Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тутарстанри Нурлатра Пĕтĕм Раççейри чăваш культурин праçникĕ – Уяв –иртнĕ. Ăна Тутарстан Республикин Правительстви хавхалантарнипе район администрацийĕ тата Тутарстан Республикинчи чăвашсен наципе культура автономийĕ йĕркелесе ирттернĕ.
Уява Чăваш Ен культура министрĕ Вадим Ефимов хутшăннă. Вăл Чăваш Республикин пуçлăхĕн салам сăмахĕсене вуласа панă. «Уяв пăлхарсен историлле çĕрĕ çинче иртнипе мухтанатпăр. Паянхи чăваш тата тутар халăхĕсем – вĕсен несĕлĕсем»,-тенĕ унта.
Тутарстан Республикин президенчĕн Р.Н. Минниханов ятĕнчен уява хутшăнакансене Республикăн Патшалăх Канашĕн председателĕ Римма Ратникова саламланă.
Уява Чăваш наци конгресĕн сумлă çыннисем, Пушкăрт Республикинчи, Чулхула, Самар, Саратов, Свердловск, Ульяновск облаçĕсенчи наципе культура пĕрлешĕвĕсен представителĕсем хутшăннă. Эстони чăвашĕсем килсе çитнĕ. Чĕмпĕр Ен делегацине УОЧНКА пуçлăхĕ В.И.Сваев илсе кайнă. «Эревет» халăх юрă ансамблĕ (ертӳçи –С.П.Толстов) чăваш юррисемпе савăнтарнă.
Савăнăçлă кунăн культура программинче – Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ, Раççей тата Чăваш Ен тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Анатолий Музыкантов ертсе пыракан ташă ансамблĕ, "Янра, юрă" эстрада ансамблĕ (ертӳçи – Вячеслав Христофоров), Йĕпреç тата Шăмăршă районĕсен артисчĕсен, чăваш эстрада солисчĕсен юрри-ташши.
 
: 800, Хаçат: 27 (1171), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: