Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск облаçĕнчи Юлия тата Сергей Арцыбашевсем Пĕтĕм Раççейри «Студентсен çемйи» ăмăртура çĕнтернĕ.
Ку ĕç Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пуçарăвĕпе, РФ спортпа туризм тата çамрăксен политикин министерствипе РФ Патшалăх Думин çамрăксемпе ĕçлекен комитечĕ хавхалантарнипе иртнĕ.
Йĕркелӳçи – Ульяновск облаçĕн шалти политикин министерствин çамрăксен политикин департаменчĕ.
Конкурс финалĕнче хутшăнма Ульяновск облаçне студентсен çемйисем Раççейĕн пилĕк регионĕнчен — Рязань, Саратов, Архангельск облаçĕсенчен, Чăваш Республикинчен, Марий Элтан — килсе çитнĕ. Ульяновск облаçĕнчи Арцыбашев студентсен çирĕп мăшăрĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вĕсене 150 пин тенкĕ парса хавхалантарнă.
Чăваш Республикинчен килнĕ Надеждăпа Евгений Дозоровсем иккĕмĕш вырăна тухнă (100 пин тенкĕ), виççĕмĕшсем – Рязань облаçĕн çамрăкĕсем Екатеринăпа Роман Сулица (50 пин тенкĕ).
Студентсен çемйисем спонсорсенчен ятарлă парнесене, грамотăсене тивĕçнĕ.
 
: 938, Хаçат: 27 (1171), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: