Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Йăлана кĕнĕ майпа кăçал та Майна районĕнчи Чӳрекел ялĕнче Акатуй ирттерме шутларĕç. Çăмăл мар пысăк мероприяти йĕркелеме, анчах пĕрре çухатсан япалана каялла тавăрма тата йывăртарах.
 
Ирпе пĕлĕтсем пуçтарăнкаласа тăчĕç, кăштах çумăр та çуса кайрĕ. Анчах хатĕрленни сая каймарĕ.
Н.В.Ульяновпа А.П.Краснов шкул картишĕнчи йывăçсем хушшинче яла тутлă шăршă сарса шашлык ăшаларĕç, Р.Н.Ульянова кăпăкланса тăракан чăваш сăри вĕретнĕ, Е.М.Козлова канихвет-пĕремĕк сутать. Шкул картишĕпе таврашĕнче чăвашсен ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсен куравне йĕркеленĕ.
Ульяновскран тата районтан килнĕ хăнасене чи малтан чăвашсен салмипе хăналарăмăр. Унтан вĕсем музейпа паллашрĕç.
Майна район администраци пуçлăхĕ А.Н.Дорофеев, унăн çумĕ Н.В.Харитонова, районти вĕрентӳ пайĕн пуçлăхĕ В.В.Жуков, УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев, вырăнти фермер Н.Н.Волынщиков сцена çинчен уявпа саламларĕç: пĕрисем чăваш чĕлхипе культурине аталантарассишĕн тăрăшса ĕçлекенсене ырă сăмахсем каларĕç, теприсем çак мероприятие ирттерме пулăшакансене Тав хучĕсемпе чысларĕç, виççĕмĕшсем çĕр çинче ĕçлекенсен ĕçне хакларĕç.
Ялти чи тирпейлĕ кил-хуçалăха, çемье тĕрекне 50 тата 60 çул упраса пурăнакансене парнесемпе чысларĕç.
Нина Васильевнапа Геннадий Николаевич Садовниковсен кил-хуçалăхĕ – чи тирпейли.
Любовь Дмитриевнапа Иван Егорович Гордеевсем 50 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ, Ольга Яковлевнапа Александр Николаевич Яковлевсем – 60 çул. Яковлевсем пирки уйрăм каласа хăварас килет – Ольга Яковлевна чирлĕ мăшăрне 15 çул пăхать. Хальхи çамрăксемшĕн вĕсем тĕслĕх.
Илемлĕ тумлă Чӳрекел шкул ачисен концертне ашшĕ-амăшĕ, кукамăшĕсемпе асламăшĕсем чунтан киленсе курчĕç.
Ульяновскри «Илем» ансамбль пирĕн патра пĕрремĕш хут мар. Шăнкăрав пек сассисемпе, илемлĕ тумĕсемпе савăнтарчĕç пире хальхинче те. Ялтан куçса кайса Самарта тĕпленнĕ 80 çултан иртнĕ кинемей чăтса тăраймарĕ, ташша ячĕ. Куçĕнчен куççулĕ юхрĕ унăн, урисем кĕвĕ майĕпе илемлĕн шурĕç.
Спорт площадки вара кĕрлесе тăчĕ. Юпа çине хăпарасси, вĕрен туртасси, кире пуканĕ йăтасси, чупасси, сикесси тата витресем йăтса ăмăртасси – Акатуй вăййисем. Ĕлĕкхи йăла сыхланса юлни чуна савăнтарать. Юрлать чăваш, савăнать чăваш, малалли ĕç валли вăй пуçтарать.
Каç енне кайичченех сасă пĕтмерĕ шкул таврашĕнче. Зинаида Николаевнапа Сергей Григорьевич Ярославскийсем, Тамара Николаевна Ларкина, Лидия Петровна Шкаликова нумай тăрăшрĕç çак уява пысăк шайра ирттерессишĕн, ял халăхне савăнтарассишĕн. Тав вĕсене.
 
: 746, Хаçат: 26 (1170), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: