Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Социаллă аталанупа ĕç министрĕ Анатолий Васильев сăмахĕпе, «Шкула пуçтарăнма пулăш» тăвăм пынă май область бюджетĕнчен 4045 ачана шкул хатĕрĕсем туянса панă: муниципаллă пĕрлĕхсем – 1980 ачана, усламçăсем – 2511ачана.
Ульяновск облаçĕнче тăвăм кашни çулах çĕртмен пĕрремĕшĕнчен тытăнса çурлан 31-мĕшчен пырать. Кăçал облаçри 20 пин ача шкула кайма пулăшасса кĕтет.
 
Тĕнчери çамрăксен лагерĕ
«Начни с себя» проектпа килĕшӳллĕн утăн 1-15-мĕшĕсенче пирĕн облаçра çамрăксен тĕнче шайĕнчи «Содружество. Память поколений» çут ĕçпе культура лагерĕ ĕçлĕ.
Унта Раççей Федерацийĕнчи 16 хулари çамрăксен обществăлла организацийĕсен çыннисемпе студентсем хутшăнĕç. Çаплах лагере Белорусси, Молдави, Украина, Великобритани, Венгри, Вьетнам, Итали, Латви, Серби, Чехи, Эстони çĕршывĕсен çамрăкĕсем килсе çитнĕ.
Тĕнчери çамрăксен лагерĕ Ульяновск облаçĕнче пĕр смена пулать. Кивĕ Майнăпа Чартаклă районĕсенче вырнаçнă икĕ площадкăра çамрăксем ытларах Раççей историйĕпе кăсăкланĕç, ăна тĕпчĕç.
«Начни с себя» проектпа килĕшсе Ульяновск облаçĕнче 14 экспедици йĕркеленнĕ.
 
: 933, Хаçат: 27 (1171), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: