Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн ялта тĕлĕнмелле хĕрарăм пурăнатчĕ – Хĕветле. Вăл ялта – чи çӳлли. Арçынсенчен те унран çӳллĕреххи пĕр Тимĕрçĕ Унтри кăна пулнă теççĕ. Унтри тахçанах леш тĕнчере. Ватăскерччĕ, вăрăм сухалне кăвапи таран ӳстернĕччĕ. Çав сухала хальччен те манаймастăп. Алли-ури пит маçтăр пулнă тетчĕç. Шкул музейĕнче халĕ те вăл маçтăрланă хăш-пĕр япали упранать.
Хĕветлене çут çанталăк çирĕп сывлăх парнеленĕ. Хул-çурăмĕ сарлака, ури тĕреклĕ, алли вăйлă. Сасси те мăнă, хулăн тухать. Калăн, ку хĕрарăмăн арçын пулмалла пулнă. Хĕветле йышшисем таврара пит сайра тĕл пулаççĕ.
Упăшкине астумастăп. Хĕветле ял хĕрринчи пĕчĕк, тăвăр, улăмпа витнĕ кивĕ пӳртре пĕртен-пĕр ывăлĕпе пурăнатчĕ. Унăн картишĕнче выльăх, хур-кăвакал сассине нихăçан та илтмен.
Ваттисем каланă тăрăх, Хĕветле таçтан качча килнĕ. Хамăр ялтан мар иккен. Вăл ялан пĕр тумпа çӳретчĕ: килте тĕртсе тунă пиртен çĕленĕ вăрăм кивелнĕ кĕпе, икĕ енĕпе пысăк кĕсьесем. Ури çара, çулла – калуш тăхăнатчĕ, хĕлле – çĕтĕк атă. Кăвакарнă çӳçне нихăçан та тураман, сапаласа яратчĕ.
Хĕветлене илемлĕ пит-куçлă тесе калаймăн: сăмси пысăк, куçĕ тĕссĕрленнĕ, хăйĕнчен таçтанах табак шăрши перет. Хĕветле ытларах килте ӳстернĕ табака килĕштернĕ. “Коммунизм ялавĕ” хаçатран хăвăрт та меллĕ пĕтĕретчĕ чикарккă. Хăш чухне пĕр-пĕр арçынна пĕтĕрсе панине те сăнама тӳр килнĕ. Чикаркки те Хĕветлен пепке ал туни хулăнăш, пĕрре ĕмсе илсе тулалла паклаттарать те – таврари çынна паллама хĕн. Ӳпки виçĕ çыннăннипе танлашать пулас!
Хĕветле алă чĕрнисене сайра каснă пуль, çавăнпа вĕсем хулăн та вĕçĕсем таса марччĕ. Ывăç тупанĕ ывăс пек сарлака та хулăн. Колхоз ампарĕн çăраççи те унран самай пĕчĕкрех пулас. Хĕветле пĕрре сулласа тулли тырă миххине çуна урлă ывăтма пултарнă. Хĕветлепе тавлашмаççĕ, вăл ялан çиеле тухать, хăратма та пултарать. Çавăн пек вăйпа камăн явăçас килтĕр?
Пурăнасса та хăйне май пурăнатчĕ вăл. Колхоз ĕçне хутшăнатчĕ. Эрех ĕçме килĕштеретчĕ. Ывăлĕ хĕрĕхрен иртнĕ пулас, анчах хăй пекех час-часах ӳсĕр çӳретчĕ. “Иккĕш пĕр тăван…” – ассăн сывлатчĕç ватăсем.
Хăш чухне арçынсем пуçтарăнса лавкка хыçĕнчи çерем çинче эрех сыпаççĕ. Ăçтан сисет Хĕветле! Хăш вăхăтра çитет вăл кунта! Хăйне ярса памасан арçынсене хăлха чикки туянтарма пултарать. Тулли стакан памалла. Çапла хăнăхнă Хĕветле. Пĕлеççĕ ĕçкĕçсем, тавлашмаççĕ, пĕрле чикарккă мăкăрлантараççĕ. Хĕветле хăш чухне сĕнсен те ĕçмест. Ĕçекен арçынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ вăл, çавăнпа вĕсем ăна хисепленĕ.
Хĕветле вулама пĕлместчĕ, анчах çакна палăртас мар тесе чикарккă пĕтĕрнĕ самантра хаçатне çавăркаласа тишкеретчĕ.
-Ха, малашне çутă пуласлăх шантараççĕ, - вуланă пек çавăркалать вăл хаçатне. – Кама шанмалла? Ĕçлетĕп, ĕçетĕп, хамăнне çиетĕп, вăрламастăп. Эпĕ хам – пĕр патшалăх. Маншăн пĕрех: паян-и, ыран-и? Халех тĕнче пĕтсен те хуйхăрмастăп. Улталаççĕ пире. Сахал мар тĕнче каснă, анчах пĕр-пĕр пуçлăх пурлăхне хура халăхпа пайланине курман. Вăрласа тунипе пурăннин усси-и? И-и-и-и!
Хĕветле ку самантра уйрăмах хĕремесленсе кăшкăрма пуçланă. Юлашкинчен лавкка çумне ларса тĕреннĕ, лăпкă ыйха путнă. Кăкăр умĕ кăна куççулĕпе йĕпеннĕ. Анчах ăна никам та асăрхаман. Пĕлмен çынсем Хĕветлен чунне, ăнланман.
Хĕветле питĕ вăйлăччĕ. Вăл вăхăтсенче ял лавккине райпо складĕнчен эрехе пы-ы-ысăк пичкесемпе турттарса килетчĕç. Çав пичкесене Хĕветле пĕччен çĕклесе кĕретчĕ лавкка складне. Тăватă арçын аран çĕклетчĕ çав пичкене! Таса çырларан хатĕрленĕ эрехе чи малтан тутанса пăхакансен шутĕнче те Хĕветле пулнă. Ĕçленĕшĕн, тӳлевсĕр. Никама та начар сунман вăл: хăй ĕçне тунă, уншăн кирлине илнĕ, сисмен çĕртен çухалнă.
Хăнчăр Çеменĕ хĕрне качча парать. Ялта çапла, килти ĕçсене пуçтарса пĕтернĕ çĕре каç сĕмлĕхĕ сисмесĕрех çурт тăррисене хуплать. Шăп çак самантра туя чĕннисем Çемен çурчĕ енне капăр тумсемпе васкамасăр утаççĕ. Арçынсем пĕр-пĕрин умĕнче вăрттăн мухтанса хаклă чикарккă тивертеççĕ, пĕр-пĕрне хăналаççĕ. Савăнăç ӳссех пырать. Кĕвĕ урамсем тăрăх ялалла саланать. Хăнасен шучĕ ӳссе пынипе кĕçех çынсен сасси картишĕнче, садра, урамра хутшăнса пĕр кĕрлевпе танлашать. Кам мĕн калаçать - уйăрса илме хĕн. Пирĕн çапла: иртен-каякана урамра эрех-сăрапа хăналамасăр малалла ямаççĕ. Ачи-пăчи те ку чух аптăраса çухалса каймасть, аслисем сиссе ĕлкĕриччен сĕтел çинчен пылакрах çимĕçне вăрттăн йăкăртма ĕлкĕрет. Сиссен те ачасене вăрçмаççĕ – çылăх!
Кĕрлет туй Хăнчăрсен килĕнче! Хĕветле çынсем куриччен алăк çумĕнчи кăмака хыçне кĕрсе вырнаçнă. Совеç текенни унра пур-ха – тӳрех сĕтел хушшине кĕрсе ларман. Чĕнмен ăна кунта. Ак шанкуйсем унта-кунта чупкалаççĕ. Пылаккисене тутанаççĕ. Вĕсене Хĕветле те курать, хайхисенчен уссине курмалла-çке!
Шкул ачи Якур канихветсен сортне тĕрĕслеме-ши – вăрттăн кăмака хыçне тĕршĕнет. Аллинчи япалисене тишкерет. Эрешмен танатине шăна çакланнă тейĕн, ăна Хĕветле кап! ыталаса илет. Тимĕр пек алăсенчен тарайăн-и? Май çук! Тапаланать Якур, кăшкăрас килет, кăкăр кĕлеткине хĕстернĕ.
-Ан шавла, сана начар тумастăп. Ме, тыт, - çур ывăç мăйăр тыттарать хĕрарăм Якура.
Унччен таçта ĕçнĕскерĕн çăварĕнчен шăршă кĕрет. Ку шăршăпа ачан сывлăшĕ пӳлĕнет. Мăйăр вара аван.
-Якуркка, эсĕ ман валли сăмакун кăна вăрттăн илсе килсе пар. Татах мăйăр парăп сана, кур, кĕсье тулли, - шăкăртаттарать мăйăрсене Хĕветле.
Якур куçĕсем хĕмленнĕ. Сăмакуна ача таçта илсе кайнине аслисем сăнаса тăраççĕ-и ку чухне? Кама кирлĕ вăл, пĕчĕкскер. Хĕветлене – сăмакун, Якура – мăйăр. Вăрттăн суту-илӳ темиçе хут та пулса иртрĕ кăмака хыçĕнче. Хăш чухне мăйăрсем алăк умне кусса каяççĕ. Сăмакун нумай, мăйăр Хĕветлен пур-ха. Ачана ватă хĕрарăм черкке хыççăн черкке ӳпĕнтерни тĕлĕнтерет. Якур хăш чухне эрех вырăнне шыв та килсе парать. Лешĕ сисмест- шим? Янк тутарать Хĕветле черккесене. Ытти ачасем те Якур хăтланăвĕсене сиснĕ. Вĕсем те Хĕветлене сăмакунпа хăналама пуçланă. Кĕрлет туй, сикет çын ури урай тăрăх…
Сасартăк Якура темле хăватлă вăй аялалла туртса кравать айне сĕтĕрсе кĕрет. Нимĕн туса ĕлкĕреймест Якур. Шыв çине тухнă вак пулла çăрттан ярса илнĕ пек туйăнать ку самант. Хĕветле аллисем иккен. Епле кĕрсе выртнă вăл унта? Якур тапаланать, ӳсĕр Хĕветле ытамĕнчен вĕçерĕнесшĕн, май çук. Вĕлерет вĕт капла. Якур тапаçланнă май, ал айне лекнĕ хăрăмлă чукуна Хĕветле пуçне тăхăнтартса хурать те самантра тарать. Чукун çăлать ăна тыткăнран. Малалла вара тамаша пуçланать. Хĕветле пуçĕнчи чукуна ниепле те хываймасть. Тапаланать кравать айĕнче, аллисемпе хăлаçланать. Вăйлăскер кравате те çĕклесе çапать, аллисене саркаласа урай варрине сиксе тăрать. Ăнсăртран сĕтеле лектерсе йăвантарать. Пуçланать çухăрашу. Кам ăçта пултарать, çавăнта тапса сикет. Хăрăмлă чукун хуçи кам пулнине ăнланса илеймеççĕ. Кĕсйинчен урайне тăкăннă мăйăрсем çинче шуса темиçе хут та шуса ӳкет хĕрарăм. Тапаланать, тăрать, каллех ӳкет. Якур алкумĕнче йĕрсе тăрать. Хĕветле чукунран пит хăрушă мĕкĕрет. Телее, темле майпа пуçĕнчен чукунĕ хывăнса ӳкет. Пит-куçĕ хăрăмпа вараланса пĕтнĕ, анранă Хĕветле урамалла тапса сикет. Хирĕç пулакансем ăна курсан кутăн кайса ларнă теççĕ.
Чылай пынă çуйхашу Хăнчăрсен килĕнче.
-Мĕн тума кĕрсе выртнă эсĕ Хĕветле патне?- ĕнсе чикки туянать Якур ашшĕнчен.
-Хăй туртса антарчĕ мана-а-а! – тӳрре тухас тесе тата хытăрах йĕрет Якур.
Чухлать вăл: хытăрах йĕрсен урăх хăлха чикки лекместех.
Туй хыççăн Хĕветле вăрахчен ял çине тухман. Унтанпа лавкка хыçĕнче арçынсемпе эрех ĕçнине те курман ăна. Эрех пичкисене те йăтса çӳремен. Пахча умĕнчи çĕрĕшнĕ пĕренесем çинче чикарккă кăна мăкăрлантарнă. Çав пĕренесене ывăлĕ тахçанах вăрман касма кайсан çĕнĕ çурт лартма тесе тиесе таврăннă пулнă. Анчах вĕсем ку таранччен çĕрнĕ ĕнтĕ, пура валли юрăхсăр.
ххх
Хĕветле вилни нумай çул иртрĕ. Ун çинчен аса илекенсем те ялта сахал. Масар çинче унăн вил тăпри çине лартнă хĕрес чи пĕчĕкки теççĕ.
 
 
 
: 887, Хаçат: 26 (1170), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: