Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск облаçĕнчи клиника пульницинчи куç микрохирургийĕн центрĕ çĕнĕ çуртра уçăлнă. Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр поликлиника ĕçĕпе, стационар тата операци уйрăмĕсемпе паллашнă, унсăр пуçне хушăвĕсене еплерех пурнăçа кĕртнине тĕрĕсленĕ.
Халиччен центр вырнаçнă çурт çав тери юхăннă пирки унта юсав ĕçĕсем ирттерме май çук. Сергей Морозовпа «Российские железные дороги» компани президенчĕпе Владимир Якунинпа калаçса килĕшнĕ тăрăх, куç микрохирургийĕн уйрăмĕ – Ульяновск станцийĕн пульницинче виçĕ хутлă хирурги корпусĕнче вырнаçнă. Уйрăмăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 830,61 тăваткал метр. Пĕрремĕш хутра лазерпа глаукома центрĕсем, икĕ диагностика, УЗИ, васкавлă операци кабинечĕсем, Ульяновскри патшалăх университечĕн кафедрин вĕрентӳ пӳлĕмĕсем вырнаçнă. Виççĕмĕш хутра – офтальмологи уйрăмĕн талăкĕпех тытакан 60 вырăнлă стационарĕ.
Куç микрохирургийĕн уйрăмне малалла аталантарас тесе ăна «2013-2015 çулсенче Ульяновск облаçĕнчи сывлăх сыхлавне вăйлантарасси» тĕллевлĕ программа проектне кĕртнĕ, медицина аппарачĕсене 10 миллион тенкĕлĕх илме палăртнă. Центрта çывăх вăхăтрах диагностика хатĕрĕ вырнаçтарĕç.
Çĕнĕ сĕтел-пукан туянма регион пуçлăхĕ хушнипе 850 пин тенкĕ уйăрĕç.
 
: 763, Хаçат: 27 (1171), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: