвашсем тата мордвасем пурăнаççĕ. Ытти нацисем те пур.
Халăха район пуçлăхĕ Ю.Н.Степанов (вăл çак ялта çуралса ӳснĕ), Ульяновскри И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин пуçлăхĕ А.А.Мордовкин тата ыттисем саламларĕç. Ялти тата обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакансене наградăсем пачĕç. Облаçри Саккунсем кăларакан Пухăвăн Тав çырăвĕсене Л.Н.Яковлев тата вырăнти библиотека ертӳçи, çак уява ертсе пыракан Л.Н.Кузина тивĕçрĕç. Сидоровсен çемйине ача çуралнă ятпа парне пачĕç. Портновсен çемйине ылтăн туй, Бутылкинсен çемйине мерчен, Аршиновсен çемйине кĕмĕл туй ячĕпе саламларĕç.
Ю.Н.Степанов çулланнă çынсене «Вăрçă ачисем» удостоверенисене тата кăкăр паллисене пачĕ. А.А.Мордовкин УОЧНКА ятĕнчен Ю.Н.Степанова, П.А.Кряжева тата ытти хастарсене Тав çырăвĕ парса чысларĕ.
Сцена çине С.В.Ерофеева (вăл Культура çуртĕнче те, шкулта та чăваш культури кружокне илсе пырать) ертсе пыракан ачасен «Родничок» ушкăнĕ тухса юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Ульяновскран килнĕ Варвара Ерофеева та илемлĕ юрăсем юрларĕ. Ватти-вĕтти тĕрлĕ шӳтлĕ вăйăсене, амăртусене хутшăнчĕ – пурте тулли кăмăлпа канчĕç.
Акатуй вĕçленнĕ хыççăн Вешкаймăран килнĕ Анатолий священник шкул çумĕнчи çĕнĕ часавая таса шывпа сапса, кĕлĕ вуласа çутатрĕ.
Ун хыççăн ял çине çумăр чашлаттарса çума тытăнчĕ.
 
Вешкайма районĕ.
 
: 903, Хаçат: 26 (1170), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: