Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕн мĕнпур лаптăкĕн 26 проценчĕ – вăрман! Унăн лаптăкĕ – 1 миллион та 62 пин гектар. Вĕсенчен Майна районĕнчи «Маклаушский лес» хуçалăх 11364 гектар вăрмана пăхса тăрать.
 
Ăна Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче çуралса ӳснĕ Алексей Васильевич Кашкаров ертсе пырать. Вунсакăр çул вăй хурать вăл çак хуçалăхра. Вăрман маçтăрĕнчен тытăнса директора çитнĕ. Виçĕ çул ытла туртать ĕнтĕ ертӳçĕн çăмăл мар лавне.
-Мĕн ачаран вăрмана юрататăп. Пĕчĕкле ял çумĕнчи вăрмана тăтăшах чупнă. Пулă тытасси, сунара каясси юратнă ĕç пулнă. Мĕн ачаран лесник пулатăп тесе ӳснĕ. Çак професси илĕртнин тепĕр сăлтавĕ – иккĕмĕш сыпăкри тете вăрман хуçалăх техникумĕнче вĕренни. Вăл киле килсен интереслĕ каласа паратчĕ вăрман ĕçĕ пирки. Тăван ялти шкулта аттестат илнĕ хыççăн, 1991 çулта, пĕр иккĕленмесĕр Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне çул тытрăм. «Лесное хозяйство» специальноçа алла илтĕм, практикăра Мăклавăш вăрманĕнче пулма тӳр килчĕ. Унтан салтака илчĕç. Çулталăк çурă Тинĕс çар флотĕнче службăра тăтăм. Таврăнсан 1996 çулта мана Мăклавăша ĕçлеме чĕнчĕç, - каласа парать Алексей Васильевич.
Çамрăк специалиста тӳрех маçтăра лартаççĕ. Ăна вунă лесник пăхăнса тăма тытăнать. Вăрманта миçе йывăç, ăна мĕн чухлĕ касмалла, мĕн чухлĕ лартмалла, кăпшанкăсенчен, пушартан мĕнле сыхламалла? Çак ыйтусене татса парасси те çамрăк специалистăн ĕçех пулнă.
- Халĕ лесниксем çук. Унччен кашни 10 квартала (1 пин гектар вăрман) пĕр лесник пулнă. Штатра пирĕн 20 çын. Çын çитменнипе вăрмана кирлĕ чухлĕ касаймастпăр. Тен, çавна пулах 2010 çулта вăрманта пушар тухрĕ, юрать, 5 гектар кăна çунчĕ. Кашни çулах пирĕн хуçалăхра ĕçлекенсем 20 гектар вăрман лартаççĕ, çавăн чухлех касаççĕ. Тата вăрман хăйпе хăй те сарăлать – вăрăран. Каснă вăрмана таврари газ кĕртмен ялсенче (Чӳрекел, Труд, Чуппарав, Çĕнĕ Мăклавăш, Мăклавăш станцийĕсенче) пурăнакан ватăсене йӳнĕ хакпа çулсерен пилĕкшер кубла метр паратпăр. Хамăрах турттаратпăр. Хуçалăхăн хăйĕн пилорами пур. Саккаспа пурасем те тăватпăр, - интересленнине кура хуравлать пуçлăх.
Алексей Кашкаров çемйипех вăрман çумĕнче пурăнать. Мăшăрĕ Любовь Николаевна хуçалăхра кадрсен пайĕн пуçлăхĕнче ĕçлет. Диана хĕрĕпе Никита ывăлĕ – шкул ачисем, Кивĕ Мăклавăшра вĕренеççĕ. Вăрманпа питĕ интересленеççĕ вĕсем. Ашшĕ чавтарса тунă кӳлĕре пулă тытаççĕ, çырла-кăмпана çӳреççĕ. Ирçелĕнчен тăванĕсем килсен тĕлĕнеççĕ Кашкаровсенчен. «Çак вăрăм тунасене чăтса мĕнле пурăнатăр?» - теççĕ.
-Эпир вара вĕсене пĕртте туймастпăр, ачасем те хăнăхса ӳснĕ, - тет Алексей Васильевич.
Вăрман хуçалăхĕнче ĕç нихăçан та пĕтмест, ялти пекех. Апла пулин те Алексей Кашкаров юратнă ĕçĕ валли вăхăт тупать. Вăрманта кӳлĕ чавтарнă, унта карп, карас, толстолобик, кĕркке (форель) пулăсем ĕрчетет. Пулă лăккисене (малёк) ятарласа туянса шыва янă. Иртнĕ çул вăл хăй пĕвинче пĕр кило çурă таякан кĕркке тытнă. Çынсем те килеççĕ пулă тытма. Вăлтапа ларакансене чармасть Кашкаров, анчах сĕрекепе сĕрме хăтланакансене урăх яхăнне те ямасть.
Унăн юратнă ĕçĕсенчен тепри - сунар. Тĕрлĕ пăшалĕсемпе мухтанма пултарать вăл. Тата сунар йытăсăр мĕнле пулать? Алексей Васильевич таса ăратлă йытăсем ĕрчетет – вĕшле, Хĕвеланăç Çĕпĕрти лайка, шăтăка кĕрекеннисем. Ăратлă йытăсем килĕнче пиллĕк. Тытнă чĕр чунсемпе кайăксенчен кĕлеткине (чучело) тăвать. Ку питĕ кăткăс та вăрах ĕç. Хăй патне пырса чĕр чун кĕлеткине тума ыйтакансен кăмăлне вара хăварасшăн мар. Кун пек маçтăрсем облаçра пурĕ те виççĕн кăна. Çавăнпа та саккас паракансем нумай. (Сăмах май каласан вĕсенчен иккĕшĕ чăваш – А. Кашкаровпа П.Солдатов.) Алексей Васильевич кашкăр, пăши, хир сысни, карăк (глухарь), ăсан, çӳлевĕç кĕлеткисене тунă. Килĕнче упранаканнисем те пур.
Пурнăçне вăрманпа çыхăнтарнă çын професси ăсталăхне ӳстерме тăрăшать. Вăл Ульяновскри патшалăх университетĕнчи экологи факультетĕнче куçăмсăр майпа виççĕмĕш курсра вĕренет. Вăрмана сыхлас, лартса ӳстерес ĕçе малашне патшалăх пысăк тимлĕх уйăрасса шанать.
 
 
 
Майна районĕ,
Кивĕ Мăклавăш ялĕ.
 
: 978, Хаçат: 27 (1171), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: