Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2011 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче эпĕ чăваш чĕлхипе район олимпиадине хутшăнса çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçрĕм.
2012 çулхи нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче пире, тĕрлĕ чĕлхепе çĕнтерекенсене, «Юность» лагере регионти олимпиадăна ячĕç. Паллах, питĕ пăлхантăм. Пĕремĕш кун эпĕ чăваш чĕлхипе, иккĕмĕш кун чăваш литературипе ăмăрту. Пĕтĕмлетĕвĕсем тепĕр кун тин пулчĕç. Хăранипе куççуль те тухрĕ. Хамăн ята пĕрремĕш йĕркере курсан эпĕ савăнăç куççулĕпе çиçрĕм. Мана кубок, медаль тата диплом парса чысларĕç. Савăнăçлă лару-тăрура çапла чыс тунăшĕн питĕ хĕпĕртерĕм. Иртнĕ çул та эпĕ çĕнтерӳçĕччĕ. Çĕнтерӳçĕ пулма çăмăл мар. Тĕплĕн хатĕрленмелле: вуламалла, çырмалла. Çаплах ума çирĕп тĕллев лартни кирлĕ. Вара мĕнпур вăя пухса тăрăшмалла.
Эпĕ хама олимпиадăна хатĕрлекен вĕрентӳçĕсене, атте-аннене, юлташсене, ырă сăмахпа пулăшса пыракансене пысăк тав сăмахĕсем каласшăн.
Хамăр чăваш пулнине манмалла мар, йăла-йĕркене, чĕлхене упрамалла. Эпĕ чăваш пулнишĕн савăнатăп. Çавăнпа мухтанатăп. Чăвашсен мероприятийĕсене хаваспах çӳретĕп.
 
Майна районĕ,
Чӳрекел шкулĕ.
 
: 760, Хаçат: 26 (1170), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: