Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ВĔСЕНЕ РАÇÇЕЙ ШĂПИ ПĂШĂРХАНТАРАТЬ
 
«Шăпăрлан» облаçри чăваш чĕлхине тĕрлĕ шайра вĕрентекен шкулсенче час-часах пулса ятарлă кăларăмĕсенче çутатса панине вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Хальхинче редакцире хăнара - Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнче вĕренекенсем.
 
Шкулта чăваш чĕлхине 1-9-мĕш классенче эрнере 1 сехет вĕрентеççĕ. Кунти чăваш юхăмĕн ертӳçи – Лидия Фёдоровна Ярославская.
Ытти шкулсенче шăпăрлансем вĕренӳ мĕн иккенне манса кайсах канаççĕ пулсан – чӳрекелсене вара кану вăхăтĕнче те тăван халăхпа çĕршыв малашлăхĕ пăшăрхантарать. Вĕсем Иван Яковлевич Яковлев ХАЛАЛНЕ тĕпе хурса хăйсем, ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, тăван чĕлхепе çĕршыв пуласлăхĕ çинчен каласа пама килнĕ. Çавра сĕтел тавра вырнаçнăскерсем Лидия Фёдоровна ертсе пынă май ШУРСУХАЛĂМĂР ХАЛАЛĔНЧИ уйрăм сыпăксене аса илчĕç, вĕсене тĕпе хурса çак тĕлпулу валли ятарласа хатĕрленĕ реферачĕсемпе паллаштарчĕç. Вĕсем хаçатăн малашнехи кăларăмĕсенче пичетленĕç.
И.Я.Яковлев Халалĕнчи сыпăксене пиллĕкмĕш класра вĕренекен Ольга Киверовапа Ангелина Белова çутатса пачĕç. Анна Коновалова – «Крик души», Полина Ярославская – «Господь помог», Анна Садовникова – «Научи меня, господи, жить», Алёна Волынщикова – «Я счастлива!» хатĕрленĕ рефератсем Халал сыпăкĕсене пуянлатрĕç.
Çавра сĕтеле хутшăннă ачасем чуна «йĕртекен» (вĕрентӳçин куçĕсем те шывланчĕç) сăвăсем вуларĕç. Пĕрремĕш класра вĕренекен Валерия Калина «Маруся» юрă парнелерĕ.
Ашшĕ-амăшĕ – Наталья Ивановна Волынщикова, Светлана Петровна Ярославская, Татьяна Петровна Сультеева, Юрий Николаевич Сультеев – шăпăрланĕсемпе пĕрле пăшăрханчĕç, вĕсемшĕн кăмăллă пулса алă çупрĕç.
Çавра сĕтел вĕçленсен хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов журналистсен ĕçĕпе паллаштарчĕ. Ачасене ăнăçусем сунса Дипломсем, Хисеп хучĕсем, парнесем парса чыс турĕ. Ыйтусене хуравларĕ.
Тĕлпулу пылак çимĕçсемпе чей ĕçнипе тата асăнмалăх сăн ӳкерĕннипе вĕçленчĕ.
 
: 939, Хаçат: 27 (1171), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: